Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çар службине каясси – тĕп тивĕç

Çар пурнăçĕ. Пĕр енчен хăратать те, тепĕр енчен мăнаçлантарать те. Урампа иртсе пыракан яштака пÿ-силлĕ çар çынни çине ватти-вĕтти те кăмăллăн пăхать. Çар профессийĕ пирĕн çĕр­шывра мĕн авалтан сумлă шутланнă. Çĕршыв хÿтĕлевçисем кирек хăш саманара та кирлĕ. Хуть те мĕнле çĕршыва та оборона çирĕплĕхĕ тăрăх хаклаççĕ. Апла пулсан каччăсен çар ретне тăмалла. Вăл - тĕп тивĕç. Вĕсем мар пулсан, кам сыхлĕ Тăван çĕршыва;

Паянхи куна районти çар ĕç комиссариатĕнче пурĕ 18 çын вăй хурать. Кашни хăй ĕçне пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесе пырать. Кунти специалистсем яш-кĕрĕме çар учетне тата вĕсене РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне тăратассипе тăрăшса ĕçлеççĕ, контракт йĕркипе службăна каякансем валли кирлĕ документсем хатĕрлеççĕ, йĕкĕтсене тĕрлĕ çар училищисене, институчĕсене, университечĕсене вĕренме яраççĕ. Чечен тата Таджикистан Республикисенче службăра тăнисене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă участникĕсене, салтак арăмĕсене тĕрлĕрен справкăсем çырса параççĕ. Хăйĕн ĕçне çар ĕç комиссариачĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕпе тачă çыхăнса ĕçлесе пырать.

Çултан çул çĕршыв чысне хÿтĕлекенсен йышĕ сахалланса пырать. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: пĕрисем тĕрлĕ чир-чĕре пула салтак атти тăхăнса кураймаççĕ, теприсем юриех çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлассинчен тĕрлĕ майпа пăрăнма тăрăшаççĕ, кайран чее тилĕ пек  йĕре пытарма хăтланаççĕ.  Çĕршывра ача çураласси чакса пыни те пысăк витĕм кÿрет. Повестка парсан палăртнă вăхăтра çар комиссариатне килменни салтак службинчен пăрăнни шутланать, куншăн РФ законодательствипе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.

Çар ĕç комиссариачĕ райадминистрацин вĕрентÿ пайĕпе, культура управленийĕпе тата физкультурăпа спорт комитечĕпе тачă çыхăнса шкул ачисене, çамрăксене патриотизмла воспитани парассишĕн тăрăшса ĕçлет, тĕрлĕ çар вăййисем, конкурссем, Призывник кунĕсем йĕркелет. Иртнĕ çул районти çар ĕç комиссариачĕ Питĕркасси шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсемпе  çар училищин курсанчĕсемпе (С.Перепелкин, И.Ильин, Е.Торейкин) тĕл пулу ирттернĕ. Мăн Этменти вăтам шкулта  районти хĕллехи çар вăййисем “Орленокпа” “Зарница” пулса иртнĕ. Çĕршыв Хÿтĕлевçи кунĕ ячĕпе Хĕрлĕ Чутайри гимназире - çарпа патриотизмла юрăсен фестивалĕ, районти культура управленийĕ йĕркеленипе Культура керменĕнче вĕсене халалланă уяв концерчĕ пулнă, çар ĕç комиссарĕн çумĕ О.Петров доклад тунă.

Çулсерен салтака каякан йĕкĕтсен ячĕпе Призывник кунĕ иртет. Унта пулас салтаксене çар службине каясси кашни яш-кĕрĕмĕн тĕп тивĕçĕ пулнине каласа ăнлантараççĕ.

Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче район центрĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă тата воин-интернационалистсене асăнса çамрăк армеецсен парадне ирттереççĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе фронтовиксене сума сăваççĕ, вĕсем умĕнче пуç таяççĕ. Иванов, Макаров, Эзенкин воин-интернационалистсене асăнса патриотла юрăсен фестивальне ирттересси - йăлара.

Иртнĕ çулхи çуркуннепе кĕркуннехи призыв пирки асăнса хăвармалла. 2004 çулта пурĕ 88 яш-кĕрĕм РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне тăнă, 220 çамрăка пирвайхи çар учетне тăратнă.

Çар службинчен таврăннă, 30 çул тултарман çамрăксем тата запасра тăракан прапорщиксем контракт йĕркипе çар ретне тăма пултараççĕ. Служба условийĕсем пирки çар комиссариатĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать. Çавăн пекех кăмăл тăвакан çамрăксем прапорщиксен тата кĕçĕн лейтенантсен шкулне вĕренме кайма май пур. Çапла майпа, 2004 çулта контракт йĕркипе 1 прапорщик çар службине тăнă, прапорщиксен шкулне - 1 çын, кĕçĕн лейтенантсен шкулне 1 çын вĕренме кайнă.

Службăна каясси - кашни çамрăкăн тĕп тивĕçĕ тесе йышăнмалла. Салтак атти тăхăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлени, çар службинче ÿт-пĕве, кăмăл-туйăма пиçĕхтерни кашни арçыннах илем кÿрет.



"Пирěн пурнăç"
12 марта 2005
00:00
Поделиться