Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Творчествăлла интеллигенци каçĕ

Майăн 27-мĕшĕнче Пĕ­тĕм Раççейри библиотекăсен кунне уявларăмăр. Çавна май районта паллă событипе çыхăннă мероприятисем ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - творчествăлла интеллигенцин каçĕ - кĕçнерни кун, майăн 26-мĕшĕнче райадминистрацин Пысăк залĕнче иртрĕ. Тĕл пулăва районти библиотека, культура çурчĕн ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Сăмах май, çакăнтах творчество çыннисен  тĕрленĕ, йывăçран ăсталанă япаласен куравне йĕркеленĕ. Кунтах районти  паллă ÿнерçĕ В.Ермолаевăн ÿкерчĕкĕсем те пур.

Уява район пуçлăхĕ Валерий Гурьевич Орлов уçрĕ. Унтан çамрăксен ĕçĕн тата культура пайĕн заведующине З.Спиридонована сăмах пачĕ.

Зоя Сергеевна творчествăлла интеллигенцин каçне йĕркелесе яни питĕ кирлине пĕлтерчĕ. “Кун пек тĕл пулăва эпир иккĕмĕш хут çеç ирттеретпĕр”, - терĕ вăл. - Пирĕн творчество çыннисене пулăшса, хавхалантарса пымалла. Вĕсене пĕрле пухăнма май туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ”.

З.Спиридонова çавăн пекех  творчествăлла хавхаланупа ĕçлекенсене тав сăмахĕ каларĕ, районти культура аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшакансене райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак чыса Хĕрлĕ Чутайри Т.Шачковапа Ю.Шереметьев,  Сĕнтĕкçырминчи С.Яруткина тивĕçрĕç.

Хыççăн Зоя Сергеевна районти пĕтĕм библиотека ĕçченне уяв ячĕпе саламларĕ. Ĕçре тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартнисене Хисеп грамотипе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче: тĕп библиотекăн директорĕ М.Мареева, Штанашри библиотекăн ĕçченĕ Т.Ортикова, Турханти - Г.Воронова, Сурăмри - С.Николаева, Сĕнтĕкçырминчи - Е.Самсонова.

Тĕл пулура, паллах, творчество çыннисене хăйсене те сăмах пачĕç. Г.Зотова, Ю.Шереметьев, А. Трофимов чунне уçса калаçрĕç, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç, хăйсем çырнă сăвăсен ярăмĕсене вуласа пачĕç. Çакăнтах асăнса хăвармалла: творчествăлла интеллигенцин каçĕнче Т.Шачкова чирленине пула тухса калаçаймарĕ. Ун вырăнне Тамара Ильиничнан мăнукĕ Светлана сăмах илчĕ, асламăшĕн сăввисемпе пухăннисене паллаштарчĕ.

Уявра З.Спиридонова библиотекарьсен “Ăсталăх çул-йĕрĕпе” республикăри конкурса хутшăннă ĕçченсене, Н.Романована (ача-пăча библиотекин заведующийĕ), М.Мамуткинана (тĕп библиотекăн методисчĕ) дипломпа наградăларĕ. Унсăр пуçне Нина Ивановнана “РФ профсоюзĕ 100 çул тултарас умĕн” медальпе чысларĕç. Çак чысах З.Глухова (кĕнекесем комплектламалли пай заведующийĕ) та тивĕçрĕ.

Палăртма кăмăллă, уявра республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Канашĕн, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке органĕсен пай заведующийĕ А.Тимофеев сăмах илчĕ. Вăл район пуçлăхне В.Орлова тата районти ветерансен Канашĕн председательне В.Немешкина ЧР ветерансен Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Творчествăлла интеллигенцин каçне Валерий Гурьевич пĕтĕмлетрĕ. Унăн шухăшĕпе, çакăн евĕр тĕл пулусем питĕ кирлĕ. “Творчество çыннисене пĕрле пухăнма май туса пама тăрăшмалла. Çавна май “Çын тата çут çанталăк” музейăн виç­çĕмĕш хутĕнче вĕсене валли пÿлĕм йĕркелемелле”, - палăртрĕ вăл. Унсăр пуçне В.Орлов А.Тимофеева “Красночетайцы на фронтах Великой Отечественной войны” кĕнекене парнелерĕ, В.Немешкина - радиоприемник.

Юлашкинчен районти Культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ пухăннисене юрă-кĕвĕ шăрантарса савăнтарчĕ.



"Пирěн пурнăç"
28 мая 2005
00:00
Поделиться