Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çут çанталăка упрар, йывăç ытларах лартар

Çут  çанталăка упрасси, тирпей-илемшĕн тăрăшасси кашнин тивĕçĕ. Ача-пăчасене те çамрăклах çак ĕçе хăнăхтарса, вĕрентсе пымалла. Кĕркунне çитнĕ май, йывăçсем çулçă тăкаççĕ, вĕсене тирпейлесе пуçтарса тăрсан кил-таврашĕ, урам татах та илемлĕрех курăнать. Унпа пĕрлех парксемпе садсене симĕслентересси те тĕп вырăнта пулмалла. Кăçалхи çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе çирĕплетни хастарлăха, яваплăха татах та ÿстерме хистет.  Акă, ЧР Президенчĕн “Йывăç ларт та ăна упра” Указа пурнăçласа иртнĕ эрнере районти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче тăрăшакансем тата уйрăм çынсем тавралăха симĕслетессипе тăрăшса ĕç­лерĕç. Район территорийĕнче çĕр-çĕр йывăçпа тĕм лартса хăварчĕç. Шкул ачисем те çак ырă ĕçре хастарлăх кăтартрĕç. Сăмах май, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсемпе учительсем хăйсен территорийĕ тавра тирпей-илем кĕр­тес­сипе ĕçленĕ, сад-пахчари кĕркуннехи ĕçсене пурнăçланă, 300 ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă.

Район центрĕ тата ялсем тирпейлĕ те илемлĕ, илĕртÿллĕ пулччăр!



"Пирěн пурнăç"
12 октября 2005
00:00
Поделиться