Шкула чунпа парăннă вĕрентекен
Атнарти вăтам шкулта вырăс чĕлхи тата литература предмечĕсене вĕрентекен Фрида Афанасьевна Храмована районта кăна мар, республикăра та пĕлеççĕ. Вăл ирттернĕ уçă уроксенче вĕрентÿ системинче ĕçлекен Мускаври тата Шупашкарти представительсем те пулса курнă. Унăн урокĕсене итлеме тÿр килнĕ вĕренекенсем те Фрида Афанасьевнана ырăпа аса илеççĕ, чун-чĕререн кăмăллаççĕ.
Ф. Храмова - аслă категориллĕ педагог, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура пулин те, килте ларма пултараймасть, хăйĕн чун канăçне юратнă ĕçĕнче çеç курать. Кашни уроках Фрида Афанасьевна тĕплĕн хатĕрленет, ялан çĕннине шырать. Фрида Афанасьевнан пултарулăхне кура ăна кăçал “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” ята панă. Ф. Храмован педагогика ĕçĕ-хĕлĕнчи стажĕ 32 çулпа танлашать. Çавăнпа та эпĕ унпа курнăçса калаçас терĕм. Вăл хаваспах килĕшрĕ.
- Фрида Афанасьевна, ачалăхăрпа паллаштарсамăр.
- Эпĕ 1950 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех илемлĕ литература хайлавĕсене вулама кăмăлланă. Ас тăватăп-ха, килте кĕнекесене хумалли этажерка пурччĕ. Вăл кĕнекесемпе питĕ пуянччĕ. Пĕррехинче анне мана вĕсем патне илсе пычĕ те: “Вулама вĕрен, вара çак кĕнекесене пĕтĕмпех шĕкĕлчесе тухăн”, - терĕ. Ватă асатте те мана хутла вĕрентессишĕн питĕ çунатчĕ.
- Учитель профессине мĕншĕн суйласа илтĕр;
- Шкулта ăс пухакан кашни ачан юратнă учитель пур. Манăн кăмăла каяканни - вырăс чĕлхипе вĕрентекен Майя Павловна Ванюшкина пулнă. Вăл эпĕ çырнă сочиненисене пысăка хурса хаклатчĕ. Мана учитель профессине суйласа илме те Майя Павловна пулăшрĕ. Юратнă вĕрентекенĕн сăмахĕ тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Пысăк пĕлÿллĕ педагог ĕçне чун туртăмĕпе суйласа илнĕ вĕрентекен пекех пулас ĕмĕтпе педагогика институтне ăс пухма кĕтĕм.
- Хăвăр ирттернĕ чи пĕрремĕш урока ас тăватăр-и;
- Çак куна эпĕ нихăçан та манаймăп. Пĕрремĕш урока 10-мĕш класра ирттерме тиврĕ. Ачасен мăшăр куçĕ хама сăнани, тишкерни халĕ те асрах. Хыçалти ретре ларакан арçын ача, хăйне кăтартас тĕллевпе, урисене парта çине хăпартса хуни, хăй хĕвел çаврăнăш çисе ларни пушшех те манăçаймасть. Çавăн чухне хамăн çирĕплĕхе кăтартса çак ачана лăпкăн çеç асăрхаттартăм. Вăл тÿрех йĕркеленсе ларчĕ.
- Учитель ĕçĕпе çыхăннă интереслĕ самантсем чылай ĕнтĕ;
- Питĕ нумай. Акă, пĕррехинче литература урокĕнче эпĕ И. Тургеневăн “Муму” произведенине ачасене вуласа паратăп. Хайлаври пĕр сăнар, Герасим, хăйĕн йыттине шыва путарнă саманта чуна тивмелле вуланăран вĕренекенсем пурте куççульсене шăлса ларчĕç.
- Сирĕн шухăшăрпа, чăн-чăн педагогăн мĕнле пулмалла;
- Чи малтанах, ачасене юратмалла. Иккĕмĕшĕ - учителĕн професси ăсталăхĕ, ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк пулмалла* виççĕмĕшĕ - кăмăл-сипет, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен таса та хитре çын пулмалла.
- Пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, шкула чунпа парăннă вĕрентекенсен пĕр тĕллев - ачасене лайăх пĕлÿ парасси. Тарăн пĕлÿ парас тесе эсир мĕн тăватăр;
- Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленсе вĕсене интереслĕрех те раснарах ирттерме тăрăшатăп. Шкулта 32 çул ĕçлетĕп пулин те, паянхи кунччен те урок планне çыратăп. Унсăр пуçне хам ăсталанă тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕсемпе усă куратăп.
- Хăвăр вĕрентсе кăларнă ачасемпе çыхăну тытатăр-и;
- Эпĕ 7 хутчен класс ертÿçи пулса тимленĕ. Ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнисĕр пуçне вĕсемпе кăткăс та интимлă ыйтусене сÿтсе явни пирĕн çыхăнăва çирĕплетрĕ. Эпĕ вĕсемшĕн çывăх тус, “иккĕмĕш анне” вырăнĕнче пулĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ вĕренекенсем мана манмаççĕ: Çуралнă кунпа, Учительсен уявĕпе саламлаççĕ, парне тăваççĕ. Йывăр вăхăтра вĕсем манран пулăшу ыйтни те пулнă. Эпĕ нихăçан та тĕксе яман, май пур таран пулăшнă: ырă сĕнÿ-канашпа та, укçапа та.
- Фрида Афанасьевна, хăвăр çуратнă ачăрсенчен сирĕн ĕçĕре тăсакан пур-и;
- Эпир мăшăрăмпа, Владимир Дмитриевичпа, 3 хĕр çуратса ура çине тăратнă. Вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Асли, Наташа, математика учителĕ. Халĕ ял хуçалăх академийĕнче студентсене вĕрентет. Регина - суту-илÿре тăрăшать. Кĕçĕнни - Марина - техникум пĕтерчĕ. Сăмах май, Наташа хĕрĕм “Çулталăк учителĕ” конкурссене те хутшăнать, тарăн пĕлÿ паракан преподаватель теççĕ ун пирки.
- Фрида Афанасьевна, манпа калаçма вăхăт тупнишĕн тавтапуç. Учительсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп.