Хисеплĕ ята тивĕçнĕ
Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксене райадминистрацин пуçлăхĕ В.Г. Орлов кашни çулах Çамрăксен премийĕн лауреачĕ ят парса чысланине палăртма кăмăллă. Малашлăхпа экономика аталанăвĕ еплерех пуласси паянхи çамрăксенчен нумай килет-çке-ха. Çавăнпа ĕнтĕ район пуçлăхĕ çамрăксене хавхалантарсах тăрать, вĕсен ыйтăвĕсене татса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Кăçал çак хисеплĕ ята тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан 9 çамрăк илме тивĕçнине райхаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕлтернĕччĕ. Паян вара, хисеплĕ вулаканăмăрсем, сывлăх сыхлавĕнче тимлекен çÿлерех асăннă хисеплĕ ята тивĕçме пултарнă райпедиатрпа Е.В. МАТВЕЕВАПА тĕплĕнрех паллаштарас килет.
Елена Владимировна Матвеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Кадакова) 1978 çулхи юпа уйăхĕнче Турхан ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вара Чутайрах иртнĕ. Хĕр ача садне те, шкула та кунтах çÿренĕ.
Хĕр-упраç шкулта вĕреннĕ чухнех биологи, физика, ют çĕршывсен чĕлхи предметсене кăмăлланă. Çавăнпах пулĕ Елена сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ пулас тĕллев лартнă. Сăмах май, аслă классенче вĕсен класс ертÿçи пулса ют чĕлхесене вĕрентекен З.П. Ямброськина пулнă, ачасем асăннă предмета юратнишĕн, паллах, унăн тÿпи пысăк.
Вун пĕрмĕш класра ăс пухнă вăхăтрах Елена вĕренме кĕме çăмăлрах пултăр тесе Шупашкара хатĕрлев курсĕсене çÿренĕ. Çапла вара экзаменсене ăнăçлă тытса 1995 çулта Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи медицина институчĕн педиатри факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Ултă çул хушши сывлăх сыхлавĕн вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлченĕ, пĕлĕвне тарăнлатма та анлăлатма тăрăшнă. Практика ирттерме вара Елена Владимировна кашнинчех райбольницăна килнĕ. Алла диплом илнĕ хĕр пĕр çул хушши интернатура кунтах ирттернĕ, юлашкинчен педиатр сертификатне илнĕ. Çамрăк специалист тăван районтах юлма килĕшни савăнтарать, çакă патриотизмла туйăм малтисен ретĕнче пулнине аванах çирĕплетсе парать. Чи малтанах Елена Владимировна район центрĕн участок педиатрĕнче тăрăшать, 2004 çулхи октябрьтен вара - райпедиатр.
Е.В.Матвеева хăйĕн телейне Турхан ялĕнчех тупнă, Иван Ильичпа пĕр çемьене чăмăртанса çут тĕнчене хĕр парнеленĕ. Халĕ Диана çулталăкран кăна иртнĕ-ха. Апла пулин те, Елена Владимировна иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнчен тытăнса, районта педиатр çителĕксĕр пулнипе, ĕçлеме пуçланă. Пĕчĕк хĕре кукамăшĕ юратсах ÿстерме пулăшать. Çакна та каламалла, çамрăк мăшăр кăçал çĕнĕ çурт çĕклессишĕн тăрăшать. Шалти ĕçсем кăна юлнă-ха. Мăшăрсем пуласлăх пирки шухăшлани куç кĕрет.
Çамрăк специалист пĕчĕк ачасем вилнĕ тĕслĕхсем сахалрах пулччăр тесе тăрăшать. Калас пулать, пĕлтĕр 4 пĕчĕк ачан пурнăçĕ татăлнă, кăçал çакăн пек тĕслĕх хальлĕхе çук, ан та пултăр.
- Ачасем сахал çурални пăшăрхантарать. Çуралсан та пепкесем ытларах ĕçкĕпе иртĕхекен çемьесенче кун çути кураççĕ. Йывăр çемьесене пирĕн час-часах тухса çÿреме тивет.
Кăçал ытларах ача сачĕсене çÿрекен 3-4 çулхи ачасем ветрянка (ветряная оспа) тата краснуха (хĕрлĕ шатра) чирĕсемпе чирлерĕç. Гастрит, чĕре, пÿре аптăратнипе нумай ача учетра тăрать. Инвалид ачасем те сахал мар. Кăçал хальлĕхе ун пеккисем 47-ĕн, пĕлтĕр пĕр ача сахалрах пулнă.
Çакна та асăнмалла. Ача çуралсанах ашшĕ-амăшне 2 çул хушши ача-пăча апачĕпе (смесь, пăтă) тивĕçтеретпĕр. Анчах та ку енĕпе пăшăрхантараканни те пур. Ача амăшĕсем пепкисене кăкăр сĕчĕпе мар, искусствăлла майпа апатлантарма тăрăшаççĕ.
Райбольницăн тĕп врачĕ В.П.Ульянов тăрăшнипе ача 3 çула çитиччен ашшĕ-амăшĕсем эмельсем тÿлевсĕрех илме пултараççĕ. Ку, паллах, питĕ лайăх, - пĕлтерчĕ Елена Владимировна.
Кашни уйăхрах Е.В. Матвеева республикăри педиатрсен обществине хутшăнать, унта çĕнĕ препаратсемпе, çĕнĕ сиплев тата диагностика меслечĕсемпе паллашса хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатать. Унсăр пуçне нумай çулсем хушши педиатрта тăрăшакан, пуян опыт пухнă Р.И. Манинапа пĕрле канашласа ĕçлени çамрăка çăмăллăх кÿрет, малашне те ача-пăча сывлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хистет.
Çамрăк специалиста малашне те ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума, районти ачасен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшма иксĕлми вăй-хăват сунас килет, çутă ĕмĕтсем пурнăçланччăр, пысăк утăмсемпе малалла каймалла пултăр.