Тутă ĕне çеç сĕт парать
Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри. Ĕнесенчен сĕт суса илесси е выльăха чĕрĕ ÿт ытларах хуштарасси вĕсене мĕнле пăхнинчен, мĕн çитернинчен килнине аванах ăнланаççĕ ферма ĕçченĕсем. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апат çитерме тăрăшаççĕ. Анчах пур хуçалăхсенче те çапла-ши; Ку ыйтăва эпĕ районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникне Е.С.САПОЖНИКОВАНА патăм.
- Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăх бюджетне пысăк пулăшу парать. Иртнĕ çулхинчен ытларах сĕт суса илнипе пĕрлех продукци пахалăхне лайăхлатасси те тĕп вырăнта. Пахалăх лайăх-тăк - хушма укçа кооператив кассине кĕрет. Паян нухрат сывлăш пекех кирлĕ: ĕç укçи тÿлеме те, çур акине хутшăнакан техникăна юсама та, минерал удобренийĕпе çунтармалли-сĕрмелли хатĕр туянма та. Çакна шута илсе “Свобода”, “Аккозинский”, “Коминтерн”, “Победа” хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем ырми-канми ĕçлеççĕ. Çак асăннă хуçалăхсенче кашни ĕнерен сĕт суса илесси - 13 килогрампа танлашать. Уй-хир ĕçченĕсем хатĕрлесе панă выльăх апачĕсен рационне пуянлатса çитерни куç умĕнчех. Акă, “Свобода”, “Коминтерн” хуçалăхсенче ятарласа комбикорм янтлаççĕ. Вĕсем çулсеренех кашни ĕнерен 5 пин килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Ку хуçалăхсенче сăвăнакан ĕнесен рационĕнче кашни килограмм сĕт пуçне 300-350 грамм фураж, талăкра 10 килограмм сенаж, 12-14 - силос, 3-4 килограмм утă тивет. Талăкри рацион 12-13 апат единиципе танлашать.
- Ĕнесенчен сĕт суса илес енĕпе кайра пыракансене мĕн сĕннĕ пулăттăр;
- Рациона витаминсемпе, микро тата макро япаласемпе пуянлатма тăрăшмалла. Сăвăм ÿстĕр тесен, протеинпа сахăр шайлашăвĕ 0,8-1,1 пулмалла. Выльăхсене картишне уçăлма кăлармалла. Тулăх рацион тата сăвакан ĕнесем уçă сывлăшра ытларах пулни сĕт тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.
- Ĕнесем пăруламалли тапхăр пырать. Сывă та тĕреклĕ пăрусем илес тесен мĕн тумалла-ши;
- Ĕнесене пăруличчен икĕ хутчен витаминизаци туни çирĕп те сывă пăру илме май парать. Витаминсемпе тивĕçтерни выльăха вăхăтра пĕтĕленсе юлма, сĕт тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.
Сăмах май, А, Д, Е витаминсем çитменнине пула выльăх рахитланса каять, çитĕнеймест* ĕнесем вăхăтра хыççине пăрахаймаççĕ, вăхăтра пĕтĕленсе юлаймаççĕ. Палăртмалла, районти хуçалăхсенче рационта выльăх е сахăр кăшманĕ пачах та çук. Çакна шута илсе жом е патока турттарса килсе çитерессине йĕркелемелле.
Тĕслĕхрен, паянхи кун “Победа” хуçалăхра пĕр ĕнерен 11 килограмм таран сĕт сăваççĕ. Юнашар “Марксист” хуçалăхра вара 0,8 килограмм çеç. Пĕр условнăй выльăх пуçне “Победа” хуçалăхăн 14 центнер апат единици, Марксистра” - 28 центнер юлнă. Анчах ку хуçалăхра хатĕрлесе панă апата вăхăтра çитерменнине пула ĕнесем начар виçепе тăраççĕ. Самăртма хупнă выльăхăн чĕрĕ ÿт хушаслăхĕ январь уйăхĕнче 140 грампа çеç танлашать. Кун пирки хуçалăхри зооветспециалистсен шухăшламалла тивет. Сумалли ĕнесем начарланса кайнă пулсан та сĕтне антараççĕ-ха, анчах та хавшаса пыраççĕ, вăхăтра пĕтĕленсе юлаймаççĕ. Сăвăм пĕчĕк хуçалăхсенче кулленхи рацион 5 е 6 апат единиципе çеç танлашать. Ĕне 10 митр сĕт парать пулсассăн, куллен унăн 9,6 - 10 апат единици çимелле, вăл шутран кашни литр сĕт пуçне 350 грамм таран çăнăх е комбикорм. Çавăн пек çитерсен çеç выльăх самăр виçепе çăва тухать, çуллахи вăхăтра та 14-18 литр таран сĕт антарĕ.
Калас пулать, колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче хĕл мĕнлерех иртсе пынипе çыхăннă ыйтусене тĕп вырăнтах тытаççĕ район ертÿçисем. Яваплă тапхăр пуçланнăранпа вĕсем пирки район администрацийĕн коллегийĕн ларăвĕсенче те, ял хуçалăх управленийĕнче ирттернĕ канашлусенче те пĕрре мар сăмах хускатнă. Анчах та ырă палăрăмсем чылай хуçалăхра курăнсах каймаççĕ. Кунашкал лару-тăру тарăн шухăша яма тивĕç яваплă çынсене.