Çар службине - контрактпа
Çитес çулсенчех каччăсен çара каясси контракт мелĕпе пулмалла теççĕ. Хальлĕхе вара контрактпа çар тивĕçĕсене пурнăçлама салтака кайса килнĕ, 35 çул тултарман çирĕп сывлăхлă тата судпа айăпланман арçынсене çеç яраççĕ.
Районти çар комиссариачĕн контракт йĕркипе граждансене çара кайма пухакан пунктăн начальникĕ Л. Пудова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пирĕн районтан паянхи куна 8-ăн контрактпа тĕрлĕ çĕре тухса кайнă. Акă, 6-шĕ Килĕштерÿ Вăйĕсен (Миротворческие Силы) Самарăри 15-мĕш уйрăм мотострелковăй бригадине çул тытнă, пĕри Чечен Республикине кайма кăмăл тунă, тепри вара Шупашкарти Шалти ĕçсен министерствин шалти çарсен 3997-мĕш çар чаçне кайнă.
Контракт мелĕпе çара каяс текенсен суйламалли нумай темелле. Вĕсен хăйсен ирĕкĕпе Екатеринбург, Псков, Ульяновск хулисене е Чечен Республикинчи Ханкалана кайма май пур. Сăмах май, Ханкалара халĕ строительство ĕçĕсем пыраççĕ, хăрушă çапăçусем хыçа юлчĕç темелле, анчах та террористсенчен сыхлама çав-çавах тивет. Калас пулать, пур çĕрте те кирлĕ условисем туса параççĕ. Халĕ малтанхи пек казармăра мар, общежитире пĕр пÿлĕмре виççĕн-тăваттăн пурăнаççĕ, çемьеллĕ пулни те чăрмантармасть. Оборона министерстви апат енчен те тивĕçтерсех тăрать. Кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Тумтир тĕлĕшĕнчен те кунта туллин тивĕçтернине палăртмалла. Çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ахаль салтаксем уйăхсерен 7 пин тенкĕ майлă илеççĕ, сержантсем алла 7,5 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Чечняра, паллах, ытларах тухать. Уйăхне ахаль салтаксене 17 пин, сержантсене 18 пин тенкĕ тÿлеççĕ.
Ульяновскри сывлăш десант бригади вара яланах хатĕр тăракан чаç шутланать. Унта пĕр çул хушши çар тивĕçĕсене контракт мелĕпе пурнăçлани 1,5 çулпа танлашать. Унсăр пуçне кашни парашютпа сикнине ĕç укçи çумне хушса тÿлеççĕ. Ахаль салтаксем уйăхшăн - 7 пин, сержантсем 8 пин илеççĕ.
Контрактпа çара каякансенчен П.М.Никитина ырăпа асăнмалла. Вăл кăçал август уйăхĕнче виççĕмĕш хут çак йĕркепе кайнине палăртмалла. Тури Çĕрпÿкасси каччи 1977 çулта çуралнă. Пĕрремĕш хут 2001 çулта контрактпа виçĕ çуллăха Шупашкарти çÿлерех асăннă 3997-мĕш çар чаçне, унтан 2004 çулхи июль уйăхĕнче çулталăклăха Чечняна тухса кайнă. Ку хутĕнче Павел Модестович Самарăра çар службине ирттерĕ. Сăмах май, вăл çемьеллĕ, 2002 çулта Женя ачи кун çути курнă. Кăçал Шупашкар хули çывăхĕнче çурт туяннă.
Патшалăх контрактпа çара кайса килнĕ арçынсене, яшсене социаллă гарантисемпе тивĕçтерет. Сăмахран, виçĕ çул хушши çарта пулсан конкурссăр вĕренме кĕрсе тÿлевсĕр аслă е вăтам профессиллĕ пĕлÿ илме май пур. Тĕрлĕ çăмăллăхсем пурри, паллах, лайăх.
Мал ĕмĕтлĕ каччăсем пирĕн хушăра пурри питех те савăнтарать. Вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕрри, патриотизм туйăмĕ малтисен ретĕнче пулни - ырă тĕслĕх. Пурнăç йывăр тесе пуçне усса ларакан, ĕçкĕпе иртĕхсе çеç пурăнакан çамрăксен вара вĕренмелли, ырă тĕслĕх илмелли нумай.