Пуласлăх çамрăксенчен килет
Иртнĕ шăмат кун, августăн 27-мĕшĕнче, виççĕмĕш хут ĕнтĕ районта “Пуласлăх - пирĕнте” ятпа студентсемпе çамрăксен фестивалĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - пысăк квалификациллĕ çамрăк специалистсене района ĕçлеме килме йыхравласси. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕпе промышленноç предприятийĕсенче специалистсем çителĕксĕр. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Орлов пуçарнипе çакăн пек мероприятие çулсерен ирттерме палăртнă.
Фестивале Уйпуç ял администрацийĕсĕр пуçне пурте хутшăннине палăртмалла. Кашни ял администраци “Ĕнер, паян, ыран” темăпа фотокурав йĕркеленĕ, унта çамрăксемпе студентсен пурнăçĕпе паллашма тÿр килчĕ.
Чи малтанах фестивале пухăннă 100-е яхăн студент Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн, Хусанушкăньпе Çĕн Атикасси тата Мишеркасси шкулĕсен автобусĕсемпе çăкăр заводне çул тытрĕç. Унсăр пуçне делегаци те çак ĕçе хутшăнчĕ, унăн йышĕнче - район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ А.Башкиров, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Сергеева, райадминистрацин информаци пайĕн начальникĕ Ю. Мареева, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн специалисчĕ С. Князькова пулнине палăртмалла. Чăваш телевиденийĕнче вăй хуракансем те фестиваль ĕçне хутшăнчĕç.
Çăкăр заводĕнче В. Кузьмин ертÿçĕ пурне те хапăл туса кĕтсе илчĕ. “Вĕри çăкăр” лавккара кунта хатĕрлекен продукцин куравне йĕркеленĕ, ассортименчĕ пуян темелле. Владимир Семенович пĕлтернĕ тăрăх, çак предприятире ĕçлеме технологсемпе кондитерсем кирлĕ. Çамрăксем тĕрлĕ ыйтупа интересленчĕç.
Унтан яшсемпе хĕрсем “Резон” ТЯО предприятире пулса курчĕç. Кунти ĕçченсем ялсенче асфальт çул сарнисĕр пуçне заказсем йышăнса алăксемпе чÿречесем тăваççĕ. Столярсен цехĕпе паллашнă май, унта тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланни сисĕнчĕ. Калас пулать, кунта йывăçпа ĕçлекенсем кирлĕ иккен. Автосервис та кăмăл тăвакансен ыйтăвĕсене хапăлласах тивĕçтерет.
Кивĕ центрти Шкул паркĕпе музей умĕнче чарăнса тăрсан С. Князькова район çамрăкĕсене историпе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне çамрăксемпе студентсем райпон “Бильярд” залĕнче пулчĕç, унта хитре те хăтлă пулнине палăртрĕç. Чиркĕве кĕрсе курнине те пĕлтермелле. Николай атте яшсемпе хĕр-упраçсене малашне лайăх вĕренме халал пачĕ.
“Янтарь” ТЯО-ра Г. Ильин ертÿçĕ ăшшăн йышăнчĕ. Вăл завод утса тухнă çул-йĕр пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кунта кăларакан продукцие район тулашне те ăсатаççĕ, çакă ытти район çыннисем пирĕн продукцие пахалăх енчен килĕштернине аван кăтартса парать.
Çулçÿрев вĕçленсен студентсен ушкăнĕ делегаципе пĕрле райадминистраци çуртне пухăнчĕ, халăха тĕрлĕ информаципе тивĕçтерекен центрти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кунта 4 компьютер вырнаçтарнă, кăмăл тăвакансем Интранета кĕрсе кирлĕ информаци шыраса тупма пултараççĕ.
