Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çемье ăшшине упраса пурăнасчĕ

Ĕмĕр сакки сарлака тетпĕр те, вăл чăнах та сарлака. Этем хăй ĕмĕрĕнче мĕн кăна тÿссе ирттермест-ши. Анчах ырă туйăмпа, лайăха шанса пурăнакансем йывăрлăхсене парăнтарса малалла ăнтăлаççĕ. Енкĕлт ялĕнче пурăнакан Юлия Константиновна Михеева та пурнăç тути-масине самаях курнă. Ашшĕсĕр ÿснĕ. Çавăнпа та ачалăхĕ унăн телейлĕ иртнĕ теме çук.

“Аттесĕр ÿснĕ эпир”

Юлия Константиновна Михеева 1937 çулта Шĕм­шеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăватă пĕр тăван (2 хĕрпе 2 ывăл) пулнă вĕсем: Борис, Зина, Юрий. Юлия вара - виççĕмĕш.

- Аттене пачах ас тумастăп. Анне каланă тăрăх, ăна 1942 çулта фашистсемпе çапăçма илсе кайнă, унтах хыпарсăр çухалнă. Анне çумра хăйне ăнланакан, хÿтлĕх, пулăшу паракан çын çуккишĕн, çемье тĕрекĕсĕр юлнишĕн татăлса йĕретчĕ. Тен, таврăнать-ха, тупăнать-ха тесе çав-çавах кĕтетчĕ. Анчах кăлăхах. Атте вăрçă чарăнсан та, кайран та киле çаврăнса çитеймерĕ.

Анне тăватă ачана ура çине тăратас тесе колхозра ырми-канми тăрăшрĕ. Темле йывăр пулсан та, пурнăçа саплаштаркаласа пире вĕрентсе кăларчĕ. Пичче çемьене тăрантарас тесе çамрăклах аякка ĕçлеме тухса кайрĕ, Зина аппа ялти ĕне фермине дояркăна ĕçлеме кĕчĕ. Эпĕ Пантьăкра 7 класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çÿрерĕм. Çи-пуç енчен япăхчĕ. Пурлă-çуклă пурнăçпах вĕренсе тухрăм.

Çăмăл пурнăçран мар, паллах, ялти 17 çулхи хĕрсем аякка стройкăна тухса кайрăмăр. Икĕ çул çапла ĕçлесе çÿрерĕмĕр. Пĕррехинче, тăван киле таврăнсан, анне çывăхра ĕçлесе пурăннине нимĕн те çитменни пирки сăмах  пуçарчĕ. Районти вăрлăх инспекцийĕнче агрономра тăрăшнă Федора Спиридоновна (халĕ ĕнтĕ тивĕçлĕ канура) лаборантра ĕçлеме çын кирли пирки аннене пĕлтернĕ. Çапла вара, 1960 çултан пуçласа вăрлăх инспекцийĕнче лаборант тивĕçне пурнăçласа пытăм. Коллектив мана ăшшăн йышăнчĕ, çĕнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхрăм. Çамрăк чух вăй-хал вĕресе тăратчĕ, ывăннине пĕлмесĕр ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлаттăм. Мария Константиновна Хохлова мана ĕçре нумай пулăшса, вĕрентсе пычĕ. Ыттисем те çамрăк тесе тĕксе ямарĕç. Ырă çынсемпе ĕçлеме тÿр килнишĕн чунтанах савăнатăп. Вăрлăх инспекцийĕн заведующийĕ пулса Н.П. Ивантаева тăрăшатчĕ. Питĕ сăпайлă, кăмăллă хĕрарăмччĕ. Унтан вĕсем çемйипех хулана куçса кайрĕç.

Мăшăр - çемье тĕрекĕ

Хĕр пурнăçĕ çапла вăл. Ÿссе çитсен качча каймалла, çемье çавăрмалла, ача-пăча çуратса ÿстермелле, йăх тымарне тăсмалла. 1963 çулта Юлия Константиновна Енкĕлт каччипе çемье çавăраççĕ, хĕрпе ывăла кун çути парнелеççĕ.

- Упăшка - чăн-чăн çемье тĕрекĕ пулчĕ. Кил таврашĕнчи ĕçсене, карти-хуралтине çĕнетессине, çĕр сухаласа акассине пĕтĕмпех вăл туса пычĕ. Кил-çурт çĕклерĕмĕр, ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстертĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ мăнуксем те чупаççĕ. Вĕсем пурри-çке кăмăла çĕклет, - терĕ Ю. Михеева.

Тăлăх пурнăç сыпăкран сыпăка пырать, теççĕ. Тен, çаплах та пулĕ. Юлия Константиновна тăлăх пурнăç мĕнне аван пĕлет. 64 çула çитсен амăшĕ вăхăтсăр вилсе каять. Анне çукки вăл - пĕтĕм тĕнче пушаннипе пĕрех. Ватлăх кунĕсенче мăшăрсăр юласси çинчен те шутламан вăл. Чире пула 2004 çулта мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

- Мăшăрсăр пурнăç - тымарсăр йывăç пекех. Çумра пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса ларакан, йывăр вăхăтра чуна лăплантаракан, сана ăнланакан çын çуккишĕн чун йĕрет. Вăл çĕре кĕнĕренпе ал-ура çыхланчĕ, сывлăх хавшарĕ. Юрать-ха, ывăлăм юнашар пур. Унра пысăк шанчăк, - пĕлтерчĕ чун ыратăвĕ пирки ĕç ветеранĕ.

Ырă ĕç - хисепе тивĕç

Юлия Константиновна ырă кăмăллă, ĕçе юратакан хĕрарăм. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă. 1977 çулта ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна “Ĕç отличникĕ” паллă парса чыс тунă. 1987 çулта ырми-канми тăрăшнăшăн “Ĕç ветеранĕ” ят парса наградăланă, Хисеп грамотисем те чылай. Унăн ятне “Красночетайский край” кĕнекене кĕртнĕ.

Ял-йышра та хисеплĕ çын вăл. Кÿршĕ-аршăпа хирĕçес, вăрçăнас шухăш çук унăн. “Пĕрле килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр. Çемье ăшшине малашне те упрасчĕ, ырăпах пурăнасчĕ”, - терĕ сыв пуллашнă май Ю. Михеева.



"Пирěн пурнăç"
26 октября 2005
00:00
Поделиться