Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çамрăксемпе ĕçлеме çăмăл мар, анчах интереслĕ

Паян аслă ăрури çын та пурнăç йывăрришĕн ассăн сывланă чух, çамрăккин пушшех те чăтăмлăрах пулма тивет. Районта вара çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем пурри тем тесен те лайăх. Паянхи кун вун пĕр ял администрацийĕнчен пĕринче çеç çамрăксен специалисчĕ çук. Ыттисенче вара хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан çынсем тимлеççĕ. Ялсенче пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ вĕсем, чылай ыйтăва пĕрле татса параççĕ.

Тĕплĕнрех, çамрăксем мĕнле пурăнни çинчен районти вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалистĕнчен С. КНЯЗЬКОВАРАН ыйтса пĕлес терĕм.

Тĕплĕнрех, çамрăксем мĕнле пурăнни çинчен районти вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалистĕнчен С. КНЯЗЬКОВАРАН ыйтса пĕлес терĕм.

- Светлана Петровна, чи малтанах çакна пĕлес килет, çамрăксемпе ĕç­леме çăмăл-и;

- Çăмăл тесех каламастăп, анчах питĕ интереслĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, çамрăклăх вăл - çав тери илемлĕ вăхăт: вăй-хăват таса çăл куç пек тапса тăрать, таçта инçе вĕçсе каяс пек, никам та тытса чараймасть пек туйăнать... Çамрăк чухне паянхи кунпа çеç пурăнатпăр темелле, ыранхи пирки вара шутламастпăр та, хамăр ĕмĕре яланах вун çиччĕре пурăнса ирттерессĕн туятпăр.

Специалистсем ĕçлени - пархатарлă ĕç. Эпир çамрăксене (14-30 çулхисене) тĕрлĕ енлĕн пулăшатпăр, вĕсен вĕренĕвĕпе канăвне, ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме тăрăшатпăр. Çамрăксем хăйсен вăхăчĕпе туллин те ыррăн усă курма пултарччăр, çулсем иртнĕ май, каялла çаврăнса пăхсан, йăнăшсене витĕр курса ÿкĕнмелле ан пултăр тетпĕр. Çавăнпах пирĕн тĕллевĕ те çакнашкал - çамрăксен политикине тĕрĕс çулпа тытса пырасси, йăнăшсенчен пăрасси.

- Çĕнĕ çул-йĕр шырани шанчăк кÿретех ĕнтĕ. Çамрăксен тĕллев çуралать, çавна май вĕсен  малалла талпăнас кăмăл та çĕкленет.

Светлана Петровна, çапах та мĕнле йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ;

- Уйрăмах çамрăксем эрех-сăра ĕçсе пăсăлни пăшăрхантарать. Çула çитмен ачасем право йĕркине пăснă тĕслĕхсем ÿссе пыраççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул вĕсем икĕ преступлени тунă пулсан, кăçал - пиллĕк. Акă, шалти ĕçсен пайĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцинче паянхи куна 23 ача учетра тăрать. Калас пулать, йĕркене пăсакан ачасемпе ĕçлеме райадминистраци çумĕнче ятарлă комисси те туса хунă. Эпир вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çула çитмен ачасене йĕркене пăсассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе вĕсемпе профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттеретпĕр.

Нумаях пулмасть-ха асăннă комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта районти йĕркесĕр çемьесем пирки çивĕч калаçу пычĕ. Юлашки вăхăтра йывăр çемьесем нумайланнине палăртмалла. Ларăва çавăн пекех Мăн Этмен ял администраци территорийĕнчен пĕр çемье килчĕ. Вĕсене ахальтен чĕнтермен, паллах. Кил хуçи хĕрарăмĕ, икĕ ача амăшĕ, эрехпе туслашса кайнăскер, намăс-симĕсе çухатнă. Ачисене пăхасси, воспитани парасси çине ал сулса пурăннă, час-часах тĕпренчĕкĕсене пăрахса хăварнă. Профилактика канашне ăна темиçе хутчен чĕнтернĕ пулин те, йĕркеленсе пурăнма шутламан. Хальхинче çак хĕрарăм: “Урăх ĕç­местĕп”, - тесе калама хал çитерчĕ пулин те, ăна куçран вĕçертмĕпĕр. Район больницинче нарколог патĕнче учета илнĕ ăна, унта вăл кайса тĕрĕсленсе тăрĕ.

Хирлÿкассинчи Кошмалевсен çемйи те йывăррисен шутĕнче. Кунта та кил хуçипе арăмĕ ĕçке ернĕ, ачисене пăхмаççĕ. Вĕсем пирки, ашшĕ-амăш прависенчен хăтарас тĕлĕшпе опекăпа попечительство специалисчĕ ĕç пуçарса суда янă ĕнтĕ.

- Йĕркелĕх пирки пурте калаçаççĕ. Анчах пурнăçра ăна тума çăмăлах мар. Ку тĕлĕшпе йĕрке хуралçисем пулăшу пани сисĕнет-и; Халăх дружини пирки калатăп-ха, ял администрацийĕсенче дружина командирĕсем сире кашни эрне вĕçĕнчех отчет парса тăраççĕ тенĕччĕ.

