Субсидипе усă курăр
Мĕн вăл субсиди; Çак сăмахăн пĕлтерĕшне районта пурăнакансенчен чылайăшĕ ăнлансах каймасть. Ун тавра çыхăннă ыйтупа тĕплĕнрех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Светлана Пугачева паллаштарать.
- Уйрăм кил-çуртсенче, хваттерсемпе общежитисенче пурăнакансене субсидипе тивĕçтерессине вырăнти хăй тытăмлăх органĕ йĕркелесе пырать. Çак укçа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тăкакĕсене саплаштарма пулăшать.
Субсиди пулăшăвĕпе усă курас текен граждансен çулталăкра 2 хутчен (кашни çур çулта) районти социаллă хÿтлĕх пайне кирлĕ документсем тăратмалла. Вĕсен шутĕнче: заявлени, çемье членĕсен 3 уйăхри тупăшĕ, çутăпа, газпа, вутăпа, шывпа усă курнăшăн тÿленĕ квитанцисем, çемьере çăмăллăхсемпе усă куракан çын пур пулсан удостоверени копийĕ, паспорт, перекет кĕнеки.
Иртнĕ çулта 1042 çемье 2395100 тенкĕлĕх субсиди илсе усă курнă, 2005 çулта социаллă хÿтлĕх пайĕ умĕнчи тĕп тĕллев - районта пурăнакан субсиди илме тивĕçлĕ çемьесен йышне ÿстересси.
Çакна та палăртмалла. Районта пурăнакан çемьесене субсидипе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Кăçалхи çул валли пурĕ 2642800 тенкĕ укçа пăхса хунă ĕнтĕ.
- Çемьере тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă куракан çын пур пулсан, вĕсем субсиди илме пултараççĕ-и;
- Субсиди виçине вĕсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курнине кура шутлаççĕ.
Çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ шутне килти хушма хуçалăхран туса илнĕ продукци хакĕ кĕмест: нумай ачаллă çемьесен, çемьере пенсионерсем çеç пурăнсан е çемьере I, II ушкăн инваличĕсем, ача-инвалид пур пулсан.
- Ĕç кĕнеки тăрăх, çын ниçта та ĕçлеменни палăрать. Ун йышшисен субсиди илме мĕнле документсем тăратмалла;
- Районта ниçта та ĕçлемен граждансен йышĕ пĕчĕк мар. Вĕсен субсиди илес тесен договорпа е предприниматель пулса ĕçлекен, е фермер хуçалăхĕнче, е тата акципе ĕçлесе илнĕ тупăша кăтартакан справкăсене тăратмалла.
Çакна та палăртмалла. Районта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесен пурнăç условийĕсене кăшт та пулин çăмăллатас тĕллевпе райадминистраци çумĕнче ятарлă комисси туса хунă. Çавăн пек çемьесене, вырăнти ял администрацийĕ ыйтнипе, субсидипе тивĕçтереççĕ.
2005 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа ЧР саккунĕпе килĕшÿллĕн, ялта ĕçлесе пурăнакан учительсемпе медицина, культура ĕçченĕсем, ветспециалистсем коммуналлă пулăшупа туллин усă курнине шута илсе, субсиди илеймеççĕ.
Çак учрежденисенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене, вĕсем мĕнле çăмăллăхпа усă курнине шута илсе, субсиди шутлаççĕ.
- Тавта пуç калаçушăн.