Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вут-кăварпа кĕрешесси - çăмăл мар

Апрелĕн 30-мĕшĕнче Раççейре пушар хуралне туса хунăранпа 356 çул çитет. Çак уява паян районти 33-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн чаçĕ те паллă тăвĕ.

Юлашки çулсенче кунти ертÿçĕсем пĕрмай улшăнса пычĕç. Хальхи вăхăтра пушар хурал чаçĕн начальникĕн тивĕçĕсене А.Н.Барышев пурнăçлать.

Коллектив пирки сăмах пуçарнă май, Александр Николаевич ăна акă мĕнле хаклать:

- Пирĕн чаçре 22 çын вăй хурать. Вĕсенчен ытларахăшĕ çамрăксем. Нумай çулсем тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансен шутне А.Дадюкова, Н.Князькова, А.Кодякова кĕртмелле.

Коллектив пушă вăхăта усăллă ирттерет. Нумайăшĕ спортпа туслă, юрлама-ташлама юратакансем пурри те кăмăла çĕклет.

Хальхи вăхăтра кунта  6 пушар машини. Машинăсене водительсем юсавлă тытма тăрăшаççĕ, вĕсем çине пысăк тим­лĕх уйăраççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: чылай хуçалăхсенче пушар машини çук е пур пулсан та  вырăнтан тапранаймасть. Акă, районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 8 пушар машини шутланать, вĕсенчен 4-шĕ - юсавсăр. Ку, паллах, чăрмав кÿрет.

Вутпа кĕрешекенсен пушар тухас хăрушлăх тапхăрĕсем умĕн рейдсене тухасси йăлана кĕнĕ. Акă,  çывăх вăхăтра вĕсем ял çыннисемпе тĕл пулусем ирттерĕç. Асăннă ĕç ял халăхне асăрхаттарма пулăшать, пушар хăрушсăрлăхĕ пысăк пĕл­терĕшлĕ пулнине çирĕплетет. Анчах та çав-çавах ялсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман тĕслĕхсем сисĕнеççĕ. Нумай чухне çынсем кил-çурт çумне вутă-шанкă, утă-улăм е тата ытти хăвăрт хыпса  илме пултаракан япаласене вырнаçтараççĕ, çÿп-çапсене пуçтармаççĕ. Хăш-пĕр ялсен урамĕсемпе иртсе каймалла мар: вут-шанкă е строительство материалĕсем сапаланса выртаççĕ. Ку урам илемне пăсать çеç мар, транспорт хатĕрĕсене иртсе çÿреме те чăрмантарать. Пушар сиксе тухас пулсан çак йĕркесĕрлĕх вут-кăвар алхасакан çĕре çитме, вăхăтра пулăшу пама чăрмантарать. Çăва тухнă май ялсенче хурал тăратассине йĕркелемелле. Юлашки çулсенче çак ĕçе манăçтарчĕç.

Çулталăк пуçланнăранпа районта 13 пушар тухнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 тĕслĕх ытларах. Тăкакĕ те пĕчĕк мар - 250 пин тенкĕ.

Пушартан сыхланасси хамăртан нумай килет. Тар юхтарса, асапланса тунă кил-çурт тата ĕмĕ­рĕпе пухнă япаласем пĕр самантрах çунса каяççĕ. Çавăнпа та вут-кăварпа асăрхануллă пулар, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне А.Н. Барышев.

Йывăрлăхсем пур пулин те, районти 33-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн коллективĕ хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлама, йывăрлăхсенчен тухма майсем шырама тăрăшать, ума лартнă тĕллевсене тата пăхса хунă ĕçсене пурнăçа кĕртессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тимлет.



"Пирěн пурнăç"
30 апреля 2005
00:00
Поделиться