Мухтанатăп хамăр ял хĕрĕсемпе
Çак кунсенче редакцие çирĕп кĕлеткеллĕ, уççăн та янăравлăн калаçакан ватă çын килчĕ. Тÿрех каламалла: вĕреннĕ çын ку. Тыткаларăшĕ, калаçăвĕ çакна систерчĕ. Хама вĕрентнĕ Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан истори учительне Владимир Максимович Ярадаева тÿрех палларăм. Вăл кăмăлпах хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Ачалăх
В.М.Ярадаев 1928 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 6 ача (4 ывăлпа 2 хĕр) çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Владимир - пиллĕкмĕш. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ, килти хуçалăхра тăрмашнă, ача-пăчана ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕ вара пурнăçне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. Уншăн вăрманти уçă сывлăш, чĕвĕлти кайăк сасси чун уççи пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех лесникра тăрăшнă.
Владимир тăван ялти пуçламăш шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Пантьăкри шкула çÿренĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ачасен вăхăтлăх шкула пăрахма тивнĕ. Ялти вăйпитти арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕрен колхозри ĕçсем çамрăк ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. 13 çулхи Владимир та ыттисемпе тан колхоз ĕçне хутшăннă. Пурнăç тути-масине ачаллах ас тивнĕ. Вăрçă пĕтсен 1946 çулта малалла пĕлÿ илме Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çÿренĕ. 1949 çулта пултаруллă çамрăк Чăваш патшалăх институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Института вăл ăнăçлă пĕтерет.
- Пирĕн çемьере 6 ача пулнă, вĕсенчен 5-шĕ аслă пĕлÿллĕ. Кун пеки çемьере сахал пулать, - аса илет халĕ Владимир Максимович. Чи асли - Григорий, Тутар Республикинче математика учителĕ пулса ĕçлерĕ. Шел те, çĕре кĕчĕ. Аннапа Мария та учительсем. Вĕсем Калкасси ялĕнче пурăнаççĕ. Иван ятли Етĕрне районĕнче ветврач пулса тăрăшрĕ. Вăл та пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Александр шăллăм Пантьăкри, Серенкассинчи шкулсенче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентрĕ. Унăн та кун-çулĕ кĕске пулчĕ.
Учитель
В.М.Ярадаев ĕç биографине Тури Çĕрпÿкассинчи 7 класлă шкулта пуçлать. 1956 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче райком партинче ĕçлет, куçăмсăр майпа Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕренет. 1961 çулта районти вĕрентÿ пайĕн инспекторĕнче тăрăшать. Çав çулах ăна Тури Çĕрпÿкассинчи шкулта директор пулма шанаççĕ. 6 çул çак лава туртса пырать. Пĕр хушă I Хурашашри шкулта та директор пулса ĕçлет. Унтан, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, Тури Çĕрпÿкассинчи, I Хурашашри шкулсенче истори учителĕ пулса тимлет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн - 37 çул.
Çемье
Владимир Максимович Тури Çĕрпÿкассинчи шкулта ĕçленĕ чухне кунти хĕрпе Зоя Константиновна Поляковапа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялта фельдшер-акушер пулса ĕçлерĕ. Ярадаевсен виçĕ ача. Аслă хĕрĕ, Лида, амăшĕ пекех медицина профессине суйласа илнĕ. Çĕмĕрле хулинче ĕçлесе пурăнать. Рина ятли те аслă пĕлÿллĕ. Шел те, йывăр чире пула çамрăклах чĕри тапма чарăннă. Саша ывăлĕ Шупашкарта судья тивĕçне пурнăçласа пырать. Зоя Константиновнапа Владимир Максимович Ярадаевсем ачисем ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿснишĕн савăнаççĕ.
Мухтанатăп ВаÇкаÇырмин паттăр хĔрĔсемпе
- Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ май, манăн Ваçкаçырми ялĕнчи вăрçа хутшăннă хĕрсене асăнса хăварас килет, - калаçăва малалла тăсрĕ учитель-ветеран. - Пирĕн ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 15 хĕр тухса кайнă. Вĕсене çара ăсатнине паянхи кун пек ас тăватăп. Ялта кашни кун тенĕ пекех салтак юрри шăранатчĕ. Мĕн пур вăйпитти арçын, хĕрсем те урам тăрăх салтак юрри юрласа утатчĕç. Эпир, 13 çулхи ачасем, вĕсем хыççăн кĕпĕрленсе чупаттăмăр, хурлăхлă юррисене итлеттĕмĕр, аслисем йĕретчĕç. Эпĕ халĕ ватă çын, анчах Ваçкаçырми ялĕн хĕрĕсен харсăрлăхĕпе, хăйсен ирĕкĕпе вăрçа хутшăннишĕн, паттăрлăх кăтартнишĕн, мухтанатăп. Вĕсене кашнине ятран (хĕр чухнехи хушамачĕсемпе) асăнса хăварсан та вырăнлă: Мария, Клара, Антонина Ефремовсем (пĕр килтенех виçĕ хĕр), М.Семенова, Н.Антипова, М.Григорьева, Д.Романова, А.Прохорова, А.Теплушкина, Е.Теплушкина О.Яковлева, А.Ярадаева, Е.Яшина, А.Романова, Ф.Макарова. Марияпа Антонина Ефремовсем тăшманпа паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Ыттисем тăван яла таврăнчĕç, çемье çавăрчĕç. Чыс та мухтав сире, Ваçкаçырми ялĕн паттăр салтак-хĕрĕсем. Эсир-çке, черчен те ачаш, çепĕç чунлă хĕрсем, тăшманран хăрамасăр хаяр çапăçусене хутшăнтăр, паттăрлăх кăтартса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн хăвăра шеллемерĕр.
- Пурнăçа Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче ирттеретĕп. Çавна май, кунти вăрçа хутшăннă хĕрсене те асăнас килет. Вĕсем: М. Ермолаева (халĕ Инедеркина, Шулюра пурăнать) А. Дмитриева. Шел, вăрçă хыççăнах çĕре кĕчĕ.