Ăнса пулнă тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртесчĕ
Район уй-хирĕсенче вырма ĕçĕ пуçланчĕ. Августăн 2-мĕшĕнче районти ял хуçалăхĕсен ертÿçисем, агрономĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем «Коминтерн» ЯХПК-на пухăнчĕç. Унта ăнса пулнă тыр-пула вăхăтра пухса кĕртессипе семинар-канашлу пулчĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов та хутшăнчĕ.
Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Орлов уçрĕ. Унтан «Коминтерн» производство кооперативĕн ертÿçи А.Новикова сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Атнарсем малта пыракансен опычĕпе анлă усă кураççĕ . Усси куç умĕнчех. Хуçалăх уй-хиртен тата фермăсенчен сахал мар таса тупăш илет.
Альбина Борисовна кунти лару-тăрупа паллаштарнă вăхăтра «хир карапĕсем» кĕрхи тулă пуссинче çаврăм хыççăн çаврăм турĕç. Хăватлă «Дон-1500», «Нива» комбайнсене (пурĕ тăваттă) И.Пономаревпа В.Чумаков, Б.Алексеев, А.Терушкинпа Г.Трифонов, Ю.Степановпа В.Огоньков тытса пыраççĕ. Тĕшĕленĕ тырăна машинăсемпе О.Сапожниковпа Г. Игушкин, Г.Наумов йĕтем çине турттараççĕ. Вырса çапнă тыр-пула тасаласа типĕтессипе, кĕлете кĕртессипе пысăк бригада тăрăшать. Сăмах май, йĕтем çинче те ĕç шавĕ тăрать.
- Ăнса пулнă тыр-пула тăкаксăр та вăхăтра пухса кĕртме майсем пур, çанталăкĕ çеç чăрмав ан кÿтĕрччĕ, - терĕ А.Новикова. - Хуçалăхăн техника çителĕклĕ. Кăçал çеç тепĕр Дон-1500 комбайн туяннă. Чи кивĕ комбайнĕ те 2001 çулхискер. Вăл тăкаклă ĕçлесе пынăран, ăна çĕнетсе юсанă.
Вырма вăхăтĕнче ĕç дисциплинине çирĕп пăхăнса пыракансене ĕç укçи çумне 30 процент таран хушса тÿлеме палăртнă. Унсăр пуçне тырăпа тата улăмпа тивĕçтереççĕ.
Кăçал хуçалăх 1160 гектар çĕр лаптăкĕ çинче тыр-пул акса хăварнă, вĕсенчен 280-шĕ - кĕрхи культурăсем. Альбина Борисовна пĕлтернĕ тăрăх, тыр-пул тухăçĕ хуçалăхра гектартан 25-28 центнер пулмалла. Кĕлете 2300- 2500 тонна тĕш тырă, чылайрах фураж хывса хăварма палăртнă. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх валли сахал мар апат кирлĕ.
Палăртма кăмăллă, «Коминтерн» ЯХПК-ри сыснасем паян талăкра 500 грамм ÿт хушаççĕ. Ÿсĕмĕ пур. Çавăнпа вĕсен йышне татах та ÿстерме шутлаççĕ кунта. Ку енĕпе ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Кĕçех кунта çĕнĕ сысна ферми хута кайĕ.
Агрегатсем тырă пуссине тухнипе пĕрлех, атнарсен «симĕс ĕççи» те малалла пырать. Кунта траншейăна сенаж хываççĕ (3600 тонна хатĕрленĕ), утă çулса пĕтернĕ, фермăсем çывăхне турттарассипе тимлеççĕ, çав хушăрах çĕртме сухи те тăваççĕ. Кĕрхи культурăсене вара 450-490 гектар çинче акса хăварасшăн. Атнарсем кĕр тыррисене акма 300 гектар çĕр хатĕрленĕ те ĕнтĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли материал енчен те кунта йĕркеллех.
А.Новикова семинар-канашлăва пухăннисене, уйрăмах хуçалăх ертÿçисене, выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илес тесен пăрçа йышши культурăсене акма сĕнчĕ. Вăл ĕне выльăхсене ÿт хуштарать, сăвăма ÿстерет, комбикорм тума та паха апат шутланать. Çавăн пекех Альбина Борисовна çĕр хăйне пăхнине, юратнине тата тыр-пултан тупăш илес тесен вăрлăх пахалăхĕ пирки тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ.
«Хир карапĕсем» пĕр тикĕс ĕçленĕ май, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ А.Краснов сăмах илчĕ. Вăл çитес вăхăтрах районти ытти хуçалăхсем те вырмана тухасси çинчен пĕлтерчĕ, районти пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕпе паллаштарчĕ.
Вырма ирттерме пурĕ 480 тонна топливо, 160 тонна бензин кирлĕ. Ку енĕпе йывăрлăхсем пулаççех. Акă, «Вперед», «Черепановский», «Атменский» хуçалăхсем ку енĕпе йывăр лару-тăрура.
Анатолий Петрович хуçалăх ертÿçисене вырма вăхăтĕнче ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлеме хушса хăварчĕ. Ÿстернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртмелле.
Семинар-канашлăва райадминистрацин пуçлăхĕ В.Орлов пĕтĕмлетрĕ, хуçалăх ертÿçисене малашлăха витĕр курса ĕçлеме, вырма ĕçĕнче пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕртме ăнăçу сунчĕ.