Сăр тăрăхĕ иксĕлми мар
Хĕрлĕ Чутай районĕ çут çанталăк илемĕпе тата ырлăхĕпе пуян. Вăрманĕ кăна 23 пин гектар ытла. Укăлча вĕçĕнченех вăл халăха кăмпапа, мăйăрпа тата тĕрлĕ йышши çырлапа савăнтарать. Ку тăрăхра вун-вун утарти пыл хурчĕсем те хайсене ироклĕ туяççĕ. Чечекрен, çăкаран, çамрăк çÿсерен мул пуçтарасçĕ. Район чиккипе Етĕрне патнелле, çĕр хуçăк пулса, Сăр юхан шывĕ çуп тытнă. Ăна сĕткен парса тăранаканĕсем вара - йышлă çырмасемпе кÿлĕсем. Шыв-шур пулăпа, кайăк-кĕшĕкпе тата ытти чĕр чунпа пуян. Вĕсенчен нумайăшне Раççей Федерацийĕн тата Чаваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ. Кунти вăрмансенче халĕ те пăшие, хăнтăра, кашкăра тĕл пулатăн, кÿлĕсенче шыв мăйăрĕ сыхланса юлнă. Çапах та сут санталăк ырлăхĕ иксĕлми мар. Этем аллинче пуртă ташлать, пăшал кăрлет, эроэи тени те çĕр сăн-питне кăшлать. Çитĕнекен ăру та хамăр тавралăхпа киленсе савăнма пултартăр тесен ăна хÿтĕлемелле, упрамалла. Сакăн çинчен пырать паян каласу Хĕрлĕ Чутай администрацийĕн çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕпе.
- Николай Викторович, экологи ыйтăвĕсене татса парасси те укса-тенкĕпе сыханнă. Ку енăпе лару-тăру мĕнлерех сирĕн;
- Укçа-тенкĕ синчен калаçу пуçариччен çулталăк пуçламăшĕнче хамăр ĕçе мĕнлерех йĕркелени пирки чарăнса тăрасшăн. Кăрлач уйăхĕнче пĕлтĕр çут çанталăка сыхлас енăпе туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕмĕр. 2004 çулта район территорийĕнче экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем ирттертĕмĕр, çирĕплетнĕ мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн, субботниксем йĕркелесе ялсене тата район центрне çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртрĕмĕр.
Унсăр пусне районта иртнă çуркунне эрозипе кĕрешмелли уйахлăх йĕркеленĕ. Çак ĕçе шкулсенче вĕренекенсенпе педагогсен коллективĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕслекенсем тата уй-хирсенче тыр-пул туса илекенсем, пенсионерсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсем тăрăшнипе 18420 йывăçпа тĕм ялсен урамĕсене, автоçулсем хĕррипе, çырмасем тăрăх, стадионсем йĕри-тавра тата кану паркĕсене лартса хăварма пултартăмăр.
Йывăç калчисемпе вырăнти вăрман хуçалăхĕ тивĕçтерсе тăчĕ. Автотранспорта тивĕçтерес тĕлĕшпе вăрман ĕçченĕсемсăр пуçне ял хуçалăх управленийĕ пысăк пулашу пачĕ. Ял çыннисем никам хистемесĕр вăрмантан йывăç кăларса килсе урамсене, çĕр куçакан вырăнсене лартасси те ыра йăлара. Çапла çатан картасем тытса та 135 пăве картларăмăр. Çакă та эрозипе кăрешмелли ырă ĕçсен шутăнче.
Сулсерен йăва çавăракан кайăксене те пулăшатпăр, вăлча сапакан пулăсене браконьерсенчен сыхлатпар. Саккуна пăсакансене вара административлă майпа явап тыттаратпăр.
- Хĕрлĕ Чутай районăн промышленноçри тата йăлари каяшсене сиенсăрлетмели хăйĕн полигонĕ çук-ха. Тен çавна пулах унта та кунта çÿп-çап куписем ÿссе лараççĕ. Ял çыннисем ăпăр-тапăра урамсене е çырмасене тухса тăкнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çакă та тавралăха вараланиех ĕнтĕ.
- Чăн та, ку ыйту пирĕншĕн çивĕч тăрать. Район центрне илес пулсан кунти йăлари каяшсене контейнерсем çине пухса графикпа килĕшÿллĕн çурт-йрпе коммуналлă хуçалăх предприятийă хайĕн транспорчĕпе Çĕмĕрлери полигона турттарса каять. Хальлăхе контейнерĕсем çителĕксĕр-ха.
- ЧР Президенчĕ кăçалхи çула Парксемпе садсен çулĕ тесе пĕлтерчĕ. Сакна курса тăнă тенăн Хĕрлĕ Чутайсем, Сăр тăрăхĕнчи вăрмансенче «Хĕрлĕ Чутай паркĕ» уçас ыйтупа темиçе çул каялла ĕçлеме тытăннăччĕ. Паян унăн шăпи мĕнлерех;
- Çакна каланă пулăттăм. Сăр тăрăхне чăннипех çут çанталакăн этем сиен куме ĕлкĕреймен кĕтесĕ теме пулать. Кунти вăрмансем 15 пин гектар йышăнаççĕ. Лăсăллă тата çулçăллă йывăçсем ытларах. Аистсем йăва çавăрса чĕпĕ çулсерен кăлараççĕ. Ку тăрăхра паян 107 утар. Кÿлĕсем пулăпа пуян. Хай вахăтĕнче çут çанталăкăн пуянлăхне сыхласа хăварас, хăнасем валли кану выранĕсем йĕркелес тĕллевпе парк уçма шутланăччă, унăн проектне те туса хатĕрленĕччĕ. Шел, ырă пуçару çакăнпа вĕсленчĕ. Проекта пурнăçа кĕртесси пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Район хăй тĕллĕн мехел çитереймерĕ. Хай вăхăтĕнче ЧР вăрман хуçалахĕн Министерстви те парк уçассине ырламарă. Парк уçăлнă пулсан вăрмансенче промышленноç мелĕпе йывăç касаймастчĕç.
Паллах, Республика Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пирăн ĕçлемелли сахал мар. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай салинчи парка кăçал йĕркене кăртесшĕн. Халĕхе канма тата уçăлса çÿреме меллă пултăр тесе унта тротуарсем хывасшăн, тенкелсем вырнаçтарса лартасшăн, электричество çути те çитересшĕн.
- Сурхи шыв-шур тапхăрне мĕнлерех ирттерсе ятăр;
- Район администрацийĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕччĕ, ĕç планне палăртнăччĕ. Комиссие ертсе пыраканă – Н.Ф.Яхатин. Чи малтанах район территорийĕнчи плотинăсене хатĕрлерĕмĕр. Вĕсем пĕтĕмпе –17, хăшĕсене 1970 çулсенчех туса лартнă. Нумайăшĕ Кивелнĕ, вĕсене юсасах тăмалла, плотинасем хураçăхсен аллинче, вĕсен укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Тĕрĕссипе, плотинасем паян ялсене çыхăнтаракан çулсем те, кĕперсем те шутланаççĕ. Çавăнпа вĕсене сăнасах тăратпăр.