Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ыр кăмăллăх ĕçченĕсем

Июнĕн 8-мĕшĕнче Раççейĕпех, çавăн пекех районта та социаллă ĕçченсем хăйсен кунне пиллĕкмĕш хут паллă турĕç. Уяв савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин Пысăк залĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче, РФ пенси фончĕн районти уйрăмĕнче, Ветерансен çурчĕсенче тăрăшакансем, Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Уява райадминистраци пуçлăхĕ В.Орлов ертсе пычĕ.

Чи малтанах Валерий Гурьевич социаллă ĕçченсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕсене ырми-канми ĕçре чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, ăнăçупа çитĕнÿ сунчĕ.

Райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ З.Волкова районта пурăнакан ватă-вĕтĕсене, хÿтлĕхсĕр юлнисене, сусăрсене, йышлă ачаллă çемьесене тата ыттисене те социаллă пулăшу парасси мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пулăшасси, вĕсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатасси те социаллă ĕçченсен тĕп тивĕçĕ.

- Социаллă сферăра тăрăшакансем пурте мухтава тивĕç. Вĕсем - йывăр лару-тăрăва лекнисене çăлăнăç тупма пулăшакансем, чун ăшшине парнелекенсем. Ĕçĕ вĕсен çав тери йывăр, çапах та курăмлă та пархатарлă. Акă, Мучикассинчи тата Мишеркассинчи Ваттисен çурчĕсен заведующийĕсем Н.Еремеевпа В.Моторина пирки ырă сăмах каламалла. Вĕсем ватă çыннăн, инвалидăн шăпине ăнланса çак ĕçре чылай çул тимлеççĕ. Унта пурăнакансем те вĕсене хисеплеççĕ. Ăшă çын патне чун та туртăнать. Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ те илемлĕ чунлă социаллă ĕçченсем, - терĕ Зоя Ивановна.

Элĕк район администрацийĕн социалă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ О.Сергеева унти ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл икĕ район килĕштерсе туслă ĕçлени, пĕр-пĕрин опычĕпе интересленни пысăк вăй, шанчăк пулнине палăртрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ĕçре ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, парне турĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов аслă ăру çыннисене, патшалăх хÿттине лекнисене чун ăшшине, тăван кил ăшшине парнеленĕшĕн, хÿтлĕхшĕн ырми-канми тăрăшакансене пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ, пултаруллă хĕр-упраç В.Герасимова ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăма тивĕç пулнине пĕлтерчĕ, парне турĕ, райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çавăн пекех уявра А.Степановапа (Атнарти Ваттисен çурчĕн социаллă ĕçченĕ), В.Кузнецова (РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ) райадминистрацин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Сăмах май, Ваттисен çурчĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ ята Атнарти Ваттисен çурчĕ çĕнсе илнĕ.

Социаллă ĕçченсен уявĕпе саламлама чылайăн килнĕ: (В.Кузнецова РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ), В.Мареев (çар ĕç комиссарĕ), В.Ульянов (районти больницăн тĕп врачĕ), А.Шурьбя (23-мĕш номерлĕ аптека ертÿçи) тата ыттисем те. Вĕсенчен кашниех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене хÿтĕ­ленĕ­шĕн, çынна савăнăç кÿнĕшĕн, ырă кăмăллă та хастар пулнăшăн, çав ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕç, парнепе чысларĕç.

Савăнăçлă уявăн ик­кĕмĕш пайĕнче ку сферăра тăрăшакансем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Хаваслă иртрĕ уяв. Ыр кăмăллăх тытăмĕн ĕçченĕсене илемлĕ чунĕсемшĕн, вĕсен пархатарлă та сăваплă ĕçĕсемшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать.

 



"Пирěн пурнăç"
11 июня 2005
00:00
Поделиться