Ĕмĕр сакки сарлака
Ачалăхăм килет асА
Эпĕ 1922-мĕш çулта Кив Атикасси ялĕнче çуралнă. Аннерен 3 çултах тăлăха юлтăм. Вăл, шел пулин те, çамрăклах çĕре кĕчĕ. Анне вилнĕ хыççăн атте авланмарĕ, пире, виçĕ арçын ачана, хăех çитĕнтерчĕ, анне ăшшине парнелерĕ. Эпир килте тĕртсе тунă, пиртен çĕленĕ кĕпе-йĕм тăхăнса ÿсрĕмĕр, урана çăпата сыртăмăр.
1930-1931 çулсенче колхозсем йĕркелеме пуçларĕç. Пирĕн ялтан 8-10 хуçалăх кăна “Самолет” ятлă колхоза кĕчĕ. Ялти куштансемпе пуянсем пĕрлешÿллĕ хуçалăха кĕнĕ çемьесене юратман, вĕсен çурчĕсене вут тĕртсе çунтаратчĕç, ачисене хĕнетчĕç. Ялта кашни эрнерех пушар тухатчĕ. Эпĕ комсомол ячейкине 8 çултах кĕтĕм. 9 çул тултарсан - Çĕн Атикассинчи çичĕ класлă, унтан Штанашри вăтам шкулсенче вĕрентĕм. Шартлама сивĕсене пăхмасăр, пир сумкăна пĕр катăк сахăрпа пĕр татăк çăкăр чиксе, юман çăпанĕнчен чернил туса пĕлÿ пухма çÿрерĕм.
ЭпĔ - Тăван ÇĔршывăн ывăлĔ
1939-1940 çулсенче Омекăри автомашинăсен заводне тунă çĕре хутшăнтăм. Çав çулах, кĕркунне, Хĕрлĕ Çара кайма ят тухрĕ. Салтак службине Батуми хулинче ирттертĕм. Мана сăрт-ту çинче çапăçакан артиллери полкĕнчи кĕçĕн командирсем пулма хатĕрлекен шкула вĕренме илчĕç. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле çĕршывра вăрçă тухрĕ. Мана 6-мĕш гвардиллĕ артиллери полкне илсе кайрĕç. Украинăри Днестр шывĕ çинчи Черновицин хулинче пĕрремĕш çапăçăва кĕтĕм. Нимĕçсен оборонине татнă чухне пирĕн командира амантрĕç. Ун вырăнне эпĕ йышăнтăм. Пирĕн пехота тупăран персе гитлеровецсен виçĕ танкне тĕп тунă хыççăн малалла ыткăнчĕ. Çавăн чухне мана гварди старшини ятне пачĕç.
Тăшман çарĕсемпе çапăçнă вăхăтра эпĕ чирлесе ÿкрĕм. Мана вара госпитале ăсатрĕç. Сывалсан, 29-мĕш статьяна пăхăнса, пĕр уйăх хушши вăй илме тăван яла кайма отпуск пачĕç, анчах та çул инçе пулнăран вăхăта полкрах ирттертĕм.
Ăçта кăна илсе çитермерĕ мана вăрçă: Керчь, Сталинград, Ростов, Одесса, Харьков, Никополь, Украина, Сальск, Кубань, Бухарест... Вăрçăн кашни саманчĕ паянхи кунччен те асăмрах. Акă Керчь хулинче çапăçни халĕ те куç умĕнчех: пирĕн кухньăна çирĕм нимĕç самолечĕ ватрĕ, виçĕ лашана вĕлерчĕç. Пире, виçĕ çынна, нимĕçсен хĕç-пăшалсем тиенĕ эшалонне пĕтерме приказ пачĕç. Эпир, чăннипе те, кĕпер урлă каçакан эшалона шыва чăмтартăмăр.
Юрă - манăн тус
1945 çулта яла таврăнсанах авлантăм. Мăшăрăмпа килти хуçалăха çĕнетрĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетрĕмĕр. 82 çул хушшинче темĕнле саманара та, тем те тÿссе куртăм.
Халĕ эпĕ вăрçă инваличĕ, пенсионер. Чирленипе пÿртрен тухса çÿрейместĕп. Вăрçă суранĕсем аса илтерсех тăраççĕ пулин те малашлăха пысăк шанчăкпа пăхатăп. Юлашки вăхăтра сăвă йĕркисене шăрçалатăп. Унсăр пуçне 10 çул хушшинче 95 юрă кĕвĕлерĕм. Вĕсене итлесе йăпанатăп. Юрă - манăн тус, юлташ.
Юрлас килет ватлăхра
Юрлам-и халь пĕр çавра.
Тăван илтĕ-ши ăна.
Пурăнать вăл катара.