Ĕçлеве сыхласси пысăк пĕлтерĕшлĕ
Халăх тăрăшнă вырăнта ĕçлеве сыхласси тĕп вырăнта пулмалла. Районта ĕçлев сыхлавĕпе лару-тăру еплерех пулнипе райадминистрацин ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Иван Кириллович ПЕТРОВ паллаштарма кăмăл турĕ.
- Ĕç сыхлавĕн саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăратпăр, айăплисене çирĕп асăрхаттаратпăр пулин те, инкексем пулаççĕ. Юлашки 9 уйăх хушшинче районта пурĕ 4 инкек пулнă, иккĕшне йывăррисен шутне кĕртнĕ. Вĕсенче çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем пулман. Ĕçлев саккунĕсене пăсса инкек тÿснисем “Коминтерн”, “Штанашский” ял хуçалăх предприятийĕсенче, район администрацийĕнче тăрăшакансем (2 çын) пулнă. Тĕслĕхрен, “Штанашский” ЯХПКра тăрăшакан Д. Кириллов тракторист хăйĕн асăрханусăрлăхĕпе, ĕç йĕркине пăснăран, инкек тÿснĕ, больницăра выртса сипленнĕ. “Коминтерн” ЯХПКра тимĕре хĕртсе çыпăçтарнă чухне ĕç хăрушсăрлăх правилисене пăснă, çавна пулах ĕçчен инкек тÿснĕ.
- Иван Кириллович, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, унти специалистсем ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çине тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ-и;
- Халăх ĕçленĕ вырăнта ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе мĕнле ĕçлесе пынине тĕрĕслесе тăратпăр, паллах. Кăлтăксем тупăнаççех. Агропромышленноç комплексĕнчи предприятисенче саккуна пăснă тĕслĕхсем ытларах тĕл пулаççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсене вĕрентес, инструктаж парас, вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслес тĕлĕшпе сахал тимлени палăрать. Акă, “Черепановский”, “Атменский” ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем тата специалисчĕсем ĕç сыхлавĕпе, техника хăрушсăрлăхĕпе вĕренÿ витĕр тухман. Ĕçлев сыхлавĕпе яваплисен кашни 3 çулта вĕренсе удостоверенисем илмелле, унтан предприятире çак енĕпе ĕçе малалла тăсмалла. Предприяти ертÿçисен ĕç кунне хăрушсăрлăх ыйтăвĕсенчен пуçламалла. Ĕçе тухакан техника юсавлă пулмалла, ĕç условийĕсем те тивĕçлĕ шайра пулччăр.
- Предпринимательсем хушшинче ĕç сыхлавĕпе лару-тăру еплерех;
- Районĕпе пурĕ 40 ытла предприниматель шутланса тăрать. Вĕсемпе те йывăрлăхсем пур, ĕç сыхлавĕпе ирттерекен вĕренĕве çÿремеççĕ. Пурне те паллă, хăшĕсем “тарçăсем” тытаççĕ. Кунта вара, ĕç условийĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтермеççĕ: ĕçченсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман, ĕç çыннисен ятарлă тумтир çук, ĕç хатĕрĕсем те вырăнлă тата тĕрĕс мар, цехсенче механизм шайĕ питĕ пĕчĕк, çавăнпа йывăр ĕçе те алă вĕççĕн тăваççĕ. Вĕсенче ĕç коллективĕн килĕшĕвĕ пурри те иккĕлентерет.
- Медицина тĕрĕслевĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă. Анчах ял çыннин кĕсйи çÿхерех...
- Предприятисенче е организацисенче ĕçлекен кашни çыннăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. РФ Ĕçлев кодексĕнче çирĕплетнĕ тăрăх (212 статья), ĕçпе тивĕçтерекенĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма укçа-тенкĕпе тивĕçтермелле. Акă, юлашки 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, “Атменский”, “Марксист”, “Штанашский”, “Черепановский”, “Искра”, “Рассвет”, “Вперед” ЯХПК-сенче, вăрман хуçалăхĕнче, райгазра, вĕрентÿ пайĕнче, КСО-ра ĕçлекенсем чылайăшĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Предприятисемпе организацисен ертÿçисен çак çитменлĕхсене пĕтермелле. “Кая юлсан, каю шăтать”, - тенине манас марччĕ.
- Тавтапуç калаçушăн.