Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Туктамăш ялне 455 çул

Район центрĕнчен инçех те мар вырнаçнă Туктамăш ялĕ пуçланса кайнăранпа кăçал 455 çул çитнĕ. Иртнĕ шăмат кун вара туктамăшсем çакна тĕпе хурса ял уявне ирттерчĕç. Калас пулать, Туктамăш - районти пысăк ялсенчен пĕри. Паянхи куна кунта 470 кил хуçалăх шутланать, вĕсенче пурĕ 1119 çын пурăнать. 245 килте çут çанталăк газĕпе усă курнине те палăртмалла.

Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн пуçлăхĕ В. Романов уяв программипе паллаштарнă хыççăн сцена çине сумлă та хисеплĕ хăнасене чĕнчĕ. Вĕсене ял старости, кунти тĕслĕх библиотекăн заведующийĕ Л. Деведерова çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.

Чи малтанах туктамăшсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Орлов саламларĕ. Вăл ял уявне çулсерен ирттерни, кунта ÿснĕ çынсем тăван кĕтесе таврăнса тус-тăвансемпе тĕл пулма пултарни, çамрăклăха аса илни паха пулнине палăртрĕ.

- Туктамăш ялĕ 455 çул тултарчĕ, унăн малашлăхĕ ÿссех пытăр. Паллă çынсем нумай пулни те савăнтарать, вĕсем çулсерен йышланччăр.

Малашне Ачкассипе Шулю ялĕсемпе сире асфальт çулпа çыхăнтарасшăн, часах кĕпер пулĕ. Сиртен вара сăпайлă та тирпейлĕ пулни кирлĕ.

Калас пулать, 50 çул хушшинче ялти шкула 400 ача таран сахалрах  çÿреме пуçланă. Кунта пуçламăш шкул çеç тăрса юлас хăрушлăх пур. Ашшĕ-амăшĕсенчен нумайăшĕ ачисене Хĕрлĕ Чутай гимназине çÿретесшĕн. Çакăн пек пысăк ялта шкул кирлех пек туйăнать, анчах та пĕтĕмпех сиртен килет.

Паянхи савăнăçлă кун сирĕн ентеш, Чăваш Правительствин членĕ В. Борисов Н. Михайловапа çемье çавăрать. Ăна паян сирĕн ятпа саламлама ирĕк парсамăр. Тепĕр хут, туктамăшсем, сире саламлатăп, эпир сире пулăшса тăрăпăр, эсир вара яланах пĕрле кар тăрса ĕçлĕр, - терĕ Валерий Гурьевич.

Унтан Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн пуçлăхĕ В. Романов, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ май, вăрçăра пирĕн мирлĕ те çутă пуласлăхшăн çапăçса пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăма чĕнсе каларĕ. Сăмах май, Туктамăшран вăрçă хирне 375-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 182-шĕ тăван киле таврăнайман.

Çак ялта çуралса ÿснĕ çынсем те сăмах илчĕç. Акă, Шупашкарта пурăнакан Н. Кортунов тăван ял историне тĕпчет. Вăл ял халăхне библиотекăра ăрусем çинчен паха материал пурри çинчен пĕлтерчĕ, унпа паллашма чĕнсе каларĕ, историе пĕлмесен малашлăх çуккине палăртрĕ. Унсăр пуçне В. Агаськин тухса калаçрĕ. Вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çемйипе Чăваш Республикин тĕп хулинче пурăнать, уява чĕннĕшĕн çав тери савăннине пĕлтерчĕ.

Л. Деведерова вара истори çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ, ял-йыша тĕслĕх библиотекине кĕрсе курма йыхравларĕ.

Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисене те асăнмасăр хăварма çук. Вĕсем: О. Трофимова, Л. Тинехпейкина, Е. Секайкина, Ю. Сарин, А. Яковлева. Çакăнтах “Чи тирпейлĕ хуçалăх” - Л. Самылкинан, “Чи лайăх хушма хуçалăх” О. Горбушкинан пулнине палăртрĕç, вĕсем парнене тивĕçрĕç. Çÿлерех асăннă Хисеп грамотисене тивĕçнисене тата конкурс çĕнтерÿçисене “Черепановский” хуçалăхăн ертÿçи В. Волков тырă, улăм тата çăнăх парса пулăшма йышăннă.

Уява чи пĕчĕккисем те хутшăнчĕç. Вĕсене те ял администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Константинович чысламасăр хăвармарĕ. А.Тинехпейкина Богдан ывăлĕпе, Т. Ярылкина Женьăпа, А. Терентьева Даниилпа, унсăр пуçне йĕкĕрешсем те амăшĕсемпе уявра пулчĕç. Вĕсем - Н. Мидакова Динăпа Денис ачисемпе тата Г. Майорова Даша хĕрĕпе тата Даниил ывăлĕпе.

Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Туктамăш кĕрÿшĕ А. Никитин ял каччисем  футболла ăста вылянине палăртрĕ. “Сокол” футбол командин капитанĕ И. Прокопьев Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Унсăр пуçне Туктамăш шкулĕнче нумай çул хушши ял ачисене спортпа туслаштарассишĕн тимленĕ Р. Печникована та манмарĕç, Хисеп грамотипе чысларĕç.

Пухăннă халăх ял ăстисен ĕçĕсемпе интересленсе паллашрĕ. Анчах та темшĕн-çке вĕсем кăçал йышлăн пулмарĕç. Акă, Надежда Тимофеевнапа Петр Федорович Удяковсем ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсен куравне йĕркеленĕ. Е. Секайкина вара хăй ăсталанă япаласемпе кашни çул уява хутшăннине асăнмалла.

Районти Культура  çурчĕ çумĕнчи “Шуçăм” ансамбль пухăннисене  юрăсем парнелерĕ. “Трапай тăхлачи” пулса А. Башкиров халăха савăнтарчĕ. “Тухтăр патĕнче” сценка пурин кăмăлне те кайрĕ. Пултарулăх ăстисем хăйсен юрри-ташшисене халăха чылай парнелерĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те уява пуянлатрĕç.



"Пирěн пурнăç"
10 августа 2005
00:00
Поделиться