Ун хыççăн Хĕрлĕ Чутай çамрăкĕсем, фестиваль программипе килĕшÿллĕн, райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче пухăнчĕç. Чи малтанах хĕрсемпе каччăсем кайăк вĕçĕвĕн çÿллĕшĕнчен ÿкернĕ илемлĕ фильмсем курчĕç. Калас пулать, Сăр тăрăхĕ çинчен тата Хĕрлĕ Чутай пирки фильм пăхни çамрăксемшĕн усăллă иртрĕ, мĕншĕн тесен паха информаци чылай пулчĕ, вĕсем район историйĕ пирки те тĕплĕн пĕлме пултарчĕç.
Унтан А. Башкиров район пуçлăхне В. Орлова сăмах пачĕ.
- Хисеплĕ çамрăксем, студентсем, пулас студентсем! Сире фестиваль иртнĕ ятпа саламлатăп. Виççĕмĕш çул тĕл пулатпăр ĕнтĕ. Малашне те çак йăла ан пăрахăçлантăр.
Çулсерен районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ, тĕрлĕ специальнăç алла илеççĕ. Манăн сире, çамрăксене, тăван района килсе тĕрлĕ отрасльте ĕçлеме чĕнсе калас килет. Эсир вĕренсе тухнă çĕре ĕç вырăнĕсем пулĕç. Акă, районта улшăнусем нумай пулмалла. Спорт комплексĕ, турбаза çитес çулсенче уçăлмалла. Козеин хатĕрлекен цех та хута каймалла. Специалистсем чылай кирлĕ пулĕç. Уйрăмах районта инженерсем, технологсем тата ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ специалистсем çителĕксĕр. Сывлăх сыхлавĕнче врачсем çитменни пăшăрхантарать. Хирург енчен йывăрлăх пур. Калас пулать, эпир района килекен тухтăрсене хваттерпе тивĕçтеретпĕр. Тăваттăшĕнчен пĕри пушă ĕнтĕ.
Хĕрсемпе каччăсем, тĕнче шайĕнчен юлмалла мар. Çĕнĕ технологисемпе меслетсене “шĕкĕлчесе” пысăк квалификациллĕ специалистсем пулса тăван района таврăнасса шансах тăратпăр. Лайăх вĕренĕр, патшалăхшăн усăллă ĕçсем туса парăр. Сирĕн малашлăх çутă та пысăк, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Валерий Гурьевич.
“Пуласлăх - пирĕнте” арка умĕнче мал ĕмĕтлĕ яшсемпе хĕрсене Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул-садра вĕренекенсем кĕтсе илчĕç. Унтан вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Никитин районăн çуллахи чемпионатĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă “Тайфун”, “Динамо” (2 вырăн) тата “Спортинг” (3) футбол командисене чысларĕ. Культура тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ З. Спиридонова Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Е. Васильевпа О. Илюшкинана культура мероприятийĕсенче яланах активлă хутшăннăшăн Хисеп грамотипе пĕрле парне парса чысларĕ, малашнехи студент пурнăçĕнче ăнăçу сунчĕ.
Тĕрлĕ ял администрацийĕсенчи çамрăксемпе студентсем хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарчĕç. Конкурса Чăваш радиора ĕçлекен Эльвирапа Владимир Тимофеевсем ертсе пычĕç. Юлашкинчен çакă паллă пулчĕ. Атнар ял администрацийĕн çамрăкĕсем - “Чи хăюллисем”, штанашсем - “Чи кулăшлисем”, этменсем - “Чи чăнкă çамрăксем”, тралькассисем - “Чи харсăррисем”, хĕрлĕчутайсем - “Пурнăçпа тан пыракансем”, питĕркассисем - “Чи савăнăçлисем”, хусанушкăньсем - “Чи туслисем”, ачкассисемпе пантьăксем - “Чи хастаррисем”.
Фестивале пултаруллă çамрăксен гала-концерчĕ вĕçлерĕ. Çак мероприятие ирттерме В. Аликов предпринимательпе Шупашкарти “Анвей” фирма спонсорла пулăшу панине асăнмалла.