Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр

Ырми-канми ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурне те сĕтлĕ-çуллă та аш-пăшлă пурнăçпа усрасси - халăх хуçалăхĕн чи йывăр та пархатарлă ĕçĕ. Алран кайми ĕç пысăк тимлĕх ыйтать. Тимлĕхе кура ĕç тухăçĕ ÿсмелле.

Нумаях пулмасть выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пĕр­ремĕш кварталĕнчи кăтартăвĕсене районти ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, зоотехникĕсемпе ветеринари специалисчĕсем тишкерчĕç.

Районăн вăтам кăтартăвĕсем тăрăх, иртнĕ виçĕ уйăх хушшинче кашни 100 гектар çĕр пуçне 9 центнер аш, 60 центнер сĕт суса илнĕ. Асăннă тапхăрта “Свобода”, “Победа”, “Аккозинский”, “Коминтерн” хуçалăхсем япăх мар ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 207,7 тонна аш илнĕ, 1380 тонна сĕт сунă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пĕтĕм сунă сĕчĕн 32 процентне “Коминтерн” хуçалăхĕ суса илнĕ теме пулать.

Районти хуçалăхсенчен хăшĕ-пĕрисенче выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра апат паманнине, унăн пахалăхĕ япăххине пула тата тĕрлĕ апат хутăшĕсемпе тутлăхлантарса çитерменни пирки сăвăм çав тери пĕчĕк. Çак сăмахсем “Сура” (14 тонна сĕт сунă), “Искра” (26 тонна), “Марксист” (6,9), “Вперед” (36), “Черепановский” (4), “Рассвет” (5,6) хуçалăхсене пырса тивеççĕ.

“Путь Ильича”, “Свобода”, “Коминтерн”, “Асамат” хуçалăхсенчи зооветспециалистсем пирки ырăпа асăнмалла. Вĕсем выльăх-чĕрлĕхе ытларах чĕрĕ ÿт хуштарас, сĕт нумайрах суса илес тесе выльăх апачĕсене “Фелуцен”, “Клядесь” минераллă комплекссемпе, пурă, монокальцийфосфат хутăшĕсемпе усă курса тăрантараççĕ. Çа­вăн­пах ку хуçалăхсенче ÿсĕмсем пысăк.

Районта талăкра кашни ĕнерен вăтамран 10,9 килограмм сĕт суса илеççĕ пулсан, республикăн пĕтĕ­мĕшле кăтартăвĕ вара 8,0 килограмм çеç. “Свобода” (17,5 кг), “Коминтерн” (14,3), “Санкинский” (13,5), “Аккозинский” (12,9) хуçалăхсен кăтартăвĕсем вара республикăн вăтам кăтартăвĕнчен самаях пысăк. Пĕр условисенчех “Искрара” - 3,5, “Марксистра” - 4, “Рассветра” - 2,2, “Сурара” талăкра пĕр ĕнерен 5,5 килограмм кăна сĕт суса илеççĕ.

Районти выльăх-чĕрлĕх йышне тишкерес пулсан, лару-тăру çакăн пек: мăйракаллă шултра выльăх - 6256 пуç, вăл шутран 1868-шĕ  сумалли ĕнесем, сыснасен хисепĕ - 1345, лашасем 356 пуçпа танлашать. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан самăртма хупнă выльăхсене - 885 пуç, сумалли ĕнесене 214 пуç чакарнă. Сăмахран, “Искрара” - 378 пуç, “Марксистра” - 129, “Сурара” - 55, “Рассветра” 39 пуç ĕне-выльăх чакнă. Асăннă хуçалăхсем, пысăк мар пулин те, выльăх шутне самаях пĕчĕклетнĕ. Йыша кун пекех пысăк хăвăртлăхпа чакарса пырсан вĕсем вуçех ĕне-выльăхсăр тăрса юлма пултараççĕ.

Выльăх йышне пĕр шайрах тытса пыракан хуçалăхсен шутне “Путь Ильича”, “Коминтерн”, “Аккозинский”, “Нива”, “Асамат” хуçалăхсене кĕртмелле. Палăртма кăмăллă, “Коминтернра” сыснасен йышĕ самаях ÿснĕ.

Виçĕ уйăх хушшинче мăйракаллă шултра выльăхсене 143 тонна, сыснасене 26 тонна чĕрĕ ÿт хуштарнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, выльăхсем - 36 тонна сахалрах, сыснасем 7 тонна нумайрах ÿт хушнине палăртмалла. Тĕс­лĕхрен, “Коминтернри” выльăхсен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ - 679, “Свободăра” - 707, “Нивăра” - 651, “Аккозинскинче” - 619, “Санкинскинче”  574 грампа танлашнă. “Марксист”, “Вперед”, “Сура” хуçалăхсенче выльăхсем вара вăтамран 146, 326, 266 грамм çеç ÿт хушнă.

Пĕрремĕш кварталта районти хуçалăхсенче çамрăк выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварайман тĕслĕх­сем те пулнă. Иртнĕ çул 25 пуç ĕне-выльăх вилнĕ, кăçал - 45 пуç çамрăк пăру, сыснасем 48 пуç вилнĕ.

Çавăн пекех çак тапхăрта 591 мăйракаллă шултра выльăх, 209 сысна, 22 лаша сутнă. Кашни сутнă ĕне-выльăхăн чĕрĕ виçи вăтамран - 304, сыснасен - 97, лашасен 341 килогрампа танлашнă. Уйрăмах выльăхсене пĕчĕк виçепе “Искра”, “Черепановский”, “Сура” хуçалăхсем сутнă. Çав хушăрах “Коминтерн”, “Свобода”, “Нива”, “Штанашский”, “Санкинский” хуçалăхсен сутăнакан выльăхсем 400 килограма яхăн тайнă.

Юлашкинчен çакна каламалла: Етĕрне районĕнчи хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа апатлантарас тĕлĕшпе 76 процент таран минераллă хутăшсемпе усă кураççĕ. Çавăнпа та вĕсен сăвăмĕ те, ÿт хушаслăхĕ те çулран-çул ÿссе пырать. Пирĕн районти хуçалăхсенче вара апат хутăшĕсемпе 24-25 процент çеç усă кураççĕ. Çакăн пирки зооветспециалистсен тĕплĕн шухăшламалла, “Коминтерн”, “Свобода” хуçалăхсенчен тĕслĕх илсе ĕçлеме тăрăшмалла.

Çăва тухиччен вăхăт нумаях юлмарĕ пулин те,  выльăх апачĕсемпе пĕлсе усă курса, выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăк çине тĕрĕс-тĕкел кăларма тăрăшмалла.



"Пирěн пурнăç"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться