Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ

Турă чăваш хĕрарăмне ĕçченлĕхпе сăпайлăхне, тÿсĕмлĕхне пĕлсех парнеленĕ. Вăл ик алла ĕç тытсан нихăçан та ывăнтăм тесе каламасть, вăй-хал чакнине пăхмасăр шав малалла ăнтăлать, йывăр ĕçшĕн ытларах тÿлеме те ыйтмасть...

Уйрăмах эпĕ фермăра ĕçлекен хĕрарăмсен паттăрлăхĕнчен, ÿркенменлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Çирĕм-вăтăр çул хушши пĕр улшăнмасăр, хĕлле те, çулла та ураран резина атă хывмасăр, тислĕк хырса, выльăх апачĕ хатĕрлесе фермăра тăрăшни  паттăрлăх мар-и; Мĕн чухлĕ чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх кирлĕ çынна çапла пурăнма.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕл-сакăр вуннăмĕш çулĕсенче районта Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан Мелания Ивановна Мурайкина дояркăна ырăпа асăннă. Вăл сĕт сăвассипе районта пĕрре кăна мар малтисен ретĕнче пулнă. Ахальтен мар ăна 1981 çулхи планпа социализмла тивĕçсене пурнăçлас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш обкомĕпе Министрсен Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Пултаруллă дояркăна ял халăхĕ район Пухăвĕн депутачĕ пулма та шаннă. 1986 çулта ăна ĕçри тăрăшулăхшăн, ĕне выльăхран сĕт илессине ÿстерес тĕлĕшпе тунă ÿсĕм­семшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă. Ĕçне пысăка хурса хаклани чăваш хĕрарăмĕн чунĕнче паянхи кун та ырă туйăм çуратать.

Пурнăç урапи малаллах шăвать. Акă, Мелания Ивановна 70 çултан иртрĕ. Çав тапхăрта вара кулянмалли, савăнмалли сахал мар пулнă. Чăтнă чăваш хĕрарăмĕ, йывăрлăха парăнман, яланах ыррине шанса малалла талпăннă.

М.И.Мурайкина (хĕр чухнехи хушамачĕ Хораськина) Мăн Хăмаркка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 5 ача (4 хĕрпе 1 ывăл) пулнă. Мелания аппа - чи асли. Паллă ĕнтĕ, асли çине йывăрлăхĕ те ытларах тиенет. Çемьене пулăшу кÿрес тесе ирех ĕçе кÿлĕннĕ, аслисемпе танах уй-хирте тăрăшнă. Шуçăмлах ĕçе пикеннĕ, ыйхă мĕнне те пĕлмен.

- Пĕр самант асран тухмасть. Ялта çичĕ класлă пĕлÿ илсен аттен йăмăкĕ çамрăк хĕрсене, çав шутран мана та, укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе, паллах, Мари Республикине хыр вăрманне сухăр юхтарма илсе кайрĕ. Çуркунне ялтан тухса каяттăмăр та хура кĕркуннеччен йывăр ĕçре тăрăшса ĕçлеттĕмĕр. Выçăллă-тутăллă пурнăçа, шăрăхпа сивве - пурне те чăтса ирттертĕмĕр, - аса илчĕ ветеран.

18 çул тултарсан ĕçчен хĕре Тури Çĕрпÿкасси каччи куç хывнă. Ара, йăли-йĕрки çавăн пек-çке - хĕрсен качча каймалла, ывăлсен - авланмалла. Мелания Ивановна Николай Мурайкинпа пĕр çемьене чăмăртанаççĕ.

50-мĕш çулсенче шанăçлă ĕç çукран çамрăксен тĕрлĕ облаçсене çÿрес юхăм вăйлă пулнă. Мурайкинсене те пысăкрах, хăтлăрах çурт лартас шухăш канăç паман. Пуçланать вара “тĕнче касса” çÿресси - Волгоград, Саратов тăрăх. Унтан яла таврăнаççĕ те хăтлă çурт çĕклеççĕ, ача-пăча çуратса ÿстереççĕ - 3 хĕр те 1 ывăл. Мелания аппа фермăра доярка пулса тимлет, мăшăрĕ - тăван колхозра тĕрлĕ ĕçсенче.

Ферма ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Халĕ фермăсенче ĕне сăвассине аппарат вăйĕпе йĕркеленĕ. Мелания Ивановна ĕçленĕ çулсенче сĕт сăвасси алăпах пулнă.

- Ирхи кăвак шуçăмла фермăна тухса утаттăмăр. Унта вара ĕç-пуçĕ мăй таранах. Ушкăнри кашни выльăхшăн тăрăшса ĕçлесе, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа. Ĕçе ăçтан пуçласа мĕнрен вĕçлемеллине кашни доярка пĕлсе тăратчĕ. Чи кирли - выльăх-чĕрлĕх патĕнче наука хушнă пек ĕçлемелле. Доярка сĕт сăвассишĕн çеç мар, пăру ытларах илессишĕн те вăй хурать. Эпир çамрăк пăрусене ачана пăхнă пек пăхса ÿстернĕ. Çапла, выльăхсемпе те кăмăллă пулмалла, лайăх тăрантармалла. Кун пек чухне хăйсем те пăхакан умĕнче парăмра юлмаççĕ.

Ĕмĕрĕм фермăра иртрĕ. Ачасене тав, вĕсем те лăш курмасăр мана пулăшса тăчĕç. Йывăр ĕç тесе пăрăнса утман эпир. Юратнă ĕçĕм мана вăй-хал парса пычĕ, - терĕ вăл.

Çитĕнĕве, епле пулсан та, пĕччен тăваймăн. Хăйĕн пысăк мар коллективне тивĕçлипех хаклать Мелания аппа, вĕсен ячĕсене ырăпа асăнать. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те дояркăрах ĕçлеççĕ-ха, кăтартăвĕсем савăнтараççĕ.

Сăмах май, Тури Çĕр­пÿкассинчи ĕне фермин ÿсĕмĕсем М. Мурайкина ĕçленĕ вăхăтра та пысăк пулнă, хальхи вăхăтра та “Аккозинский” хуçалăх сĕт сăвассипе малтисен ретĕнче. Вĕсен çитĕнĕвĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Çакă дояркăра паха опыт пухнă çынсем ĕçе чунпа парăнса тăрăшнинчен нумай килет.

Халĕ хисеплĕ ветеран тивĕçлĕ канура. Ачисем ÿссе çитсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Вăл хăй ывăлĕн çемйипе, мăнукĕсемпе тату та тулăх пурнăçпа пурăнать. Эпир ăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, тулли телей сунатпăр.



"Пирěн пурнăç"
20 августа 2005
00:00
Поделиться