Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Райпон пурлăх никĕсĕ çирĕп

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: кивви манăçа тухать, çĕнни йăлана кĕрет. Уйрăм çынсен предприятийĕсем, магазинĕсем уçăлаççĕ. Вунă-вун пилĕк çул каялла районта суту-илÿ системинче пĕртен-пĕр райпо çеç ĕçленĕ. Юлашки çулсенче вара район центрĕнче çеç мар, ялсенче те вуншар магазин суту-илÿ тăвать. Апла пулин те вĕсем райпон конкуренчĕсемех пулаймаççĕ-ха. Çакă чăн малтанах райпон пурлăх никĕсĕ çирĕп пулнипе, вăл ăна татах та çĕнетсе пынипе, таварсен ассортиментне пуянлатнипе те çыхăннă. Ял çыннисем унти таварсем пахалăхлă пулнипе вĕсене кĕрсе туянма кăмăллаççĕ.

Акă, пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче - хăтлă ресторан, декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Трапай ялĕнче çĕнĕ лавкка хута кайрĕ. Кун пек тĕслĕхсем темиçе те илсе кăтартма пулать. Çакă райпо правленийĕ тупăш илнипе çеç лăпланса ларманнине, ĕçе куллен çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынине пĕлтерет. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салин кунне уявланă кун Кивĕ центрта “Çăкăр” лавкки тата бильярдла выляма кăмăл тăвакансем валли зал уçăлчĕç.

“Çăкăр” лавккине кĕрсен куç-пуç алчăрса каять. Таварсен ассортименчĕ те пуян, куç умĕнчех. Унччен хулара çеç курнă прилавоксем,  витринăсемпе сентресем куçа илĕртеççĕ. “Çăкăр” лавкки илемлĕ сăн кĕртнĕ хыççăн тавар туянакана хăй патне чĕнет. Бильярдла вылямалли зал та тул енчен те, шал енчен те улшăннă. Кунта çамрăксем канма та, сывлăха çирĕплетме те пултарĕç.

Юлашкинчен çакна калас килет. Иртнĕ шăмат кун коопераци ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ пулчĕ. Çак ятпа эпир вĕсене ÿсĕм çулĕпе утса пыма ăнăçу, телей сунатпăр.



"Пирěн пурнăç"
06 июля 2005
00:00
Поделиться