Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пултаруллă та хисеплĕ ертÿçĕ

Хуçалăх тĕрекленсе пырасси, унăн çутă пуласлăхĕ ертÿçĕрен питех те нумай килнине паян никам та хирĕçлемĕ. Ăçта чăн-чăн хуçа пур -  унта ĕç те кал-кал пырать. Çавăн пеккисен шутĕнче - Валериан Федотович БРОМБИН.

В.Бромбин 1995 çултанпа ĕнтĕ “Свобода” хуçалăх тилхепине çирĕп тата тĕрĕс çул-йĕрпе тытса пырать. Ăнăçу çулĕпе тесен те тĕрĕс. 10 çул хушшинче  хуçалăх пур енлĕн аталанчĕ, тĕрекленчĕ, районти хуçалăхсем хушшинче тыр-пул пухса илес, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас енĕпе малтисен ретĕнче.

Валериан Федотович тÿрĕ кăмăлĕпе пултарулăхне пула колхоз ят-сумĕ çÿллĕ шайра тăрать.

Валериан Федотович Бромбин 1950 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче, шăпах 55 çул каялла, Анат Çĕрпÿкасси ялĕнче кун çути курнă. Шкул вăхăчĕ çитсен В.Бромбин кĕçĕн классене ялти шкула çÿренĕ, тулли мар вăтам пĕлÿ Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче илнĕ.

1965-1969 çулсенче çамрăк Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕ­лĕве ÿстернĕ, 1969-1971 çулсенче çар тивĕçĕсене пурнăçланă.  1987-1993 çулсенче Анат Çĕрпÿкасси каччи Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче куçăмлă майпа аслă пĕлÿ илнĕ.

В.Бромбин ĕç стажне “Восток” колхозра техника паркĕн бригадирĕнчен пуçланă, унтан - “Марксист” колхозăн автомеханикĕ, профком председателĕ, тĕп инженер, колхоз председателĕн çумĕ, тĕп агроном. 1995 çулхи июнь уйăхĕнче, ăна “Свобода” хуçалăх ертÿçин пуканне сĕннĕ. 2000 çулта Валериан Федотовича ял хуçалăх производствине аталантарас тĕлĕшпе пысăк ÿсĕмсем тунăшăн “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ” хисеплĕ ята парса чысланă. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тата район администрацийĕн чылай Хисеп грамотисемпе парнисене тивĕçнĕ.

Валериан Федотович председатель лавне туртма пуçланăранпа тăхăр çул иртсе кайрĕ. Çак палăртнă тапхăрта, Валериан Федотович тăрăшнипе, “Свобода” колхозра курăмлă улшăнусем пулса иртнĕ: ытти  хуçалăхсемпе танлаштарсан, вĕсен кантур çурчĕ те çĕнĕ, капмар, илемлĕ. “Свобода” колхозăн ертÿçи тăрăшнипех выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те хăватлă аталанса пырать. 2003 çулта ĕне пуçне 4767 килограмм сĕт суса ферма коллективĕ районта çĕнтернĕ пулсан, пĕлтĕр те “Свобода” хуçалăх малти вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех анатçĕрпÿкассисем хăйсем тăрăшнипех çырма пĕвелесе плотина тă­ваç­­­çĕ, çулсем сараç­çĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисемпе техника паркне те çĕнетсех пыраççĕ... Палăртма кăмăллă, вĕсем хушма производствăран та тупăш илес тĕллевпе ĕçлеççĕ. Акă, 2001 çулта “Свобода” колхозра шурă çăнăх тăвакан арман ĕçлеме тытăннă.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та “Свобода” хуçалăх ертÿçин В.Бромбинăн ĕçне ырăпа хаклать. Акă, пĕлтĕр Президент Патшалăх Канашне янă Çырура “Свобода” хуçалăх пуçарнă ырă тĕс­лĕхе палăртнăччĕ. “Свобода” колхозра эрех, чĕлĕм туртман пултаруллă, ĕçчен механизаторсемпе водительсене çулталăк вĕçĕнче преми парса чыслани йĕркене кĕрсе пырать. 2003 çулта çак ята 4-ăн тивĕçнĕ, кашни 2-шер пин тенкĕ илме пултарнă. Пĕлтĕр вара вĕсен хисепĕ 5-е çитнĕ,   3-шер пин тенкĕ преми илнĕ. Чăн та, ырă пуçару. (Кун пекки районта та, республикăра та пулман тесен те юрать). Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем халăх хушшинче яланах хисепре пулнине пытарма кирлĕ мар. Юлашки вăхăтра эрех тиркемен çынсем нумай пулнăран урă пурнăçпа киленекенсене пушшех мухтас, хавхалантарас килет. Мĕншĕн тесен çакна экономика тĕлĕшĕнчен сăлтавламалла: ĕçкĕпе иртĕхмен механизаторăн техники яланах юсавлă, аварисем тумасть, ĕçсĕр лармасть... Лайăх кăмăл-туйăм çемьери лару-тăру çине, ĕçри кăтартусем çине витĕм кÿнĕ пирки калама та кирлĕ мар. Çавăн пекех  Валериан Федотович инкек тени куçран пăхса килменнине шута илсе колхозри механизаторсене инкек-синкекрен колхоз шучĕпе страхлать. Ĕçре е килте сусăрлансан та вĕсем страховка укçи илеç­çĕ. Çавăнпах та пулĕ “Свобода” колхоз малтисен ретĕнче.



"Пирěн пурнăç"
09 февраля 2005
00:00
Поделиться