Вутпа çулăм витĕр
Хастар чунлисем, пурнăçа юратма, хаклама пĕлекенсем, çирĕп кăмăл-туйăмлисем темĕнле пăтăрмахсемпе те, йывăрлăхсемпе те тĕл пулсан, чун-хавалĕсене, малашлăх ĕмĕт-шухăшĕсене хавшатмаççĕ, çухатмаççĕ. Çынсемпе те вĕсем ăш-пиллĕн, кăмăл туллин калаçаççĕ. Çавна пулах вĕсен кун-çулĕ, ĕмĕрĕ вăрăм.
Паянхи кун та, акă, çамрăк чухнехи илемлĕ сăн-пуçĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткийĕ, çивĕч, ăслă куçĕсен йăлтăркка куллине пăхса курма кăмăллă. Ку ятлă-сумлă хĕрарăма районта паллаççĕ пулĕ. Вăл - Ирина Алексеевна Герасимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Игушкина). 1917-мĕш çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Трапай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнăскер, çутă тĕнчере 87 çул ытла пурăнать ĕнтĕ. Шыв юххи пек вăрăм кун-çул парнеленĕ ăна ашшĕпе-амăшĕ. Халĕ те пурнăçа юратаслăхĕ, вăй-хăвачĕ вĕресе тапса тăрать унăн. Пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест хисеплĕ «кинемей». «Кинемей» теме те чĕлхи çаврăнмасть-ха ун пирки. Мăнукĕсем, тăван-пĕтенĕсем патне çитсе курма ăна вăрăм çул та, сивви-ăшши те чăрмав мар.
Чăннипех те, темĕн те курса тÿсме тивнĕ çак вĕри хастар чĕреллĕ хĕрарăма ĕмĕрĕ хушшинче. Мĕн пулса иртнине вăл питĕ лайăх ас тăвать.
1925-1929 çулсенче Трапай шкулĕн пуçламăш классĕсенче пĕлÿ илет вăл, 1930-1931 çулсенче Турханти 6 çул вĕренмелли шкула 5-6-мĕш классене çÿрет, 1932 çулта - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 7-мĕш класра, 1932-1933 çулсенче çак шкулта йĕркеленĕ сад-пахча техникумĕн I–мĕш курсĕнче вĕренет. Ун хыççăн ăна Етĕрнери педагогика техникумне тÿрех иккĕмĕш курса илеççĕ. Техникумран вăл 1935 çулта учитель специальноçне илсе тухать. Учитель ĕçне Мăн Этменти пуçламăш шкулта (1935 çулта) тытăнать. Кунта икĕ çул ачасене вĕрентет. 1937-1939 çулсенче Уйпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта, 1939 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа Штанашри вăтам шкулта математика учителĕ пулса ĕçлет. 1942-1944 çулсенче Шулю ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта директор çумĕ тивĕçĕсене пурнăçлать, математика предметне вĕрентет. Ку шкулта 1957 çулхи февраль уйăхĕччен тăрăшать. Çак çулхи 25-мĕш августран 1962 çулччен Красноярск крайĕнчи Хакас автономлă облаçĕнче Большемонокри вăтам шкулта математика учителĕ пулса тимлет. Каялла Чăваш Ене 1963 çулхи май уйăхĕнче куçса килсен каллех Шулю шкулĕнче 1972 çулччен математикăна вĕрентет. 1967 çулта тивĕçлĕ канăва тухать, çапах шкулта ĕçлет. 1976-1984 çулсенче Коми АССР-ĕнчи Ухта хулинче 8-мĕш шкул-интернатра ĕçлесе пурăнать. Кунта 7 çул хушши тăрăшать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ Ирина Алексеевнан 43 çул, вăл шутран 37 çулĕ - педагог стажĕ.
Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Хисеп грамотипе медальсем парса чысланă.
Ирина Алексеевнан мăшăрĕ, Павел Михайлович Герасимов, Ваçкаçырми ялĕнче хресчен çемйинче 1912 çулхи январь уйăхĕнче çуралнă. 1922 çулта Етĕрнери учительсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ, 1931 çулта - пĕтернĕ. Ăна Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ялĕнчи пуçламăш классен учителĕнче ĕçлеме янă. 1931-1932 çулсенче хамăр районти Мăн Этмен шкулĕнче вăй хунă. 1932-1934 çулсенче çутĕç пайĕн инспекторĕнче тăрăшнă. 1934-1936 çулсенче çар ретĕнче Минск хулинче, кунти полк шкулĕнче вĕренсе кĕçĕн командир пулса тăнă. 1936 çулхи ноябрь уйăхĕнче киле таврăннă, каллех РОНО инспекторĕнче ĕçлеме тытăннă. 1937 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тытăнса 21-мĕш декабрьччен Уйпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта ĕçленĕ. Сăмах май, çак декабрĕн 21-мĕшĕ районти учительсемшĕн хăрушла хура кун пулса юлнă. Çак кун 40 ытла учителе сасартăк нимĕн айăпсăрах арестленĕ. Павел Михайлович Герасимова та урокранах тытса кайнă.
Учительсене Карелине Беломорканалĕ тунă çĕре илсе кайнă. Айăпланнисене хĕлле вăрман кастараççĕ, çуллахи вăхăтра шыв тăрăх йывăçсене юхтарттарса сулăсем çыхтараççĕ.
