Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Учительница-фронтовик

Пантьăк ялĕнче çуралнă Вера Петрова шкул пĕтерсен, пуçламăш классен учительне вĕренсе тухнă. Çамрăк учитель ачасене вĕрентес ĕçе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче тытăннă. Шел те, мирлĕ пурнăçа нимĕç фашисчĕсем татнă. Тăван çĕршыва вăрçă çулăмĕ çавăрса илнĕ. Пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç çĕкленнĕ.

Вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче Вера та ытти комсомолкăсемпе пĕрле районти çар комиссариатне кайнă, хăйне фронта яма ыйтнă. Медицина комиссийĕ витĕр тухнă хыççăн вĕсене çара кайма юрăхлă тесе йышăннă. Çапла вара, районти 15 хĕр Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

Малтанах Хусанта 101-мĕш уйрăм батальон йĕркеленĕ. Присяга тытнă хыççăн хĕрсем пĕр уйăх хушши нимĕç самолечĕсене сасăран уйăрма хăнăхнă. Сывлăш сыхлавĕн тата çыхăнупа пĕлтерекен батальонăн тĕп тивĕçĕ нимĕç самолечĕсем сывлăшран тапăнса кĕрессинчен сыхă пуласси тата вăхăтра пĕлтересси пулнă.

Пĕррехинче Вера, çĕрлехи вăхăтра, тăшман самолечĕсем Бахмоч хули еннелле вĕçнине асăрханă. Çакăн çинчен хăвăртрах кирлĕ вырăна пĕл­тернĕ. Çапла фашистсен “çăханĕсене” хирĕç  тухни вĕсене çийĕнчех пĕтерме май панă. Çакăншăн командовани Вера Петрова ертсе пыракан сывлăш сыхлавĕн постне тав тунă.

Вăрçăри виçĕ çул хушшинче 101-мĕш уйрăм батальон Украинăри мĕнле кăна хуласенче пулман пулĕ; Чылай хулана тăшмансем сывлăшран тапăнассинчен сыхланă. Каярахпа вĕсене Украинăран Брест хулине куçарнă. Унта шăпах совет çарĕсем тăшмансене пĕтерсе пынă, фронт хĕвеланăç еннелле куçнă.

Вера Петрова службăра тăракан батальон чарăнса тăнă хулана пĕтĕмпе аркатнă пулнă. Буг юханшыв çыранĕнче чул куписем çеç юлнă. Çакна курсан, хĕрсен чĕри курайманлăхпа тулнă, тăшмансене хăвăртрах çапса аркатас килнĕ. Кунĕн-çĕрĕн, сивĕре е ăшăра хĕр-салтаксем хăйсен постĕнче фашистсем тапăнасран сыхă тăнă. Питĕ тимлĕ пулнăран пĕр самолета та иртсе кайма паман. Хаяр çапăçу вăхăтĕнче постпа командовани, прожектористсем тата сывлăш сыхлавĕн ытти чаçĕсем хушшинчи çыхăну час-часах татăлса кайнă. Телефон пралукĕсем татăлнă пирки тата юписем ÿксе пĕтнĕрен çыхăнăва йĕркелесе яма йывăр пулнă.

18-19 çулхи хĕрсене Тăван çĕршыва сыхлама çăмăл пулман. Çапах та вĕсем çар тивĕçне пысăк чыспа пурнăçланă, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.

Çĕнтерÿ кунне чăваш хĕрĕ Польша çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Савăнăçлă хыпара илтсенех чун-чĕре хăпартланса кайнă: ним тума пĕлмесĕр йĕнĕ, кулнă. Янкăр тÿпеллĕ, хĕвеллĕ куна Вера Петрова ĕмĕрлĕхех аса илсе юлнă.

1945 çулхи август уйăхĕнче вăл тăван киле кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. 35 çул хушши çамрăк ăрăва пĕлÿпе воспитани парас ĕçре вăй хунă. Пархатарлă ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ.

Халĕ те Вера Михайловна хисепре. Ăна час-часах шкулта пулса иртекен тĕл пулусене чĕнеççĕ.



"Пирěн пурнăç"
06 мая 2005
00:00
Поделиться