Трактористсем
Ачкасси ял администрацийĕнче Яндайкинсен çемйине палламан çын çук та пулĕ. Уйрăмах “Путь Ильича” колхозра вĕсене ырăпа çеç асăнаççĕ, çак çемьен ĕç династийĕ çинчен хăпартланса каласа кăтартаççĕ. Яндайкинсен мухтанмасăр май çук, анчах вĕсем кăкăр çапса çÿрекенсен йышши мар. Яланах ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Çак çемьен асăннă хуçалăхри ĕç стажĕ - 292 çул. Район администрацийĕ Яндайкинсене çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Чăваш Енри чи лайăх ĕç династийĕсен республикăри слетне яма йышăннă.
Ĕç династине пуçараканĕ - Петр Васильевич Яндайкин - 1923 çулта Ачкасси ялĕнче çуралнă. Малтанах вăл ялти пуçламăш шкулта, унтан Туктамăшра - 7 класс, хыççăн Хĕрлĕ Чутайри шкулта 8 класс пĕтернĕ.
Петр çамрăклах техника патне туртăннă. Çавăнпах вăл 1937 çулта трактористсен курсне вĕренме кĕнĕ. 1937-1942 çулсенче вара МТС-ра тракторпа ĕçленĕ.
1942 çулта Петр Яндайкина Хĕрлĕ Çара кайма повестка панă. Районти ытти çамрăкпа пĕрле Ачкасси каччи Калинин фронтне лекнĕ. Хаяр çапăçусенчен пĕринче вăл йывăрах мар аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн Петр çăмăл çул-йĕр шыраман, каллех малтисен ретĕнче тăрса тăшмансемпе çапăçнă. Белорусси çĕрĕ çинчи, Минск хулине хÿтĕленĕ чух Петр Васильевич иккĕмĕш хут аманнă. Сывлăхне кура 1944 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче ăна киле янă.
Тăван яла таврăнсан, Петр хăйĕн юратнă ĕçнех кÿлĕннĕ. “Хурçă учĕ” çине ларса ака-суха ĕçĕсене тунă. Тин çеç сухаланă çĕр вара ырă шăршă кăларса сывлани, урăхла каласан, хура тăпра ырлăхĕ чуна савăнтарнă, малалла ĕçлеме вăй-хал панă.
Пурнăç шав малалла шăвать, хăй еккипех илсе пырать. Ял каччи ир пуçласа мĕн каçченех ĕçре пулин те пĕр хĕр-упраçа куç хывма ĕлкĕрет. 1946 çулта Петр Мари ятлă хĕре качча илет. Çапла вĕсем çемье çавăрса икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстереççĕ.
Мария Ермолаевна, ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ, колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман тейĕн. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 38 çула çитет. Шел, вăл 1977 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
1954-1958 çулсенче Петр Васильевич Хĕрлĕ Чутайра малтан тракторист, унта тракторсен бригадин бригадирĕн пулăшуçи пулса вăй хунă. Тăван колхозра вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тракторпа ĕçленĕ. 44 çулне вăл ял хуçалăхне панă. Апла пулин те пурнăç çулĕ çинчи йывăрлăхсем хуçайман ăна. Чун ăшши, юратнă ĕç, хавхаланулăх, вăй-хăват хура-шура чăтса ирттерме пулăшнă, паллах. Хăйĕн пурнăçĕ çине нихăçан та кÿренмен, тракторист çулне суйласа илнĕшĕн те пĕртте ÿкĕнмен. Мĕн пенсие тухичченех вăл колхоз ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх паракан пулнă. Ваттисем каланă тăрăх, йывăçа çимĕçпе хаклаççĕ пулсан, çынна вара - ĕçĕпе. Шăпах пархатарлă ĕçĕшĕн Петр Васильевич чылай Хисеп грамотисемпе наградăсене тивĕçнĕ. Вăрçăра паттăррăн çапăçнăшăн панă II степень Отечественнăй вăрçă орденĕ те унăн кăкри çинче вырăн тупнă.
Петр Васильевич хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура терĕмĕр ĕнтĕ. Вăл хăйĕн ывăлне, Владимира та, мĕн ачаранах ĕçе юратма вĕрентнĕ, техникăна перекетлĕн тата юсавлă тытма хăнăхтарса ÿстернĕ. Пурнăç тăршшĕнче пухăннă пысăк ĕç опытне ывăлне пама тăрăшнă.
