Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чи сăваплă та таса вырăна йĕркене кĕртесчĕ

Пур çĕрте тенĕ пекех сăмах ытларах тасалăхпа тирпейлĕх çинчен пырать. Атнар ял администрацийĕнче çак ыйту тавра лару- тăру еплерех-ши;

Сăмах - Атнар ял администрацийĕн пуçлăхне Александр Николаевич КУЗНЕЦОВА.

Тасалăхпа тирпейлĕх пирĕн пурнăçра чи кирлисенчен пĕри тетпĕр пулин те, таврарине çеç мар, сăмса айĕнчине те курми пултăмăр. Хушсан тин урлă выртана тăрăх çавăрма пикенетпĕр. Çак сăмахсене Николай Федоров Президент 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерни те яр уççăнах çирĕплетет. Тĕрĕссипе, урамсене, парксемпе садсене илĕртÿллĕ те таса тытасси - ятарлă Указ кăлармасăр куллен кун туса пымалли ĕç. Çук вĕт, хушу, чăмăркка кирлĕ пире. Мĕн пытармалли, хăш-пĕр яла пырса кĕме çук. Кашни кил умĕнчех çÿп-çап, ванчăк кирпĕч, çĕрĕшнĕ хăма-пĕрене тĕлли-паллисĕр выртать. Çурт умĕнчи пахча картине юсама, сăрлама та мехел çитерейместпĕр. Парксемпе садсем чăтлăха çаврăннă. Шăп çак çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе ял уявĕсене ирттересси те йăлана кĕрсе пырать. Ял уявĕ - халăх уявĕ. Пĕрле ĕçлемелле, пĕрле савăнмалла. Тăван тавралăх илемне ÿстересси, ял пуласлăхĕшĕн, илемлĕхĕшĕн тăрăшасси пурсăмăрăн та тивĕç-çке. Çакна тĕпе хурса ял администрацийĕнче эпир  ял уявĕсен  графикне хатĕрлерĕмĕр: Трапай ялĕн - майăн 21-мĕшĕнче, Атнар - августăн 6-мĕшĕ, Хĕрлĕ Çыр - июнĕн 2-мĕшĕ, Туканаш - августăн 13-мĕшĕ, Утаппăр - июнĕн 24-мĕшĕ, Урикасси - июнĕн 18-мĕшĕ, Кишлĕ - июлĕн 30-мĕшĕ, Сорăм - июлĕн 2-мĕшĕ. Уяв умĕн эпир “Чи илемлĕ ял”, “Чи илемлĕ урам”, “Чи илемлĕ кил-çурт”, “Чи пуян хушма-хуçалăх” ятсене тивĕç пулнисене ырăпа хаклăпăр, стендсем туса лайăххипе пĕрлех япăххине (сăн ÿкерчĕксемпе) те асăнăпăр. Çавăн пекех йĕпе-сапа çанталăкра уйрăм çынсене машина-тракторсемпе урамсене çăрса çÿрес çуккине тата йытăсене шăнчăра кăкарман хуçасене асăрхаттарнă, малалла та йĕркене пăхăнмасан вĕсен явап тытма тивĕ. Тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе пĕрле кар тăрса ĕçлесен тăван ял, урам, кил-çурт илемлĕ пулĕ. Çакă хамăршăнах лайăх-çке!

Çакна та калассăм килет: парксемпе садсене тирпейленĕ чухне масарсене (çăвасене) те манса хăварас марччĕ, вĕсене те йĕркене кĕртесчĕ. Мĕн пытармалли, ял масарĕсем паян Иван Сусанин  тăшмансене илĕртсе кĕнĕ чăтлăхран нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Кирек хăш ялăн масарне кĕр, куçа çакăн пек ÿкерчĕк тăрăнать: тÿннĕ картасем, хĕрессем, ватăлса е вăйлă çилпе хуçăлса ÿкнĕ йывăçсем, иртме май çук ÿссе кайнă тĕмсем, кăкăр таранах ашкăрса çитĕннĕ хупах, пиçен, вил тăприсем курăнмалла мар талккишпех пусса илнĕ курăк... “Масарне кĕрсе кур та - халăхĕ еплереххине тÿрех пĕлĕн” , - тесе калас килет. Чунăмăрсем чулланса çитрĕç пулсан, çут тĕнчене илсе килнĕ, ÿстернĕ, çын тунă аннесемпе аттесен вил тăприйĕсене тирпейлĕ тытмалли тивĕçĕмĕре те мантăмăр пулсан - Президент темиçе Указ кăларсан та лару-тăру тĕпрен улшăнмĕ. Тата Хушу кăларса тумалли ĕç-и вара вăл -çывăх тăванăмăрсен вил тăприйĕсене пăхса, юсаса, тирпейлесе тăрасси; Çак асăннă ĕçсене эпир, Атнар ял администрацийĕнче пурăнакансем, пурте пĕрле пухăнса шăмат кун, апрелĕн 30-мĕшĕнче, 10 сехетре, Мăнкун умĕн, пурнăçа кĕртес терĕмĕр. Атте-анне, тăвансем, ял-йыш... выртакан масарсене - чи сăваплă та чи таса пулмалли вырăна - йĕркене кĕртесчĕ.



"Пирěн пурнăç"
27 апреля 2005
00:00
Поделиться