Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Фронтовик аса илĕвĕ

Тури Çĕрпÿкасси ялĕнчен Тăван çĕршывăн вăрçине 221 тухса кайнă, 130-ăн каялла таврăннă. Вĕсен йышĕ çулран çул чаксах пырать. Пяанхи кун тĕлне ялта вăрçă участникĕсем иккĕн çеç юлнă. Вĕсенче пĕри – Иван Герасимович Соколов.

И.Соколов 1925 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăватă пĕртăван пулнă вĕсем: Кĕтерин, Василий, Александра. Иван – виççĕмĕшĕ. Ашшĕпе амăшне  ялта хисепленĕ, ачсисем те ятлă-сумлă çынсем пулса ÿснĕ. Кĕтеринпе Александра ĕмĕрех фермăра тăрăшнă. Василий – хисеплĕ механизатор, вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех машинистсемпе  тракторстсен бригадирĕнче ĕçленĕ.

Пĕртăвансенче халĕ Иван Герасимович  кăна пурăнать. Иртнĕ Кун-çулне аса илсе çапларах каласа пачĕ.

-         Ялта тăватă класлă пĕлÿ илсен, эпĕ Пĕрремĕш Хурашашри 7 класлă  шкула çÿренĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăр пулсан та, Канашри финанс техникумне вĕренме кĕтĕм. Пĕтĕм ĕмĕт-шухăша вăрçă татрĕ.

Ялти вăйпитти арçынсем  кашни кун тенĕ пекех вăрçă хирне çул тытрĕç. 1941-1942 çулсенче мана  «Путь Ильича» колхозăн ферма заведующйĕ пулма шанчĕç. 17 çул тултарсан, 1943 çулта, манăн та çар ретне тăма ят тухрĕ. Паянхи кун пек ас тăватăп çак куна. Январĕн 6-мĕшĕнсе ялтан 11 çамрăк тухса кайрăмăр. Анне татăлса йĕнине пула манăн та чун зав тери хурланчĕ. Пире, пулас салтаксене, вăрманта икĕ эрне тытнă хыççăн Уссурийск хулине ăсатрĕç. Эпĕ Раздольнăй çар гарнизонне 182 минометлă полка лекрĕм. Сержантсене хатĕрлекен  курсра 6 уйăх вĕретĕм, хыççăн мана отделени командирĕ туса хучĕç. Мĕн вăрçă пĕтичченех çав хулана тăшманран çирĕп сыхларăмăр, нумай çухату тÿсрĕмĕр. Анчах  тăшман пулли пире хăратăймарĕ.

Çĕнтерÿ кунне те çав хуларах кĕтсе илтĕмĕр. Çар пурнăçĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. 1945 çулхи августăн 8-мĕшĕнче яппун самурайĕсен блиндажĕсене çапса аркатма хушу пачĕç. Кунта та чăн-чăн çапăçусене хутшăнма тÿр килчĕ. Вилĕме хире-хирĕç тăрса   яппунсен чи хаяр полкне çапса аркатрăмăр, Мужен, Муллин, Хартин хулисене ирĕке кăлартăмăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине аса илтерекен орден-медальсем туллиех ветеранăн. Вĕсенчен кашни пĕлтерĕшлĕ.

- Хаяр  вăрçă кĕрлеме чарăннăранпа 60 çул çитрĕ. Эпир Тăван Çĕршыва чыслăн хÿтĕлерĕмĕр, Çĕнтерÿ турăмăрах. Паянхи çамрăксен те çар службинчен пăрăнмалла мар. Салтака кайнă арçын яланах хисепре, - тет вăрçă участникĕ. Эпир Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă паттăр салтака çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

 



"Пирěн пурнăç"
06 августа 2005
00:00
Поделиться