Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кредит чылай социаллĕ ыйтăва татса парать

Юлашки çулсенче пĕтĕм Раççей халăхĕ кредитпа анлăн усă курать. Çакă çынсене тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшать, çавăн пекех ума лартнă тĕллевсене пурнăçласси самаях çăмăлланать. Кредит ыйтăвĕпе кăсăкланнипе тата ун çинчен вулаканăмăра тĕплĕнрех пĕлтерес тĕллевпе Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн Хĕрлĕ Чутайри 4438-мĕш номерлĕ хушма офисне (филиалне) çитсе курма тÿр килчĕ. Унăн заведующийĕ С.В. Секайкина ыйтусене хуравлама хаваспах килĕшрĕ.

- Светлана Валентиновна, кредит илекенсен шучĕ еплерех; Район халăхĕ унпа усă курать-и;

- Çапла, кредит илекенсен шучĕ çулсерен ÿссех пырать. Ку вара Перекет банкĕ ял çыннисене тĕрлĕ социаллă ыйтăва татса пама пулăшнине пĕлтерет.

Пирĕн филиалта кредит енĕпе ĕçлекен ятарлă подразделени пур. Уйрăм çынсене кăçал, паянхи куна, 25 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Ытларах кредита пилĕк çуллăха 19 процентлине илнине палăртмалла. Кун пек кредита хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсем тума илеççĕ.

- Газ кĕртес текенсен те кредит илме май пур-и;

- Калас пулать, 2003-2004 çулсенче ял халăхне хăйсен килĕсене газ кĕртме ятарлă кредит уйăрса панă. Ăна чи пĕчĕк процент ставкипе, 6 процентпа, 5 çуллăха илме пултарчĕç. Çак кредитпа 2005 çулта паянхи куна районти 300-е яхăн çын усă курчĕç. Газ кĕртме кăмăл тăвакансене ку кредита паянхи куна та уйăрса параççĕ.

- Кредит илме пурте пултараççĕ е çук;

- Ăна вун сакăр çула çитнĕ, çитмĕл çул тултарман кашни Раççей гражданинĕ илме пултарать.

- Апла пулсан пенсионерсен те кредитпа усă курма ирĕк пур.

- Çулталăк каялла Перекет банкĕ пенсионерсене ятарлă Пенси кредичĕ сĕнсе аслă ăрури çынсене те кредитсемпе усă курма май туса пачĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тивĕçлĕ канури çынсем кил валли тĕрлĕ тавар е санаторипе курорт путевки туянма, медицина пулăшăвĕшĕн тÿлеме е ытти тĕллевпе Пенси кредитне 16 процентпа илме пултараççĕ. Вĕсен пирĕн пата заявлени-анкета, паспортпа пенси кĕнекин копийĕсене тата пенси илни çинчен справка тăратмалла.

- Чăваш Республикинче “Çамрăк çемье” программа пурнăçа кĕнĕренпе çамрăк мăшăрсем çăмăллатнă кредитпа усă курма пултараççĕ. Çак енпе пирĕн районта мĕнлерех-ши;

- Республикăри “Çамрăк çемье” программăпа килĕ­шÿллĕн мăшăрланнă çамрăксем çурт-йĕр тума е хваттер туянма кредит илме пултараççĕ. Пирĕн районта та çак программа пурнăçа кĕнĕренпе 14 çамрăк çемье 3 миллион тенке яхăн кредит илсе хăйсене валли  хваттер туянчĕç е строительство ĕçĕсене пуçăнчĕç. Уйрăмăн çакна палăртмалла: çамрăк çемьесем асăннă программăпа килĕшÿллĕн илекен кредит суммин чи пысăк виçи хваттерсем илме е çурт-йĕр тума паракан ахаль кредит сумминчен 1,5 - 2,3 хут пысăкрах. Вĕсен ставки те самай пĕчĕк: пĕрремĕш 3 çуллăха - çулталăкне 5 процент, унтан кредит договорĕ вĕçлениччен - çулталăкне 10 процент. Çакна та палăртса хăвармалла: çемьери мăшăрсем аслă пĕлÿллĕ тата ялта виçĕ çултан кая мар ĕçленĕ пулсан вĕсене асăннă программăпа килĕшÿллĕн процентсăр кредит пама пултараççĕ.

- Светлана Валентиновна, тата мĕнле йышши кредитсемпе усă курма май пур;

- Çавăн пекех çамрăксене те вĕреннĕшĕн тÿлеме кредит паратпăр. Кăна  Вĕрентÿ кредичĕ тетпĕр. Ăна  ашшĕ-амăшĕн вăтам ĕç укçинчен шутласа паратпăр, вĕреннĕшĕн тÿлемелли укçан 90 процентне илме пулать,  10 процентне вара ашшĕ-амăшĕн хăйсен тÿлеме тивет.

Ку кредита илме банка вĕренме кĕни çинчен çирĕплетекен хут (договор) тăратмалла. Вĕрентÿ кредитне 11 çуллăха параççĕ. Малтанхи 5 çул вĕреннĕ вăхăтра процентне кăна тÿлеме пулать, вĕренсе тухсан илнĕ укçана кашни уйăхра пĕрешкел тÿлесе пымалла. Пĕрремĕш çулĕнче кредит линине çак мелпе уçсан, кашни çулах ăна тăсса кăна пыма пулать. Çакна тума кашни çул вĕренни çинчен справка тата договор кирлĕ пулĕ. Ставки 18 процент пулнине палăртмалла.

Перекет банкĕ нумай çулсем кредитпа усă курнă, ăна яланах вăхăтра тÿлесе пынисене шанса паракан кредитпа (Доверительнăй) тивĕçтерет. Ку ыттисенчен илĕртÿллĕрех кредит, мĕншĕн тесен салук е поручитель кирлĕ мар, документсене панă кунах е тепĕр кун 16 процентпа кредит илме пулать.

Çавăн пекех 15 çуллăха кил-çурт тума е хваттер туянма 18 процентлине, автотранспорт илме (Автокредит) 1,5 е 3 тата 5 çуллăха, унсăр пуçне  пĕр харăс тÿлесе татмалли кредит - пĕр çуллăха паратпăр. Кредитсен кирлĕ тĕсне суйлама вара пирĕн пата килсе консультаци илме пулать.

Филиал предприятисемпе организацисене те кредит парса пулăшать. Пирĕн ял хуçалăх районĕ пулнă май, ытларах ял хуçалăх предприятийĕсем тĕрлĕ техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата им-çамсем туянма кредит илеççĕ. Паянхи кун тĕлне эпир вĕсене 10 миллион тенке яхăн кредит уйăрса панă.

- Районта хушма офисăн 4 филиалĕ пурри паллă. Вĕсем те ял халăхне кредитпа тивĕçтереççĕ-и;

- Мучикассинчи, Пантьăкри, Кив Атикассинчи тата Атнарти филиалсенче пĕрер çын тимлет. Вĕсем çынсене консультаци параççĕ тата тĕрлĕ тÿлевсене (коммуналлă, ссуда, кредит) йышăнаççĕ.

- Калаçушăн тавтапуç, Светлана Валентиновна. Вулаканăмăра çак паха информаци усăллă пуласса шанас килет.



"Пирěн пурнăç"
27 августа 2005
00:00
Поделиться