Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района с Днем защитников Отечества

Хаклă ентешĕмĕрсем,

Тăван Çĕршывăмăрăн хÿтĕлевçисем!

Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсемпе воин–интернационалситсем, тыл ĕçченĕсемпе Раççейăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсем  -   сире    тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен Кунĕ ячĕпе чун–чĕререн саламлатăп!

Çĕршывăмăрăн историйĕнчи, кун-çулĕнчи   çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уявра эпир сирĕнпе çар Мухтавĕн тивĕçĕсене, Тăван Çĕршыв чысне паттăрăн хÿтĕлесе пуçĕсене хунă ентешсене аса илетпĕр, çар историне тишкеретпĕр. Салтак – хутелевçĕ ята, пирĕн ентешĕмĕрсем яланах чыслăн упранă.

Хисеплĕ вăрçăпа тыл ĕçченĕсем! Эсир паттăр та хастар пулнăран, Çap мухтавĕн тивĕçне таса кăмăлпа пурнăçласа çĕршывăмăрăн пĕрлĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварма пултарнă. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес ĕçре те сирĕн тÿпе пысăк. Паян та ентешĕмĕрсем, çар тумне тăханнă салтак –хÿтĕлевçисем, сирĕн пекех тăван çĕршыв чысне, мухталă ятне   упраççĕ, пирăн лăпкă та мирлĕ пурнăçа сыхлаççĕ.  Эпир вĕсемпе   чăннипех те мухтанатпăр.

Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире уяв ячăпе саламланă май, çирĕп те таса сывлăх, иксĕлми вăй –хăват, тату та мирлĕ пурнăç  сунатăп.

В. Орлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ

 



21 февраля 2005
00:00
Поделиться
;