Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации района с Международным днем защиты детей

Хаклă ачасемпе ашшĕ-амăшесем!

 

Сире Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хÿтелемелли кун ячĕпе чун – чĕререн ăшшăн саламлатăп!

Шăпах ачасемшен чи хаваслă каникул кунесем пуçланнă кун çак уява паллă тăватпăр, вăл пире ачасем çинчен ытларах шутлама хистет.

Чи телейлĕ те хаваслă вăхăт вăл кашни çыншăнах – ачалăх кунĕсем.

Черченке те çепĕç чунлă, тин çеç пурнăç çулĕ çине тăма хатерленсе пĕрремеш утăмсем тăвакан, пурне те пĕлме тăрашакан  ачасен пуласлăхĕшĕн эпир аслисем яваплă. Паян акă районта та, республика шайĕнчи пекех, шкулсенче верентÿпе воспитани методика самаях çĕнелсе улшăнчĕ, ачасен пелÿ шайĕ те ÿсрĕ, паян ачасем компьютерпа ытти информаци хатĕрĕсемпе туллин усă  кураççе.

 Ачасен сывлăхне упрас, ÿт – пÿ телешенчен те çирĕп  аталаннă ачасемшĕн тăрăшасси пирен тивĕç. Çакна тĕпе хурса  куллен ĕçслесе пыратпăр та.

 Сире уяв ячепе саламласа хаваслă каникул кунĕсем, иксĕлми телей те ăнăçу сунатăп.

 

        В. Орлов               район администрацийен пуçлăхе

 



31 мая 2005
00:00
Поделиться
;