Илемлентĕр тăван тавралăх
Çут тĕнчере пурăнас кăмăла çĕклекенни, вăй кÿрекенни илемлĕх пулĕ. Кун пирки ăсчахсем те пĕрре мар каланă. Хуть те хăçан та куç чи малтан илеме шырать: çут çанталăк илемĕпе савăнас килет, илемлĕ çын патнех куç туртăнать, илемлĕ юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклет тата ытти те пире яланах хавхалану кÿрет.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе йышăнни республикăра малашне çыннăн çут çанталăк умĕнчи яваплăхне ÿстерет, тирпей-илемлĕхшĕн тăрăшма хистет.
ЧР Президенчĕн “Йывăç ларт та ăна упра” Указа пурнăçласа Йывăç кунĕ ирттерни хамăр пурăнакан вырăна тирпейлесе пуçтарас тата тăван тавралăха симĕслентерес, çĕр эрозийĕпе кĕрешес тĕлĕшпе пулса пырать.
Акă, октябрĕн 7-мĕшĕнче район территорийĕнче Йывăç кунĕ иртрĕ. Çут çанталăка хÿтĕлес тата упрас ĕçре предприятисемпе организацисен, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсен, ял администрацийĕсен ĕçченĕсем ырă ĕçе, йывăç-тĕм лартма, активлă хутшăнчĕç.
Райадминистрацин капиталлă строительство пайĕн начальникĕн çумĕ Т. Почейкина пĕлтернĕ тăрăх, кĕркуннехи Йывăç кунĕнче пурĕ 32 пин йывăç-тĕм лартса хăварма палăртнă. Акă, Хĕрлĕ Чутай салин Карл Маркс урамĕнчи çырма-çатрара 5 пине яхăн симĕс хунав, унтах çĕнĕ пĕве тавра çамрăк хурăнсем чылай лартса хăварчĕç. Ан тив, çырма-çатрасен хĕррисем те йывăçлă пулччăр. “Çĕнтерĕве - 50 çул” паркра çут çанталăкра сайра тĕл пулакан йывăç-тĕм ÿсет. Унта тирпей-илем кĕртессипе тата йывăçсен лаптăкне ÿстерессипе тăрăшса ĕçлерĕç. Çĕнтерÿ лапамĕнчи çамрăксен аллейине симĕслетессипе 300 йывăç, çавăн пекех автовокзал территорийĕнче те сахал мар тĕм лартса хăварчĕç. Ял администрацийĕсен ĕçченĕсем те вырăнта тавралăха симĕслетес тĕлĕшпе чылай йывăçсемпе тĕмсем лартрĕç.
Паллă ĕнтĕ, ял илемĕ унта пурăнакан кашни çын тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн мĕнлерех тăрăшнинчен килет. Парксемпе садсем ешерччĕр, илемлĕхĕпе савăнтарччăр тесе йывăç-тĕм сахал мар лартатпăр, анчах чылай чухне ăна пăхса тăрасси çинчен манатпăр. Хамăр пурăнакан вырăна аякран килекен çыннăн мар, хамăрăнах йĕркене кĕртмелле.
Каш! кашлаччăр йывăçсем, чечеклентĕр тĕнче, вĕсем çинче кайăксем юрлаччăр савăк юррисене.