Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пултараççĕ Чутай артисчĕсем

1978 çул. Пăрачкавра драма коллективĕсен смотрĕнче Леонид Агаков çырнă «Ялан чап-чап уйăхĕ пулмасть» камите ăнăçлă вылянă хыççăн Хĕрлĕ Чутайран килнĕ пултарулăх ушкăнне «Халăх театрĕ» хисеплĕ ят параççĕ.

Çакăн хыççăн Р.Языкова ертсе пынипе театрăн пирвайхи артисчĕсем - Г. Анисимова, Р.Галимов, В.Тиханкин, З.Магаськина - çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеççĕ. Йыша Г.Стекольщиков, М.Козлов, В.Сергеев, Г.Степанова, З.Петрова, Н.Хорайкина, Л.Орлова тата ыттисем хутшăнаççĕ. Драма, комеди, трагеди - мĕн кăна лартман-ши театр, ăçта кăна пулман-ши хăйĕн спектаклĕсемпе;

Анчах та пурнăç яланах такăр çулпа чупмасть çав. 1997 çулта Вăрмарта иртнĕ «Ахрăм» фестиваль хыççăн темĕнле сăлтава пула театр хĕлхемĕ сÿнме пуçлать: темиçе кулăш, ячĕшĕн лартнă камитсем. Çапла çул хыççăн çул иртет.

Пĕлтĕр вара пултарулăх ушкăнне çĕнĕ варкăш çил вĕрсе кĕчĕ тейĕн. А.Башкиров, Н.Чубайкин, Л.Крикова, А.Дмитриева тăрăшнипе çĕпĕр драматургĕ С.Лобозеров пьеси тăрăх «Ах, тĕнче» камит тухрĕ. Кăçал Р.Галимов белоруç драматургĕ А.Кудрявцев çырнă «Тăлăх Марье» драмăна хатĕрлерĕ. Кĕске хушăрах спектакле 4 хут кăтартрĕç. Апрелĕн 4-мĕшĕнче унпа республикăра иртекен «Ахрăм Мухтав» фестивале хутшăнчĕ. Жюри членĕсене пирĕн артистсем рольсене тĕрĕс ăнланса выляни савăнтарнă, декорацире çаврăнман сцена çинче виçĕ вырăн (кил, масар тата пÿрт умĕ) кăтартма пултарни те тĕлĕнтернĕ. Вĕсем хĕрлĕчутайсене мухтанă, спектакле пысăк хак панă.

Чăнах та, «Тăлăх Марье» - куракан чунне хускатакан, шухăшлама чĕнекен драма. Çак драмăн режиссерĕ Р.Галимов та, рольсене калăплакан артистсем те мухтава тивĕç.

Камсем-ха вĕсем, мухтава тивĕçлĕ артистсем; Спектакльти чылай рольсене гимназире ĕçлекен учительсем выляççĕ. Сăмах май, вĕсем халăх театрĕн ĕçне тахçанах активлă хутшăнаççĕ. «Тăлăх Марье» драмăра та вĕсем асра юлмалли сăнарсем калăпларĕç. Акă, Марье (Е.Грузинова) хăрушă çапăçура аманнă летчика сыватать, юратса пăрахать, анчах çăлса хăвараймасть. Фашистсем вăл пурăнакан ялти 137 çынна çунтарса яраççĕ. Ялĕ те юлмасть. Марье кашни çуннă çын вырăнне улмуççи йывăççи лартать, летчика асăнса - палăк. Ольгăпа Мотя хĕр тусĕсен вăрттăнлăхĕсене те вăл пытарса пурăнать: тантăшĕсене нимĕç салтакĕсем мăшкăланă, вĕсен ачасем çуралнă. Мотя нимĕçсенчен хăраса ачине кăшкăртас мар тесе çăварне хупланă: ачи сывлайми пулса вилнĕ. Мотя çав çухату хыççăн ăссăрланнă. (Ăссăр хĕрарăм рольне Т.Иванова вĕрентекен ĕненмелле вылять). Ольгăн хĕрĕ, Татьяна, ашшĕ камне пĕлменскер, халĕ ял Совет председателĕ. Пĕррехинче вăл хăй нимĕç салтакĕнчен çуралнине пĕлет.

Трагедилле самантсем... Вĕсене уçăмлăн та тĕрĕс кăтартма пултарчĕç Е.Чеченешкинапа В.Кудряшова.

Т.Шереметьева учительница та Наталья ролне лайăх вылярĕ. Наталья - летчикăн арăмĕ. Пурнăç тăршшĕпех вилнĕ упăшкин вил тăприне шырать. Юлашкинчен тупать.

Çавăн пекех драмăна сцена çине кăларма А.Башкиров режиссер ассистенчĕ, Г.Тимакова вĕрентекен, Л.Шереметьевапа Е.Васильев вĕренекенсем нумай тăрăшнă.

Тăрăшни сая каймарĕ. Хĕрлĕ Чутайри халăх театрĕ куракансене хумхантарма пултаракан спектакле сцена çине кăларса хăй пуррине тепĕр хут пĕлтерчĕ.



"Пирěн пурнăç"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться