Çамрăк инспекторсен слетĕнче
Апрелĕн 29-мĕшĕнче Мăн Этменти вăтам шкулта ГИБДД ĕçченĕсемпе вĕрентÿ пайĕ çул-йĕр çинчи çамрăк инспекторсен слетне ирттерчĕç. Пĕлтĕр слета 13 шкул хутшăннăччĕ, кăçал вара виçĕ шкул çеç конкурссенче тупăшрĕ: Мăн Этмен (виçĕ команда), Атнар тата Шулю шкулĕсен командисем. Районти ытти шкулсем слетра пулманни, унти ертÿçĕсем, вĕрентекенсем яваплăха туйманнине, ĕç çине сÿрĕк пăхнине çирĕплетрĕ. Паллах, çакăншăн вĕсене никам та пуçран шăлмĕ...
Малтанах çамрăк инспекторсен командирĕсем районти ГИБДД уйрăмĕн начальникне Ю.Ербулаткина слета хатĕр пулни пирки рапорт пачĕç. Юрий Григорьевич пухăннисене ăмăртура ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл кĕскен çул-йĕр çинчи инкек-синкексен сăлтавĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул Серенкасси шкулĕнче вĕренекенсемпе пулса иртнĕ инкеке илсе кăтартрĕ. Шăпах çавăн пек яваплăха туйман шкулсем слета хутшăнманни пирки пăшăрханса каларĕ.
Унтан шкул представителĕсем шăпа ярса ăмăрту мĕнле йĕркепе иртессине палăртрĕç. ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ А.Майоров конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Командăсем пĕр вăхăтрах тĕрлĕ конкурссене хутшăнса тупăшрĕç, хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне кăтартрĕç. Сăмахран, страхованипе çыхăннă ыйтусене çамрăк инспекторсем районти Росгосстрах уйрăмĕн представителĕпе А.Спиридоновпа сÿтсе яврĕç. Çамрăк эрудитсен конкурсне вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ А.Дадюкова ертсе пычĕ, çул-йĕр конкурсĕсене - ГИБДД инспекторĕсем.
Ăмăрту вĕçленсен жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ турĕç: шкул ачисем конкурссене тĕплĕн хатĕрленнĕ, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисене аван пĕлеççĕ.
Ятарласа палăртнă дистанцире велосипедпа тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тĕрĕс тухассипе тата фигурăсем туса ярăнассипе Атнарти вăтам шкулта вĕренекен Б.Туйманкина çитекен пулмарĕ. “Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисене чи лайăх пĕлекен” ята Мăн Этмен шкулĕнчи А.Зиновьев тивĕçрĕ. “Регулировщиксен” конкурсĕнче Мăн Этменти О.Жижайкина çĕнтерчĕ. Çÿлерех асăннă çамрăк инспекторсем РО РОСТО председателĕн В.Егоровăн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
ГИБДД-ăн çамрăк тусĕсем çул çÿрев хăрушсăрлăх правилисемпе тĕрлĕрен плакатсем, художествăлла номерсем хатĕрленĕ. Ку конкурсра атнарсем маттуртараххи курăнчĕ.
Çамрăк корреспондентсенчен Мăн Этмен шкулĕнчи Р.Осипова чи лайăх сочинени çырма пултарчĕ.
Чи нумай балл пухса ăмăртура пĕрремĕш вырăна Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мăн Этмен шкулĕн 1, 3-мĕш командисем йышăнчĕç.
Вĕсене ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Ербулаткин тата вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ А.Дадюкова Хисеп грамотисем тата пур командăна та пылак кучченеç парса чысларĕç.
Çĕнтерÿçĕ-команда вара республика шайĕнче майăн 18-20-мĕшĕсенче иртекен ăмăртăва хутшăнĕ. Шулю çамрăкĕсем хаваспах унта кайма хатĕрленесси пирки пĕлтерчĕç.