Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление администрации Красночетайского района с Международным Днем пожилых

Хаклă ентешĕмĕрсем, аслă ăрури хисеплĕ ватăсем!

 

Ватă çынсен Пĕтĕм  Тĕнчери  Кунĕ ячĕпе сире чун – чĕререн ăшшăн саламлатпăр!

Çак кун эпир уйрăмах  сирĕн умăрта  - тăван, юратнă атте – анне, асаттесемпе кукаçисем, асаннесемпе кукамайсем, хисеплĕ ватăсем умĕнче пысăк парăмра пулнине  уйрăмах хытă туятпăр. Пире телейлĕ те мирлĕ  пурнăç туса парассишĕн вăй – хала, пурнăç опытне, чун чĕре ăшши не хĕрхенменшĕн  эпир сире  таса кăмăлтан тав тăватпăр. Эпир, эсир  район экономикине çирĕп  аталантарас  ĕçре пысăк витĕм кÿнине, хаяр вăрçĕ çулĕсенче  Тăван Çĕршыва Çĕнтерÿ туптама пулăшнине асрах тытатпăр, тивĕçлипе хаклама тăрăшатпăр.  Эсир яланах халăхăмăрăн ырă йăли – йĕркисене  упраса хăварма,  тÿсĕмлĕ те мал ĕмĕтлĕ пулма, хастар  та усĕмлĕрех  ĕçлеме  çул – йĕрсене кăтартса паратăр.

Патшалăхăн ватă çынсене пулăшас тĕлĕшпе  йышăннă  тĕллевлĕ программисем туллин пурнăçланса пыраççĕ, ку тĕлĕшпе районта та ĕçе кирлĕ пек йĕркелерĕм ĕр. Сирĕн умăрта яваплăха туйнă май, эпир малашне те  сирĕн пурнăçăра çăмăллатма, май килнĕ таран тимлĕрех пулма  тăрăшăпăр.

Уяв ячĕпе саламланă май, сире пĕтĕм кăмăлтан  çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тату та тулли пурнăç сунатпăр. Сирĕн  яланах тăванăрсемпе çывăх çыннăрсен пархатарне курса, савăнса пурăнмалла пултăрччĕ.

 



30 сентября 2005
00:00
Поделиться
;