Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

 

Кĕçнерни кун çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ.

Ăна комисси председателĕ, район пуçлăхĕн çумĕ Н.Ф. Яхатин ертсе пычĕ. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн 5 ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г. Ербулаткин çул çинчи хăрушсăрлăх пирки тата аварисен хисепне чакарассипе епле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Кăçалхи 8 уйăх хушшинче район территорийĕнче 10 авари пулнă, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 11-ĕн аманнă. ГИБДД ĕçченĕсем шкулсенче тăтăшах çул çинчи хăрушсăрлăх темипе калаçусем, тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

“Трактор” операци - уйăхлăхăн пĕтĕмлетĕвĕ çинче патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ В.М. Васюков чарăнса тăчĕ. Уйăх хушшинче комисси çул çинче 62 трактор тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 7-шĕ йĕркене пăхăнмасăр çÿренĕ. 2-шне çут çанталăка сиен кÿрекен техника шутне кĕртнĕ. Техосмотр тăратман 3 трактор çул çине тухнине палăртнă. Пурĕ 11 предписани, пĕтĕмпе 1 пин те 600 тенкĕлĕх 16 штраф панă. 2 тракториста руль умне ларассинчен хăтарнă.

Район территорийĕнчи çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăма хатĕрленесси пирки çивĕч ыйту тăнине палăртмалла. Çак тĕллевпе 5 подрядчик ĕçлет. Калас пулать, иртнĕ хĕллехи сезонра пур подрядчик та хăйсен тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламан. Çителĕклĕ укçа уйăрнă пулин те, çулсене юртан хырса тасатассипе, хăйăр тăкассипе тивĕçлĕ ĕçлемен. Акă,  “Резон” ХАО  пирки ырринех асăнаймăн. Унăн ĕçченĕсем юр тултарнă кунсенче те çулсене тасатма васкаман, вĕсене шыраса çÿреме тивнĕ. Çак предприятие 2005 çулта çулсене пăхса тăма 224868 тенкĕлĕх лимит уйăрнă, 130007 тенкĕ илнине палăртмалла. “Исток” ТЯО валли çак тĕллевпе 275143 тенкĕ уйăрнă, илнĕ – 224753; “Нива” СХПК – 236940/135055; “Вперед” – 113118/113098; ММППЖКХ – 399981/301475. Иртнĕ тапхăрта çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе “Исток” ТЯО тата коммуналлă хуçалăх япăх мар ĕçленине райадминистрацин капиталлă строительство пайĕн тĕп специалисчĕ В.Н. Романов палăртрĕ.

Н.Ф. Яхатин подрядчиксене тĕплĕн шухăшласа пăхма ыйтрĕ, тен, малашне асăннă подрядчиксен ку тĕлĕшпе ĕçлес кăмăл çук. Ĕçлесех тесен уйăрнă укçапа туллин усă курса хĕллехи тапхăра тивĕçлĕн хатĕрленме сĕнчĕ вăл. Унсăр пуçне Ю.Г. Ербулаткин çул паллисем лартма коммуналлă хуçалăхĕн инженерне В.Н. Сатлайкина, “Нива” СХПК ертÿçине Р.С. Ерофеевана асăрхаттарса хăварчĕ.

В.Н. Романов Хăмаркка- Мăн Этмен, II Хурашаш - Хусанушкăнь, Хватукасси - Мишеркасси шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕслевсем ирттермесĕрех  уçнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Ку çулсем ачасене илсе çÿреме тивĕçлĕ шайра мар иккен, çитменлĕхсем нумай. Валентин Николаевич ку енĕпе кирлĕ ĕçсем пурнăçлама ыйтрĕ. Н.Ф. Яхатин ОКС начальникне И.А. Вазякова тата вĕрентÿ управленийĕн ертÿçине А.Н. Тверскова тĕплĕн ĕçлеме хушрĕ.

А.Н. Тверсков ачасене çул çинче тимлĕ пулма вĕрентес енĕпе педагогсем тĕллевлĕн ĕçленине палăртрĕ. Юлашкинчен пурте çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлеме шантарчĕç.



"Пирěн пурнăç"
17 сентября 2005
00:00
Поделиться