- Ял администраци территорийĕсенчи ялсенче обществăлла йĕркелĕхе сыхлассишĕн тата çынсен культура шайне ÿстерессишĕн çине тăрса кĕрешес тĕллевпе çакăн пек обществăлла организаци туса хунă. Тÿрех калас пулать, хальлĕхе пурте хăйсен умĕнче тăракан задачăсене тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ теме çук. Обществăлла йĕркене пăсакансен хисепĕ вара пĕчĕкех мар.

Çапах та палăртмалла, районта 180 çын дружинниксен ирĕклĕ организацисенче шутланса тăрать. Çитес вăхăтра вĕсене удостоверенисем тата алла çыхмалли çыхăсем парăпăр, çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле дружинниксене ĕç хучĕсем çырма хăнăхтарас тĕлĕш­пе вĕренÿ кунĕсем йĕркелеме те йышăнтăмăр.

- Светлана Петровна, сирĕнтен çамрăк çемьесем пирки те ыйтса пĕлесшĕн. Вĕсене тĕл­левлĕ пулăшасси мĕнле пулса пырать;

- Хальхи вăхăтра хуçалăхра ĕçленипех пÿрт-çурт çĕклеме йывăртарах. Çавăнпах чылайăшĕ ют облаçсемпе хуласене “шабашкăна” çÿресе пурнăçа саплаштарма тăрăшать, çурт-йĕрпе хуралтăсене çĕнетет. Тин çеç пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕ тĕксе ямĕ, паллах. Мĕн пур вăйне пухса пулăшма тăрăшĕ. Анчах патшалăх та 30 çула çитмен, ачаллă çамрăксене пулăшу панине манма кирлĕ мар. Пĕлтĕр ипотека кредичĕ - 24 çемье, “Çамрăк çемье” программăпа - 10 çемье, çак программăпах тавăрса парас çук субсидие - 19 çемье, “2010 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ” программăпа 13 çемье субсиди илчĕç. Пытармастăп, патшалăх панă укçана илес тесен, нумай çÿреме, чылай хут хатĕрлеме тивет мăшăрсен. Анчах та патшалăх уйăрса панă укçа çурта никĕс ярса çĕклеме, çине витме çитетех. Паллах, ипотека кредитне шутласа панă чух çемьери тупăша шута илеççĕ.

Кăçал та тин çеç пĕрлешнĕ çамрăк çемьесене (паллах, ача пулмалла) ипотека кредичĕ парассипе малалла ĕçлетпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа “Çамрăк çемье” программăпа икĕ çемье (Ориновсемпе Вороновсем) кредит илме пултарчĕç. Палăртма кăмăллă, кредичĕ вĕсен процентсăр. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсем тата ултă-çичĕ мăшăр кирлĕ хутсем пухаççĕ.

- Эппин, çамрăксен программи кăçал та лайăх ĕçлетĕр. Мăшăрсем патшалăх уйăрса панă çăмăллăхсемпе анлă усă курса çĕнĕрен те çĕнĕ çурт стенисене çĕклеч­чĕр.

Светлана Петровна, çемье чăмăртама ĕл­кĕреймен çамрăксем патне таврăнса мĕн калама пулать; Вĕсен пушă вăхăтне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр;

- Тĕрĕссипе каласан, хальхи вăхăтра республикăра питĕ нумай мероприяти иртет. Паллах, эпир, пирĕн район çамрăкĕсем, ниçтан та юлмастпăр.

Нумаях пулмасть Вăрнар поселокĕнче Чăваш Ен лигин “Старт” республикăри музыка фестивалĕн çамрăксен командисен КВН-ĕ иртрĕ. Эпир те районта ĕçлесе пурăнакан 6 çамрăкран  (А.Башкиров - халăх театрĕн режиссерне пулăшаканĕ, Н.Чубайкин - Хурапырти Культура çурчĕн администраторĕ, О.Кукушкина - Мăн Этмен ял администрацийĕнче çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ, В.Шипеев - Тралькасси ял администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ, В.Мерзлайкин - Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен, Н.Вазякова - райадминистраци ĕçченĕ) команда йĕркелесе КВН-а хутшăнтăмăр. Пĕтĕмпе унта республикăри 10 команда тупăшрĕ. Пирĕн район команди Союз “Комотос” ятпа тухрĕ, тĕрлĕ конкурссем витĕр тухса  вĕрентÿпе çамрăксен политикин Дипломне тивĕçрĕ.

Кăçал районта пĕр­ремĕш хут “Çамрăксемпе ĕçлекен чи пултаруллă специалист” конкурс ирттертĕмĕр. Унта çичĕ специалист хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна Мăн Этменти Оля Кукушкина тивĕçлипех йышăнчĕ. Конкурса ун пек хатĕрленсе килекенни те пулмарĕ. Кун пек конкурса çитес çул та ирттерме шутлатпăр. Кăçал хутшăннисене тепĕр çул лайăхрах номерсем хатĕрлеме сĕнес килет.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр;

- Мĕн калас, паллах, çамрăксемпе пур енлĕн çине тăрсах ĕçлес пулать. Пĕр чĕлхе тупса вăй хурсан, хумхантаракан чылай ыйтусене татса пама çăмăлрах пулĕ.

-Тавтапуç калаçушăн.



"Пирěн пурнăç"
25 мая 2005
00:00
Поделиться