Техникăна юсавлăх кирлĕ
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн ответлă тапхăр çывхарса пырать: вăл - çур аки. Ăна вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси ытларах техникăран килет.
Шел пулин те, çулран çул техника шучĕ чакса пынине палăртмалла. 2000 çулта районĕпе 300 трактор пулнă пулсан, халĕ вăл 194 единица юлнă. Ытти техника тĕсĕсене тишкерес пулсан та вĕсен хисепĕ сахалланса пыни сисĕнет.
Анчах та кунпа лăпланса ларма кирлĕ мар. Кăçалхи çур акине мĕнле ирттересси çинчен тĕплĕн шухăшламалла.
Техника енчен илсен, паянхи куна районти хуçалăхсен тракторĕсем çур акине тухма - 145 единица е 74 процент, груз турттармалли автомашинăсем - 143-рен 95-шĕ (66 процент), сеялкăсем - 67, культиваторсем - 58, плугăсем - 62, çĕр улми лартмалли агрегатсем 47 процент юсавлă.
Техникăна юсас тĕлĕшпе “Коминтерн”, “Свобода”, “Путь Ильича”, “Победа” лайăх тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсенче юсавлăх 80 процентран та иртет.
Ĕç çине сÿрĕк пăхакан хуçалăхсен шутне вара “Искра”, “Черепановский”, “Рассвет”, “Марксист” хуçалăхсене кĕртмелле. Унта техникăна 60 процент таран та юсаман.
Çурхи ака-суха ирттерме кăçал 300 тонна дизтопливо, 110 тонна бензин кирлĕ. Хальлĕхе топливăна çурри таран янтланă, бензин вара 22 процент (25 тонна) хатĕрленĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас тĕллевпе “Коминтерн”, “Свобода”, “Аккозинский”, “Победа” аван ĕçлеççĕ. “Сура”, “Черепановский”, “Вперед”, “Марксист” хуçалăхсем вара ку енĕпе васкамаççĕ-ха.