Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Хĕрлĕ автан» шеллеместь

 

Пушар - чи хаяр та тискер тăшман: “хĕрлĕ автан” нимĕн те шелелсе тăмасть, хăйĕн хыççăн пурне те тĕп туса, пĕтерсе хăварать.

Темĕнле асăрхаттарсан та пушарсен хисепĕ чакмасть, вут-кăвар чылай çемьене инкек кÿрет. Акă, кăçал тата пĕлтĕр 8 уйăх хушшинче 29-шар пушар тухнă. Тăкакĕсем те пысăк темелле. 2004 çулта ку кăтарту пĕтĕмпе 1041211 тенкĕпе танлашать, 2005 çулта - 745568,25. Шел пулин те, пушарта çулсерен çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Акă, пĕлтĕрпе кăçал икшер çын вилнĕ. Выльăхсем те чылай чухне çунса вилеççĕ. Çак тапхăрта 2004 çулта 1 пуç выльăх çунса кайнă. Пĕтĕ­мĕшле пĕлтĕр кил-çуртсемпе тĕрлĕ хуралтăсем 46 çунса кĕлленнĕ пулсан, кăçал - 33. Çав шутран, харпăр хăй хуçалăхĕсем: 2004 çулта - 29, 2005 çулта - 25.

Ял администрацийĕсем тăрăх тишкерсен кăтартусем çапларах: Хĕрлĕ Чутай – 9/5 (пĕрремĕш цифри 2004 çулхи, иккĕмĕшĕ - 2005 çулхи), Питĕркасси – 2/0, Уйпуç – 2/2, Мăн Этмен – 0/0, Атнар – 5/5, Тралькасси – 0/1, Пантьăк – 3/2, Ачкасси – 2/4, Хусанушкăнь – 1/5, Кив Атикасси – 5/4, Штанаш – 0/0.

Пушар чылай чухне асăрханусăр пулнăран тухать, ытти тĕрлĕ сăлтав та инкек патне çитерет.

Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ А. Михатайкин пĕлтернĕ тăрăх, пирус туртнă чухне тимсĕр пулнипе 2004 тата 2005 çулсенче 8 уйăх хушшинче 7-шер пушар пулнă. Ача-пăча шăрпăкпа иртĕхнипе – 2/2, электропралука тĕрĕс мар çыхăнтарнăран – 8/3, электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курнăран 3/4 хутчен вут-çулăм алхаснă. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмасăр юсавсăр кăмакасемпе тата мăрьесемпе усă курнипе пĕлтĕр 3, 2005 çулта 5 пушарăн сăлтавĕ пулса тăнă. Кăçал çиçĕм çапнипе те пĕр пушар тухнă.

Юлашкинчен тепĕр хутчен асăрхаттарас килет. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма манас марччĕ, юсавлă кăмакасемпе усă курсан, асăрхануллăрах пулсан инкекрен сыхланма пулать.



"Пирěн пурнăç"
14 сентября 2005
00:00
Поделиться