Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тăлăхсене те ашшĕ-амăшĕ кирлĕ

“Ачаллă пулма ăс кирлĕ мар, ача пăхса ÿстерме ăс-тăн, тÿсĕмлĕх кирлĕ”, - тенĕ авалах ваттисем. Ахальтен каланă сăмахсем мар кусем, пурнăç ÿкерчĕкĕсем. Халăх ĕçкĕпе аташнине кашни утăмра куратпăр. Çавна пулах çемьесем арканаççĕ, ача-пăча нушаланать... Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех ачасем тăлăххăн ÿсеççĕ. Кунта ачасем айăплă мар. Вĕсене ыттисенчен кая мар тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани илме пулăшассипе , çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлессипе опекăпа попечительство органĕ тимлет. Унăн тĕп специалисчĕ Р.И. Мясникова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем йывăр лару-тăруллă çемьесене тупса палăртаççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе, унти ачасемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, кирлĕ пулсан çирĕп мерăсем те йышăнаççĕ.

Аслисем ачасен пуласлăхĕшĕн яваплă пулнине кашни пĕлет. Анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ “çуттипе” туслашнă хыççăн чун тĕп­ренчĕкĕ çине алă сулнă темелле, вĕсене ача мĕнпе тăранса пурăнни, мĕн тăхăнни пачах та хумхантармасть. Çавăн пеккисемпе вара “кĕрешме” тивет.

- Тин çеç ураланма пуçланăскерсене ÿсĕр ашшĕ-амăшĕн аллинче курма питех те йывăр. Чуна хытарсах ачана амăшĕнчен хăтарма тивет. Кăçал йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчи  ашшĕ-амăшĕсене 9-не хăйсен прависĕр хăварнă. Ачисене интернатсене, тăванĕсем патне, ытти çемьесене вырнаçтарнă. Ырă чунлисем, тăлăх туратсене çемье ăшшине парнелес тĕллевлисем те пур.

Сăмах май, районти опекăпа попечительство органĕн хÿттинче тата усрава илнĕ çемьесенче пурĕ 80 ача пурăнать. Вĕсенчен 3-шне интернат-  шкула вырнаçтарнă, 17 ачана тăванĕсем е урăх çемье хăйсем патне илнĕ. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе çула çитмен 21 ача 14 çемьере ашшĕ-амăшĕллĕ пулчĕç. Кил ăшшине парнелеме тĕллев лартнă мăшăрсене пур енлĕн тĕпченĕ, вĕсен çемьери лару-тăрăвне пăхса тухнă. Мĕншĕн тесен тин çеç илсе килнĕ чун тĕпренчĕке тĕрĕс воспитани парас тата туллин аталантарас тесен пурăнмалли пур услови пулмалла. Енчен те ача усрава илес текенсем эрехпе иртĕхеççĕ е суд тенкелĕ çинче ларнă пулсан, вĕсене пепке шанса памаççĕ. Укçашăн çеç ача усрава илме кирлĕ мар. Ача чунĕпе выляма юрамасть, йăлăхтарсан кăларса ывăтмалли япала мар вăл.

Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Тăван ашшĕ-амăшĕшĕн хăй ачи ытлашши пулнă пулсан, теприсем чун ăшшине ют ачана пама хатĕр. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Е. Аргандейкинана, Владимирпа Лидия Кагайкинсене, Надеждапа Юрий Хохловсене тата ыттисене те ырăпа асăнас килет. Вĕсем ачасен хуйхине чĕре патне илсе, вĕсен шăпишĕн хурланса ашшĕ-амăш ăшшине, чун юратăвне пĕчĕкскерсене парнелеççĕ. Ачасем те çĕнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе кăмăллă.

Эпир ача усрава панă çемьесене кайсах çÿрет­пĕр, вĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Тĕпренчĕксем мĕнле ÿссе аталаннине, вĕсем çине тимлĕх мĕнле уйăрнине сăнатпăр, - терĕ районти опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ.

Шел те, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесен йышĕ ÿссе пырать. Районĕпе вĕсем пурĕ 89 çемье, вĕсенче 200 ача нушаланать. Кун пек çемьесенче килĕшÿÿ, юрату, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни çукрах. Ĕçке ернипех-çке вĕсем ниçта та ĕçлемеççĕ, ачисене те тивĕçлĕ воспитани параймаççĕ. Акă, Хирлÿкассинче пурăнакан Кошмалевсене илер. Çемье пуçлăхĕ “кирпĕч шутлать”, хĕрарăм - ĕçкĕре, 3 ачи унта-кунта ĕçлекелесе тăранса пурăнать. Ашшĕ-амăш тивĕçне пурнăçламаншăн вĕсене хăйсен прависĕр хăварнă. Мĕн кĕтет ачасене малашлăхра; Çавăн пек тĕслĕх­сем татах та илсе кăтартма пулать.

Юрать-ха, ют ачашăн чун ăшшине пама хатĕр çемьесем пур. Анчах шута илесчĕ: ачана кам çуратнă,  çавах пăхтăр. Тăван амăшĕ пек чи лайăххи, чи хитри, ăна ăнланаканни урăх никам та çук. Хĕрарăм, ăнлансам та хĕрхенсем тăван тĕпренчĕкне.



"Пирěн пурнăç"
24 августа 2005
00:00
Поделиться