Ывăлĕ, Владимир, ашшĕ пекех “Путь Ильича” колхозра тракторист пулса ĕçлет. Унăн ĕç стажĕ - 30 çул.
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Владимир СХТ-ри трактористсен курсне вĕренме кайнă. Алла права илсен, тăван колхозрах вăй хума тытăннă. 1977-1979 çулсенче Арзамас хулинче службăра тăнă. Унтан таврăнсан каллех - руль умне.
Унтанпа трактор çинчен анман тесен те йăнăш мар. Паянхи кун та хăйне шанса панă “хурçă утне” алăра çирĕп, юсавлă тытать, тухăçлă ĕçлеттерет. Тракторĕ те хăйĕн хуçине паллать тейĕн: Владимир Петровичăн çыпăçуллă аллисем пырса перĕнсенех ĕçлесе каять.
Пурнăç улшăнсах пырать, Владимир Яндайкинăн тĕллевĕ çеç çавăн пекех: ака-суха тумалла, çĕршыв валли çăкăр ÿстермелле. Ĕçне кура - хисепĕ теççĕ, халăхра. Тăрăшулăхне кура ăна колхоз, район администрацийĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă. Чи пысăк награда вара - I степень Мухтав орденĕ. Ăна Владимир Петрович 1986 çулта тивĕçнĕ. Çав çулах вăл “Районти чи лайăх механизатор” пулнă.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Владимир Петрович та çавăн пекех, ашшĕн çулĕпе кайнă, ун пекех ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Çав хушăрах вăл юратнă мăшăр та, ашшĕ те. 1980 çулта Владимир Петрович Раиса Михайловна Тинехпейкинана качча илнĕ. Каярахпа вĕсен çемйинче икĕ ача: хĕрпе ывăл, çуралнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пысăк, Шупашкарта професси пĕлĕвне илеççĕ.
Владимир Петрович вара кашни ирех колхозалла çул тытать, унта ăна шанчăклă “тусĕ” кĕтет.
Станислав Васильевич Яндайкинăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ пиччĕшĕнчен (Петр Васильевичран) нимпе те уйрăлса тăмасть. Унăн ĕç стажĕ - 44 çул.
Вăл та хăй вăхăтĕнче СХТ-на трактористсен курсне çÿренĕ. Ял хуçалăх управленийĕн шкулĕнче тыр-пул пухса илмелли техникăн инженерне вĕреннĕ.
Станислав Васильевич 1958 çулта Вера Васильевнапа çемье çавăрнă. Виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Вадим ывăлĕ те ашшĕ çулĕпех кайнă. Вăл ĕнтĕ 20 çул тракторпа ĕçлет.
Станислав Яндайкин 44 çул ĕçленĕ хушăра коллективра хисепе тивĕçнĕ. Унăн курăмлă ĕçĕсене республикăра та асăрханă. 1977 çулта ăна “Республикăри чи лайăх механизатор” ят панă”, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă.
Анатолий Васильевич - Петрпа Станиславăн шăллĕ - 1944 çулта çуралнă. Вăл та пысăк стажлă тракторист, унăн ĕç стажĕ - 44 çул. Мăшăрĕпе Любовь Васильевнапа (унăн ĕç стажĕ 40 çул) икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ.
Калас пулать, Анатолийăн пурнăçĕ пиччĕшĕнчен кăшт урăхларах та пулнă, пулĕччĕ те. Анатолий Васильевич çамрăк чух Шупашкарти драма театрĕн балет студийĕнче, аэроклубра пилота вĕреннĕ. Çак профессипе вăл Хусанти авиацин вĕрентÿ центрĕнче ĕçленĕ. Анчах шăпа ăна тăван çĕр çине туртса илнĕ, малашнехи çулсене вăл колхозра тракторист пулса вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Унăн ĕçне малалла Александр ывăлĕ тăсать, колхозра тракторпа ĕçлет.
Петр Васильевич пуçласа янă ĕç династийĕ чăннипех те тăрăшуллă, ĕçчен çынсенчен йĕркеленнĕ. Вĕсен ăрăвĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Яндайкинсен ĕç стажĕ çулсерен ÿссе те ÿссе пытăр, ăруран ăрăва куçтăр.