1938 çулта август уйăхĕнче, отпуск вăхăтĕнче, Ирина Алексеевна мăшăрĕ патне Карелине курма каять. Вĕсен тĕл пулăвĕ хăвăрт иртет. Арăмĕ укçа парать, упăшки кĕпипе пĕрле хут тыттарать. «Эпĕ çăхав çыртăм, Мускавра ярса хăвар!» - тет вăл.
1939 çулхи май уйăхĕнче Ваçкаçырмине милицинчен тĕрĕслеме килнĕ: ялти çынсенчен, колхозран, ял совечĕнчен справкăсемпе характеристикăсем илсе кайнă. Пурте Павел Михайлович çинчен лайăх каланă.
Павел Михайлович 1939 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче киле çитнĕ. «Айăпĕ çук», - тесе ирĕке кăларнă-мĕн вĕсене. 1956 çулта Павел Михайловичăн ырă ятне тавăрни çинчен Шупашкартан хут ярса панă.
Çапла вара, çирĕм çулхи хĕрарăм, 20 кунхи ачапа юлса «халăх тăшманĕ» пулнăскер, тинех ирĕккĕн сывласа янă.
Ноябрь уйăхĕнче Павел Михайловича Штанаш шкулне директор çумĕ тата вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçлеме яраççĕ.
1942 çулхине Герасимова çар ретне илеççĕ. Саранск хулинче Çар ĕç училищинче командирсене вĕрентнĕ çĕрте тăрăшнă вăл, хăвăртлатнă майпа хатĕрленĕ офицерсене фронта ăсатнă çĕре хутшăннă. 1943 çулхи июнь уйăхĕнче Герасимов офицера фронта янă. Вăл Курск пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, 465-мĕш номерлĕ стрелковăй полкăн взвод командирĕ пулнă. Пĕр çапăçура 1943 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче снаряд ванчăкĕпе çурăм шăмми йывăр аманать. Ăна эвакогоспитале хураççĕ. 1943 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче вăл вилсе каять. Ăна Курск хулинчи офицерсен масарĕ (мемориал) çине пытарнă.
Ирина Алексеевнапа Павел Михайлович икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Пĕрремĕш ывăлĕ - Валерий Павлович 1937 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Шкул хыççăн Васильевск хулинчи вăрман ĕçпе техникумĕнче вĕреннĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 1963 çултанпа 1988 çулччен Саланчăкри лесопунктра ĕçленĕ: механик, леспромхоз начальникĕнче вăй хунă, кунтах партком секретарĕ те пулнă. Ун хыççăн районти строительсен МСО организацийĕнче тĕп инженер пулса ĕçлеме тытăннă. 1989 çулта, 51-ре, сарăмсăр вилсе кайнă.
Рудольф Павлович Герасимов 1940 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çуралнă, строительсен техникумĕнче вĕреннĕ, стройкăра бригадир, мастер, прораб, геодезист пулса ĕçленĕ. Вăл 2002 çулта, 62-ре, вилнĕ.
Вут-çулăм витĕр, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнса пурăннă Ирина Алексеевнапа Павел Михайлович йăх-несĕлне мăнукĕсемпе вĕсен ачисем малалла тăсаççĕ.
Этем кун-çулĕнче темĕн те пулать. Çапах та пурнăç малаллах шăвать, çут çанталăкĕ те илемĕпе илĕртет. Ирина Алексеевнăшăн иккĕмĕш пурнăç пуçланать. Шулю шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра фронтовикпа, вăрçă инваличĕпе, Александр Николаевич Казаковпа паллашать. Вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Сăмах май, иккĕмĕш упăшки Шулю ялĕнче 1908 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Сестрорецк хули çывăхĕнче аманнă, госпитальте сывалнă вăхăтра бухгалтерсен курсĕнче вĕреннĕ. 1944 çулта яла III-мĕш ушкăнти инвалид пулса таврăннă. Малтанах вăл ялти колхозра бухгалтерта ĕçленĕ, хыççăн Хĕрлĕ Чутай райповĕнче ревизорта тимленĕ, Пантьăкри ялпора тăрăшнă. 1948 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, 1982 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Ирина Алексеевнапа Александр Николаевич çут тĕнчене икĕ хĕрпе пĕр ывăл парнеленĕ: Нина - 1948 çулта , Гена - 1953, Светлана 1957 çулта çуралнă, ашшĕ-амăшĕпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитсе пурăннă, тĕнчепе паллашнă.
- Эпĕ хама телейлĕ çын тесе шутлатăп, - тет Ирина Алексеевна. - Манăн телейĕм - манăн пысăк çемье. Çемье - манăн савăнăç, мана пурăнма вăй-хал парать. Хам вĕрентнĕ ачасене, çынсене мана аса илнĕшĕн, манманшăн, саламланăшăн, вăрăм кун-çул, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп. Çемьере телейлĕ, ĕçре мухтавлă çынсен ырă хисеплĕ ячĕсем ĕмĕрлĕхех юлаççĕ, - мăнаçлăн калаçать хисеплĕ ватă, ĕç ветеранĕ, учитель-педагог, пысăк йыш асламăшĕ.