Телейне ачасенче тупнă
Хăйсен çулне кура мар вăр-вар, ларма-тăма пĕлмен, çивĕч чĕреллĕ çынсене сахал мар пĕлетĕп. Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче пурăнакан Ираида Васильевна Осипова пирки те çавнах каламалла. Пĕрисем, акă, 50-55 çулсенчех кукăрăлса-пĕкĕрĕлсе ларнă, аран çÿрекелеççĕ, ватлăх ытамне лекрĕм тесе килĕшсе лараççĕ, пурăнаççĕ. Ира аппана пĕлмен-курман çын вăл 65 çула çитнине ĕненмест. Сăнанă тăрăх, хаваслă, ырă кăмăллă çынсем пур çĕре те çитме-ĕлкĕрме тăрăшаççĕ, пурнăçпа чунтан киленеççĕ, ыттисемшĕн сăваплă ĕç тума тăрăшаççĕ, ачи-пăчишĕн çунса тăраççĕ. Ку çеç-и, кирек епле ĕçе тытăнсан та вĕсен ăнăçать. Шăпах çавăн йышшисен шутне кĕртес килет И. Осипована.
Вăл утса тухнă кун-çул, паллах, тикĕс килмен. Хушăран тумхахĕсем те такăнтарнă. Анчах вĕри чĕреллĕ чăваш хĕрарăмĕ пуç усман, йывăрлăхсене парăнтарса малалла ăнтăлнă: ырми-канми ĕçленĕ, ача-пăча çуратса ÿстернĕ, ял çыннисен хисепне тивĕç пулнă.
И. Осипова 1940 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Виçĕ пĕр тăван пулнă çемьере - пурте хĕрсем. Ира аппа - чи кĕçĕнни.
Амăшĕ виçĕ хĕре ура çине тăратас тесе тăван колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Ашшĕ, вĕреннĕ çын пулнăран, колхоз председателĕнче тата ялти лавккара сутуçăра тимленĕ.
- Аттене сăн ÿкерчĕк тăрăх кăна курма тÿр килнĕ мана. Çуралсанах тепĕр виçĕ кунтан эпĕ аттесĕр юлнă. Вăл колхоз председателĕнче тимленĕ çул килте улма-çырла ăнăçлă пулнă, атте отпуск вăхăчĕпе усă курса сутăпа çÿренĕ. Ăна вара йĕркене пăсать тесе арестленĕ. Урăх вăл киле таврăнайман. Анне виçĕ ачапа тăлăха юлса сахал мар нуша-терт тÿснĕ. Эпĕ 12 çулта чухне анне чирлесе кайрĕ, çĕре кĕчĕ. Ачалăх та, çамрăклăх та тăлăххăн иртрĕ. Тăлăх ÿснĕренех ĕмĕтĕм-шухăшăм та пурнăçланмарĕ, пурнăçра чылай чăрмав пулчĕ, - хурланса каласа пачĕ Ира аппа. - Аппасене, Пантелей йыснана тав. Вĕсем пăхса ÿстерчĕç, ĕçе хăнăхтарчĕç. Йысна маншăн атте те, анне те пулчĕ.
Ялти шкулта 7 класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн манăн малалла вĕренме каяс килетчĕ, анчах тăлăх туратшăн кунта та çул хупă пулчĕ. Ирĕксĕрех колхоз ĕçне кÿлĕнме тиврĕ. Çапах та хулана тухса, çÿллĕ çуртсем хушшипе утса курас туйăм сÿнмерĕ. 17 çула çитсен ялти виçĕ хĕр канашласа Мускава чукун çул çине ĕçлеме тухса кайрăмăр. Унта виçĕ çул пурăнтăм. Хыççăн ялти çамрăксемпе Волгоград облаçне çитсе курма тÿр килчĕ, кунта виçĕ çул йывăр ĕçре кĕрешсе ĕçлерĕмĕр. Çакăнтах ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăртăмăр.
Аякра пурăннă чух тăван ен ытла та хаклă-çке. Çуралнă ял, тăван кил ялан асра, ялан хăй ытамне йыхăрать. Ира аппан та çавăн пекех килсе тухнă. Осиповсем яла таврăнаççĕ, кил-çурт çĕклеççĕ, 5 ача (2 ывăл, 3 хĕр) çуратса ÿстереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.
Ираида Васильевна ĕмĕрĕпех колхоз ĕçĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕн те алли çыпăçуллă пулнă, платник ĕçĕсене пурнăçланă. Шел те, Герман 56 çула çитсен çĕре кĕнĕ.
И. Осипова ялта ĕмĕрех ĕçченлĕхпе, тÿсĕмлĕхпе, тараватлăхпа палăрса тăнă. Хуçалăха пĕччен тытса тăнă, колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Колхоз ертÿçисем пултаруллă хĕрарăма сахал мар Тав хучĕсем, парнесем парса чысланă. Çакă ăна, ыттисене те ĕçе активлăрах хутшăнма хавхалантарса пынă.
Ира аппа 1990 çултанпа тивĕçлĕ канура. Апла пулин те колхоз ĕçĕнчен халĕ те аякра тăмасть, унти ĕç-хĕлпе интересленсех тăрать.
Çемье çинчен пĕрре те манман вăл. Ватă хунямăшне 9 теçетке урлă каçиччен пăхса пурăннă. Пĕр çынрах мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх. Йывăр пулсан та чăтать çав чăваш хĕрарăмĕ.
Тăлăххăн ÿснĕ, пурнăçра мăшăрсăр юлнă Ира аппа хăйне телейсĕр тесе шутламасть. Ачисем пурте пурăнаççĕ, 6 мăнукĕ куç тулли савăнтараççĕ. Телейне Ираида Васильевна ачисенче тупнă.