Пĕвесем, йывăçсем
ЧР Президенчĕ Н. Федоров кăçал республикăри Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Çакна тĕпе хурса пур çĕрте те йывăçсем лартас ĕçе активлă хутшăнчĕç. Сăмах май, Етĕрнепе Элĕк районĕсен чиккинче вырнаçнă “Свобода” колхоза кĕрекен Акташ ялне илсе пăхар-ха. Çак пĕчĕк ялăн урамĕ тарăнах мар çырма хĕррипе тăсăлать. Колхозниксен кил-çурчĕсем çырман икĕ хĕррипе вырнаçнă. Темиçе çул каярах кунта лартса чĕртнĕ йăмрасем кашлаççĕ, пĕвесенче хур-кăвакал тата ачасем савăнаççĕ. Пĕчĕк ялшăн, паллах, тăватă пĕве сахал мар. Пушар тухас пулсан та пĕве-шыв кирлех. Çавăнпа та пĕвесене çурхи шыв-шуртан çулсеренех упраса хăвараççĕ.
Йывăç лартас уйăхлăха та ял çыннисем усăсăр ирттерсе ямарĕç. Кашниех хăй кăмăлланă йывăç турат лартма тăрăшрĕ.
- Эпир те, çитмĕл çиччĕри тăван аттепе, хамăр кил умĕнчи çырмана вуншар тĕп хурăн, йăмра, хурама чиксе хăвартăмăр. Ял илемĕшĕн вăй хума яланах хатĕр, - тет кунсеренех колхоз ĕçĕсене çÿрекен Виталий Николаевич Никитин.