Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çынна чун апачĕ те кирлĕ

Паянхи пурнăç ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă та культурăллă ирттерме, вĕсен тавра курăмне ÿстерсе пыма хистет. Çавăнпа культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен халăхпа ĕçлемелле.

Хватукассинчи Культура çуртĕнче тăрăшакан Н. Охливанкина шăпах мероприятисене çамрăксемпе пĕрле ялти ватăсене те хастар хутшăнтарать.

- Клуб заведующийĕ пулса 1 çул кăна ĕçлетĕп. Ĕçе пуçăнсан тÿрех ялти çамрăксемпе, шкул ачисемпе, ялти ватăсемпе ĕçлеме тĕллев лартрăм. Вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тесе тĕрлĕрен мероприятисем, вăйăсем, конкурссем ирттеретĕп. Ялти ватăсем те хастарлăх кăтартаççĕ. Çакă татах та савăнтарать. Вĕсем çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, - тет Нина Викторовна Охливанкина.

Сăмах май, паянхи çамрăксен аслă ăрури çынсенчен вĕренмелли чылай. Вĕсем хура-шурне хăйсен ĕмĕрĕнче пайтах курнă, çапах та парăнман, тар тухиччен ĕçленĕ, хыççăн канма та пĕлнĕ. Акă, А. Романова пенсионеркăна илер. Вăл - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Хĕрĕх çула яхăн пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Çамрăклах юрра-ташша ăста пулнă. Унăн пултарулăхĕ халĕ те иксĕлми.

- Нина Викторовна ялти клуб заведующийĕнче ĕçлеме тытăннăранпа унта юрлама çÿретĕп. Кĕçех 76 çул тултаратăп, анчах чун çав-çавах юрлать. Килте пĕччен пурăннăран-ши, тунсăх пусасран та пĕр май юрлатăп. Чĕре чирĕ хытах аптратать. Çавăнпа мана тухтăр та юрă хăйне май эмел тесе лăплантарать. Çул çинче те, ĕçленĕ чухне те, çывăрма выртсан та, ир куçа уçсан та ăшра пĕр çаврăм юрласа илетĕп. Çакă мана пурнăçра вăй парса тăрать, - тет ялти пултаруллă ватă.

Р. Шаронова пенсионерка пирки те çавнах каламалла. Вăл 60 çула çитсе пырать. Юрă-ташăпа ачаранпах интересленет, тĕрлеме ăста. Кичемлĕхе сирес тесе ялта иртекен культурăллă мероприятисене хутшăнать.

Акă, Хватукассинче пурăнакан ватăсенчен йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕ кăçал районта иртнĕ «Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем» фестивале активлă хутшăннă, хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă. А. Романова вара, пĕччен юрлакансем хушшинче, малти вырăна çĕнсе илнĕ.

Çуллахи ырă, илемлĕ кунсем тăнă май, нумаях пулмасть Хватукассинче  «Мана чечексем йăл! кулаççĕ» темăпа уяв иртнĕ.  Уявра А. Романовапа Р. Шаронова та, ытти ватăсем те пысăк хастарлăх кăтартнă.

Çакăн пек пултаруллă çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем ниçта та пуç усмаççĕ, пур ĕçре те маттур, чун-чĕре вăй-халĕпе, чире парăнмасăр ĕçлеççĕ те, юрлаççĕ те. Чун апачĕ ваттине те, яшшине те кирлĕ.



"Пирěн пурнăç"
17 августа 2005
00:00
Поделиться