Вăрçă çулĕсем асрах
Çитес кунсенчех 83 çул тултарать Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ И.И.Иванов. Утти те унăн вăрахланнă, пĕрмаях тарăн шухăша путса малалла тинкерет. Хăйĕн кун-çулĕ çинчен каласа пама ыйтсан вăл калаçăва майĕпен пуçарса ячĕ. Тен, иртнĕ çулсене каялла тавăрса хускатма çăмăлах та мар пулĕ...
Илья Иванов 1922 çулта çуралнă. Хурашашри тулли мар вăтам шкула пĕтерсен, 1937 çулта Етĕрнери педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çултан ăна ăнăçлă пĕтернĕскере направленипе пĕр шкула ĕçлеме янă. Анчах нумай та вăхăт иртмен, каччăн Совет Çарне кайма ят тухнă.
- Кĕтмен çĕртен совет халăхĕн пуçĕ çине хăрушă вăрçă йăтăнса анчĕ. Гитлер эшкерĕ пирĕн çĕршыв çине çав тери вăйлă, хаяр, опытлă, çирĕп техникăллă çарпа вăрă-хурахла тапăнса кĕчĕ. Вăл мирлĕ халăхăн çутă ĕмĕчĕсене таптарĕ. Манăн служба хыççăн ачасемпе ĕçлес, вĕсене пĕлÿ парас ĕмĕт те арканчĕ, - каласа парать Илья Илларионович. - Вăрçă хирне 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче кĕтĕм. Урса кайнă фашистсене хирĕç пĕтĕм совет халăхĕ кар çĕкленчĕ. Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлесе хăрушă, хаяр вăрçă вутĕнче мĕн чухлĕ тăшмана пĕтермен-ши; Миçе хутчен вилĕме куçран пăхман-ши; Çав кунсене аса илсен халĕ те çан-çурăм сÿлетсе илет. Эпир çарта нихăçан та кам хăш халăхран тухнине тиркесе тăман. Çапăçура пĕрне-пĕри вăйлă пулăшса пынăран туслăх туйăмĕ çирĕпленсе пыратчĕ кăна. Туслă, пĕр çемьери пек пулни хаяр тăшмана çĕнтерме май пачĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне Берлинтан кăнтăртарах кĕтсе илтĕм, - тет ветеран.
Вăрçă пĕтсен чăваш каччи Германири Веймар хулинче службăра тăнă. Уйрăм чаçри комсомол организацийĕн секретарĕнче тата В.И. Чуйковăн 8-мĕш арминче тухса тăракан “На защиту Родины” хаçатăн корреспондентĕнче ĕçленĕ.
Тăван киле Илья Иванов 1946 çулхи çĕртме уйăхĕнче таврăннă. Малтанах комсомолсен районти комитетĕнче ĕçленĕ. 1948-1950 çулччен II Хурашаш тата Хусанушкăнь шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ.
1954-1980 çулсенче районти вăрман хуçалăхĕнче, унтан 12 çулне Пантьăк лесничествинче ĕçленĕ. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе, Ирина Федоровнапа, ултă ача пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çуллахи вăхăтра вун икĕ мăнукĕ яла килсе пулăшать. Вĕсем аслашшĕн нумай-нумай наградине - Отечественнăй вăрçă орденĕ, “Киева хÿтĕленĕшĕн”, “Германие çĕнтернĕшĕн”, Жуков тата ытти медалĕсене пăхса тĕлĕнеççĕ, çавăн пекех унпа мăнаçланаççĕ, савăнаççĕ.