Ветерансем канашлаççĕ
Августăн 10-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районти ветерансен канашлăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В. Орлов, социаллă хÿтлĕхпе культура пайĕсен начальникĕсем, районти больницăн тĕп врачĕ, ял администрацийĕсен ертÿçисем, ветерансем хутшăнчĕç.
Районти ветерансен Канашĕн председателĕ В. Немешкин кун йĕркипе паллаштарчĕ, район администрацийĕн пуçлăхне В. Орлова сăмах пачĕ. Валерий Гурьевич районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн юлашки ултă уйăх хушшинчи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ, малашлăх тĕллевĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Вăл район администрацийĕ районта ĕçлесе пурăнакансем, çамрăксем валли ĕçлеме, вĕренме, канма пур условисем те туса пама тăрăшнине пĕлтерчĕ. Кăçалхи вырма ĕçĕсем еплерех пыни пирки те асăнчĕ, йывăр лару-тăрури хуçалăхсене палăртрĕ, ăнса пулнă тыр-пула вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Паллах, ветерансен ыйтăвĕсем çине хуравсем те пачĕ.
Сăмах май, Шупашкарта ветерансем валли сывлăха çирĕплетмелли госпиталь ĕçлет. Районти больницăн тĕп врачĕ В. Ульянов унта сипленме кайма 2 путевка пурри çинчен хыпарларĕ. Çавăн пекех ветерансем хăйсем валли ятарлă лавкка уçса пама ыйтаççĕ. Валерий Гурьевич вĕсен ыйтăвне кĕске вăхăтра татса пама шантарчĕ.
В. Немешкин ватă çынсен шучĕ çулран-çул чакса пынине пĕлтерчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ, Канаш ĕçне хутшăнакансем те сахаллансах пыраççĕ: ватăсем чирлеççĕ, çаврăнăçулăхĕ те чакать тата ытти те. Владимир Иванович ветерансен Канашĕн пленумĕн членĕсене çĕнетес ыйтăва хускатрĕ, ĕçе çамрăкрах, активлăрах çынсене ытларах явăçтармаллине пĕлтерчĕ.
В. Немешкин республикăри ветерансен организацийĕсем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалланă смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Районти ветерансен Канашĕ çак смотр-конкурса активлă хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарни çинчен савăнса пĕлтерчĕ, ветерансене тав турĕ. Çавăн пекех Владимир Иванович аслă ăру çыннисене кулленхи пурнăçра пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕ, ветерансене çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе активлă хутшăнма, вĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеме чĕнсе каларĕ, “Ветеран” хаçата районта мĕнле çырăнса илнипе паллаштарчĕ. Çакăнта районти Ветерансен çурчĕсенче асăннă хаçата пĕр ватă та вуламанни палăрчĕ.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ З. Волкова “Ветерансем çинчен” саккун пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе кĕскен паллаштарчĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем аслă ăру çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пыма тăрăшнине пĕлтерчĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти вăрман хуçалăхĕн ертÿçи В. Савинкин Патшалăх Канашĕ ватăсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тăрăшса ĕçлени çинчен каларĕ.
Пленум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Орлов пĕтĕмлетрĕ. Вăл район экономикин çирĕп никĕсне хывнă, унăн культурипе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн чуна парса тăрăшнă хисеплĕ вăрçă паттăрĕсене (пурĕ 9 çынна) райадминистрацин Хисеп грамотине тата “Астăвăм” кĕнеке парса чыс турĕ, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.