Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Правилăсене пĕлни савăнтарать

 

ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем хушшинче çул-йĕр правилисене вĕрентессине анлăрах сарас, ачасемпе çыхăннă аварисен шутне чакарас тĕллевпе республикăра «Светофорик» смотр-конкурс ирттерме палăртнă. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш - республикăри хуласемпе районсенче, ик­кĕмĕш - республикăра.

Çак конкурса пирĕн районта ирттерес тĕлĕшпе ГИБДД ĕçченĕсемпе вĕрентÿ пайĕ ятарлă комисси йĕркеленĕ. Ун йышĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ А.А.Майоров, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Т.И. Улянды тата районти вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ С.П.Князькова пулнине палăртмалла. Иртнĕ эрне кун вĕсем районти шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсене - Атнарти «Пучах», Серенкассинчи «Сирень», Хĕрлĕ Чутайри «Хĕвел» тата Ишеккассипе Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул тата ача-пăча сачĕсене çитсе унта çул-йĕр правилисене вĕрентес ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕрĕслерĕç, ачасемпе тĕл пулса çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçрĕç, çул çинче хайпăр хăйне мĕнлерех тытмалли пирки ыйтса пĕлчĕç. Хуравсенче педагогсем ачасене урамра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентни, çул çÿремелли йĕркесене епле хăнăхтарни палăрчĕ. Жюри членĕсене ачасем çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисене аван пĕлни савăнтарчĕ. Вĕсем ачасене пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕç.

Палăртма кăмăллă, смотр-конкурса пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ: ашшĕ-амăшĕсем валли стендсем тунă, тĕрлĕ кĕнекесемпе журналсен куравне йĕркеленĕ, вăйăсем валли атрибутсем ăсталанă, ачасемпе пĕрле çул-йĕр правилисем тăрăх ÿкерчĕксем ÿкернĕ. Уйрăмах Атнарти «Пучах» ача-пăча сачĕ çак ĕçе лайăх йĕркелени палăрчĕ. Унта пушă пÿлĕмре ачасем валли автомобиль çулĕ тунă. Пĕчĕк çул çÿревçĕсем правилăсене пĕтĕмпех вăйă евĕр ирттерсе вĕренеççĕ.

Юлашкинчен пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çак смотр-конкурсра Атнарти «Пучах» ача сачĕ - пĕрремĕш, Хĕрлĕ Чутайри «Хĕвел» - иккĕмĕш, «Пилеш» виççĕмĕш вырăна тухни палăрчĕ.



"Пирěн пурнăç"
21 сентября 2005
00:00
Поделиться