Пурнăç çулĕ такăр мар
Юлия Петровна 1935 çулта Хурапыр ялĕнче çуралнă. Вăл çемьери вунă ачаран 5-мĕшĕ пулнă. Пилĕкшер хĕрпе ывăл ÿснĕ вĕсен çемьинче.
Аслă Отечественнăй вăрçă тухиччен е ун вăхăтĕнче çуралнă ачасен ачалăхне телейлĕ пулнă тееймĕн. Нушине вĕсем сахал мар курнă. Ю.П. Чубайкина та фашистсем вăрçăпа тапăннă чух пĕчĕк пулнă. Вăл хăйĕн ачалăхне куççульпе аса илет.
Хаяр вăрçă çулĕсем ачалăхра тарăн йĕр хăварнă. Ашшĕпе унăн 4 пиччĕшĕ вăрçă хирне пĕр кунтах тухса кайнине аванах ас тăвать Ю.П.Чубайкина. Ашшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайнă чух чи кĕçĕннине икĕ уйăх çеç пулнă-çке. Пĕчĕк пепке нумаях пурăнайман, калаçса та, утса та курайманскер ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Калас пулать, çак çемьерен пурĕ 5 ача выçлăха пула вăрçă çулĕсенче вилнĕ. Амăшне питĕ йывăр килнĕ, тĕпренчĕкĕсене тăрантарма çăмăл пулман.
- Çимелли çукки хытах пăшăрхантаратчĕ. Анне пире колхоза ĕçлеме илсе каятчĕ, çум çумласа пулăшаттăмăр. Ĕçленĕшĕн кăшт çăкăр паратчĕç. Ачасене, паллах, сахалрах лекетчĕ. Кĕркунне шăннă çĕр улми пуçтарни те асрах. Крахмалтан икерчĕ пĕçерсе çиеттĕмĕр. Аслă аппа çуркунне хурăн папкисене пуçтаратчĕ те вĕсенчен те икерчĕсем пĕçереттĕмĕр. Выçлăх пулнипе темĕн те çиме тÿр килетчĕ çав. Тăхăнма та çи-пуç çукчĕ. Асатте çăпатасем ăсталаса паратчĕ, - аса илет Юлия Павловна.
Укçа тÿлемеллине пула Юля 7 класс кăна пĕтерме пултарнă. Малалла вĕренейменшĕн халĕ те пăшăрханать. 7 класс хыççăн хĕр çи-пуç тăвас тĕллевпе Ивановăри торфопредприятие ĕçлеме 2 çуллăха вербовкăпа кайнă. Ĕçлеме çăмăл пулман: вăрман каснă, вуттисене сыпăланă... Çапах йывăр тесе пуçне усман, хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе чăтнă. Унтан вăл хамăр районти МТС-ра весовщицăра вăй хунă, кайран “Свет” колхозра 3 çул учетчик-кассир пулса ĕçленĕ. Юлия Павловнан Волгограда çитме те тÿр килнĕ, унта вăл дояркăра тимленĕ.
Шăпа Ю.П. Чубайкинана Уттапăр каччипе паллаштарнă. Вениамин Быковпа Юлия Павловна пĕр çемьене чăмăртанма тĕв тунă. Çамрăк мăшăр пурăнма Челябинск хулине тухса кайнă. Вĕсен 1962 çулта Вова ывăл çуралнă. Халĕ вăл çемьеллĕ ĕнтĕ, мăшăрĕпе 2 ача ÿстерет, Ростов хулинче пурăнать.
Юлия Павловна 1996-1998 çулсенче “Салам” хăна çуртĕнче вырнаçнă Ваттисен çуртĕнче ĕçленине асăнмасăр иртме çук. Вăл аслă ăру çыннисене чуна парса пăхнине, вĕсене пулăшнине ырласа каланине темиçе çынран та илтнĕччĕ. Калас пулать, кунта вăл шкулта тирпейлĕхпе тасалăхшăн яваплă ĕçченре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн (1991 çулта тухнă) вăй хунă. Хăй те çамрăк мар пулин те, ваттисен пурнăçне çăмăллатассишĕн сахал мар тăрăшнă.
- Ваттисемпе ĕçленĕ чух çакăнтах пĕр пÿлĕм пачĕç. Халĕ те кунтах пурăнатăп. Хальхипе танлаштарсан, малтан лайăхрахчĕ. Эпир тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеттĕмĕр. Шупашкартан министр В.П. Мидуков килсе тĕрĕслесех тăратчĕ. Кинемейсемпе мучисене больницăна, мунчана илсе каяттăм, лавккаран апат-çимĕç тата эмелсем туянса параттăм, кĕпе-йĕмĕсене çуса-тасатсах тăраттăм. Тав сăмахне те сахал мар илтрĕм, - пĕлтерет Юлия Павловна.
Ватта хисеплекен, сума сăвакан çынна хăйне те малашне хисеплесси иккĕлентермест. “Ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан” тени ахальтен мар пулĕ. Юлия Павловнана та пулăшакансем пулаççех ĕнтĕ.
Ю.П. Чубайкина районти Культура керменĕнчи ваттисен фольклор ушкăнĕн ĕç-хĕлне те активлă хутшăнать иккен. Вăл балалайкăпа илемлĕ çемĕсем янăратать. Сăмах май, çак музыка инструменчĕпе калама Юлия Павловна ача чухнех пиччĕшĕнчен вĕреннĕ, вĕсен килĕнче хăйсен балалайка пулнă. Шăпах çав балалайкăна лайăх упранипе вăл халĕ те унпа выляма пултарать. Ю.П. Чубайкина юрлас енĕпе те ăста пулнине палăртмалла. 70 çулхи хĕрарăм тесе ăна ниепле те калаймăн. Чунĕпе халĕ те çамрăк вăл.
Юлия Павловнана манăн уяв ячĕпе саламласа малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунас килет.