Пĕлÿ кунĕнче ĕçчен ачасене чысланă
Штанашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та иртнĕ кĕçнерни кун хăйĕн вĕренекенĕсене кĕтсе илнĕ. Сăмах май, кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут 7 ача ларнă, 11-мĕш класра 8-ăн вĕренĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ линейкăна М. Парикова аслă вожатăй ертсе пынă. Шкул директорĕ Н. Ухлинова пухăннисене выпускниксем юлашки çулсенче аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ А. Тверсков райадминистраци тата управлени ячĕпе пурне те саламланă, малашне те шкул чысне çÿллĕ шайра тытса пыма сĕннĕ. Ял администраци пуçлăхĕ Н. Руссков, “Асамат” хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Г. Ешмейкин, “Маяк” ЯХПК ертÿçи А. Кузьмин çуллахи вăхăтра ĕçлесе палăрнă ачасене чысланă. Акă, Е. Кузьмин хуçалăхра 2 уйăх хушши дояркăра ĕçленĕ. Вăл 1000 тенкĕ преми илме тивĕçнĕ. Сăмах май, ăна дояркăсем те уйрăммăн парне панă. В.Воробьев та ашшĕне ял хуçалăх ĕçĕнче самаях пулăшнă. Д. Сидоров, Е. Сатлайкин, А. Руссков йĕтем çинче тăрăшса ĕçленĕ.
Шкул директорĕн çумĕ А. Ишмейкина вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынисене Хисеп грамотипе чысланă.
Калас пулать, асăннă шкулăн вĕренекенĕсем кашни çулах тĕрлĕ хаçат-журналсенчи конкурссене хастар хутшăнса район чысне çĕклеççĕ. Ачасем малашне те активлă пулма шантарнă.