Ăна ырăпа асăнаççĕ
1960-1970 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чи пысăк предприятисенчен пĕри - районти машинăпа-трактор станцийĕ пулнă. Çĕре яхăн тĕрлĕ трактор 14 бригадăна пайланса 28 колхоз уйĕсене сухаласа акнă, тыр-пула пухса кĕртме пулăшнă.
Районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче сывалнă чухне çакăн çинчен аса илсе калаçрĕç ĕç ветеранĕсем. Çав вăхăтра Н. Самсонов 25 çул хушши Ленин ячĕллĕ колхоза ертсе пынă. Г. Артемьев вара МТС-ра 28 çул мастерской ертÿçи пулса ĕçленĕ.Сăмахăм вара манăн Г. Артемьев çинчен пулĕ.
- Эпĕ Хурапыр ялĕнче 1928 çулта ветеринари ĕçченĕн çемйинче çуралнă. Пирĕн ачалăх йывăр вăхăтра иртрĕ. Атте, Федор Кузьмич, вăрçа кайсан икĕ уйăхранах Мускава паттăррăн хÿтĕлесе 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче пуçне хучĕ. Анне, Елена Акимовна, тăватă ачана пĕчченех ура çине тăратрĕ. Манăн çамрăклах колхозра ĕçлеме тиврĕ: суха турăм, тырă акрăм, лашасене пăхрăм. Часах мана Ворошилов ячĕллĕ колхозăн уй-хир бригадирĕ пулма суйларĕç, - аса илчĕ ĕç ветеранĕ.
1947 çулта районтан 12 çамрăк хăйсен ирĕкĕпе Тинĕс Çар флотне службăна кайнă. Вĕсем шутĕнче - Г. Артемьев та. Балти флочĕн Максим Горький ячĕллĕ крейсер тата “Смотрящий” эсминец çинче 5 çул çурă хушши службăра тăнă, старшина званине тивĕçнĕ.
Службăран таврăнсан икĕ çул хушши Прокопьевск хулинчи шахтăра ĕçленĕ.
1954 çулта Г. Артемьев районти МТС-а тракториста вĕренес кăмăлпа пырать. Ун директорĕ А. Шорников çамрăка Канашри ял хуçалăх механизаци шкулне трактор бригадин бригадирне вĕренме кайма сĕнет. Тепĕр çултан вăл 13-мĕш трактор бригадине ертсе пыма тытăнать, районти “Сталь” тата “Маяк” колхозсене тыр-пул ÿстерме пулăшать.
1959 çулта Г. Артемьев юсавпа техника станцин мелиоративлă бригадин бригадирĕн пулăшаканĕ, контролер-механик пулса ĕçлет, 1960 çултанпа мастерской заведующийĕнче вăй хурать. Кунта унăн организаторла пултарулăхĕ пысăк пулни палăрать. Ĕçленĕ хушăрах вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерет. Часах юсавпа техника станцин мастерскойне ырăпа асăнма тытăнаççĕ. Кунта колхозсенчи тракторсене, ял хуçалăх машинисене, автомашинăсене тĕпрен юсама тытăнаççĕ.
Г. Артемьев пуçарнипе мастерской çĕнĕ йышши токарь, фрезер, шлифлакан станоксемпе пуянланать. Кунтах трактор рамисем тăвакан цех тата гидроцех ĕçлеме тытăнать. Çакăнтах моторсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслемелли стенд, пысăк пресс хута каяççĕ.
Районти юсавпа техника станцийĕн ырă ячĕ республика тулашне сарăлать. Тутар, Мордва, Мари Республикисенчен, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчен трактор рамисем туянма килеççĕ. Рамăсем тăвакан цех икĕ сменăпа ĕçлеме пуçлать. Куллен кунтан пĕр трактор тĕп юсавран тухма тытăнать. Мастерской ĕçченĕсен ăсталăхĕ ÿссе пырать, рационализаторсен йышĕ хушăнать. Юсав техникин станцийĕ районти хуçалăхсемшĕн кадрсем хатĕрлекен центр пулса тăрать: кунта токарьсене, электросварщиксене, слесарьсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Вăл çулсеренех производство планĕсене ирттерсе тултарать, рабочисен шучĕ 200-е яхăн ÿсет.
Юсав мастерскойне Гурий Федорович 28 çул ертсе пырать. Механизаторсем пысăк опытлă ертÿçĕрен нумай вĕренеççĕ, унтан ырă тĕслĕх илеççĕ. Хăйне тытма, механизаторсен ĕçне хаклама, вĕсене яланах пулăшма хатĕр пулнипе хисепе, пысăк чыса тивĕçлĕ ертÿçĕ пулнă Г. Артемьев.
Районти пысăк авторитетлă 77 çулхи çыннăн сывлăхĕ кăшт хавшанă пулин те хăйне патвар, тирпейлĕ тытать.