Поздравление главы администрации района с Праздником Весны и Труда
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Çуркунне тата Ĕç уявĕпе ăшшăн саламлатăп. Майăн 1 – мĕшĕ çутçанталăк чĕрĕлнине, пысăк тĕллевлĕ ĕçсене пурнăçа кĕртессишĕн иксĕлми вăй –хăватпа, хастарлăхпа ĕçлес юхăм вăйланнин тапхăрĕ пуçланнине те систерет.
Килĕшупе мир, туслăхпа тăванлăх - пирĕн обществăна пĕрлештерсе пĕр шухăш тĕллевпе малалла аталанма пулăшакан тĕп çул – йĕрĕн çирĕп никĕсĕ.
Майăн 1 – мĕшĕ - тăван çĕре юратакан, тăван енĕн тирпей илемĕшĕн тăрăшакан кашни çыннăн уявĕ те. Кашни çын хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçласа пырсан, обществăн çирĕп никĕсĕшĕн тăрăшса ĕçлесен - эпир яланах вăйлă та тĕреклĕ.
Республика Президенчĕ йышăннă парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен калакан Указне пурнăçа кĕртессишĕн эпир сирĕнпе, хаклă ентешĕмĕрсем , пысăк хастарлăхпа тăрăшса ĕçлессе шанатăп. Çуркуннехи Ĕç уявĕнче районта пурăнакан кашни çын йывăç лартсан, тăван ен илемĕшĕн вăй хурса ĕçлесен –Чутай тăрăхĕ татах та илемлĕрех пулĕ.
Çурхи уяв сирĕн чĕресенче шанăç çураттăр, хавхалану тата çĕкленуллĕ кăмăл – туйăмсем вăраттăр. Сире пурсăра та тату та тулли пурнăç, икслĕлми вăй – хал, телей те юрату сунатăп.
Район администраци пуçлăхĕ В. Орлов