Çур аки çирĕп ыйтать
Çур аки ирттересси питĕ ответлă тапхăр.
Кăçал пирĕн районĕпе 4560 гектар çинче - тĕш-тырă, 800 гектар çинче пĕр çул ÿсекен культурăсене акса хăвармалла, çĕр улми - 103 гектар, пахча çимĕç 19 гектар йышăнмалла. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн пур ял хуçалăхĕсенче те çур акине хăвăрт, лайăх пахалăхпа ирттерес тесе ĕçлесе пыраççĕ. Районĕпе акмалли вăрлăх 1600 тонна кирлĕ пулсан, 1684 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Чылай хуçалăхсенче вăрлăхсене кондицине 100 проценчĕпех çитернĕ.
Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне районта 464 тонна минераллă удобрени янтланă, урăхла каласан 79 процент. “Искра”, “Черепановский”, “Рассвет” хуçалăхсенче вара, удобрени пачах та хатĕрлемен. Техника енчен тракторсен 78 проценчĕ, груз турттармалли автомашинăсен 68 проценчĕ, сеялкăсен 74 проценчĕ, культиваторсен 80 проценчĕ, плугăсен 74 проценчĕ юсавлисен ретĕнче. Ку енĕпе “Коминтерн”, “Аккозинский”, “Свобода” хуçалăхсем аван ĕçленине палăртмалла. Çакна та асăнса хăвармалла: “Коминтерн” ЯХПК çур аки умĕн çĕнĕ сеялка туяннă. Унсăр пуçне силос хатĕрлемелли “Дон-680” тата тыр-пул вырмалли “Дон-1500” комбайнсем илме те палăртнă.
Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлессипе пирĕн район республикăра малти вырăнта тăрать. Çур акинче 300 тонна дизтопливо, 110 тонна бензин кирлĕ пулсан, апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне 83 процент дизтопливо, 46 процент бензин хатĕрленĕ. “Свобода”, “Путь Ильича”, “Аккозинский”, “Победа”, “Нива”, “Радуга” хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлашшипех хатĕрленĕ, сенаж хывма та, утă хатĕрлеме те çителĕклех.
Районти хăш-пĕр хуçалăхсем çур акине лайăх хатĕрленсе ирттерес тесе 2 миллион та 420 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит илчĕç. Вăл шутра: “Коминтерн” - 1 миллион та 500 пин тенкĕ, “Радуга” - 500 пин тенкĕ, “Путь Ильича” - 420 пин тенкĕ.
Унсăр пуçне пахалăхлă вăрлăх, минераллă удобрени илнĕшĕн патшалăх пулăшăвне илме (субсиди) справка-расчетсем тăратнă: пахалăхлă вăрлăх илнĕшĕн 66 пин тенкĕ (ЗАО “Искра-хмель”), 24 пин те 735 тенкĕ (“Свобода”), 12 пин те 117 тенкĕ (В.А.Никитин фермер), минераллă удобренишĕн 124 пин тенкĕ.
Çапла вара, районти хуçалăхсен çур акине тĕплĕн хатĕрленсе, ăна вăхăтра та лайăх пахалăхпа ирттерме тăрăшмалла. Ĕçри ăнăçлăх пĕтĕмпех ял ĕçченĕсенчен килет. Вĕсем палăртнă тĕллевсене чыслăн пурнăçласса шанатăп.